Питĕ асăрханса çÿресен те усал кăшăлвирусран сыхланса пĕтме çук.
Мана та çак каварлă вирус хĕрхенмерĕ. Килте сывалма май çуккипе январĕн 31-мĕшĕнче васкавлă пулăшу чĕнтĕм. Нумай кĕттермерĕç. Тухтăр мана тимлĕ тĕрĕсленĕ хыççăн Етĕрне больницине КТ тума илсе кайрĕç. Ун кăтартăвĕсемпе Вăрнар больницине неврологи уйрăмне вырттарчĕç. Чăннипех усал, каварлă чир çак коронавирус: ваттисене те, çамрăксене те хĕрхенмест. Тухтăрсем яра кун чирлĕ çынсем патĕнчен каймаççĕ: эмел ĕçтереççĕ, системăсем яраççĕ, кислородпа сывлаттараççĕ. Кунсерен чирлĕ çыннăн юнне, ÿт температурине, чĕре таппине, кислород виçине тĕрĕслеççĕ.
Вăрнарти больницăра «хĕрлĕ зонăра» ĕçленĕ ырă чĕреллĕ, маттур тухтăрсене чĕререн тав тăватăп. Çавăн пекех кунĕпех тасалăхшăн тăрăшакан санитаркăсене (кунне виçĕ хутчен дезинфекци шĕвекĕсемпе вырăнсене, тумбочкăсене, урайсене сăтăрса тухаççĕ), тутлă апат хатĕрлекен ĕçченсене тав. Васкавлă пулăшу машини çинче ĕçлекен маттур тухтăрсене уйрăмах пысăк тав. Вĕсем чирлисене чи малтан тĕрĕслеççĕ. Вĕсен ăсталăхĕнчен чирлĕ çыннăн пурнăçĕ килет. Шел, эпĕ хушаматне те, ятне те ыйтаймарăм хама пулăшу панă тухтăрăнне. Шап-шурă комбинезонлă, маска тăхăннă арçын-тухтăрăн ырă куçĕсем, чăвашла çепĕç калаçни халĕ те чуна ăшăтаççĕ. Тавтапуç сана чĕререн, ырă çыннăм.
Вăрнарти «хĕрлĕ зонăна» хупсан пире Шупашкарти пĕр больницăна сывалса пĕтме илсе кайрĕç. Çавăнпа икĕ больницăна танлаштарма май пулчĕ. Чăннипех, Вăрнар тĕп больници кăшăлвируспа кĕрешме вăйлă хатĕрленни курăнчĕ.
Тепĕр хут тавтапуç сире, ырă чĕреллĕ тухтăрсем, хăвăрăн сывлăха шеллемесĕр чирлĕ çынсене сыватнăшăн.
Пĕлме çук епле лекет:
Те вĕçет вăл, те сикет.
Куç пекех хама сыхларăм,
Пурпĕрех вирус çаклатрăм.
Ак, пуçланчĕ тамаша:
Пĕр шăнтать, пĕр пĕçертет.
Сыпăсем те ыратаççĕ,
Такам çапнăн туйăнаççĕ.
Утмашкăн та вăйăм çук.
Ĕçлемелĕх халăм çук.
Вырăн çине эп тÿнетĕп,
Эмел те ĕçсе пăхатăп.
Тĕнче пĕтнĕн туйăнать,
Сывлама сывлăш çитмест.
Тухтăр çеç çăлса хăварĕ,
Инкекре мана хăвармĕ...
Тавтапуç тухтăрсене,
Шур халатлă çынсене.
Чăннипех пит тăрăшаççĕ,
Кунĕпех вĕсем сиплеççĕ.
Ыр чĕреллĕ тухтăрсем,
Таймапуç тепĕр хутчен.
Чирлĕ çыншăн хыпăннишĕн,
Пирĕн кун-çула тăснишĕн.
Л.ЛУКИНА.
Уравăш.
Ноябрь 2024 |