Ильинсен çемйине эпĕ тахçантанпах пĕлетĕп. Вăрнарти ВЛКСМ райкомĕн инструкторĕнче ĕçленĕ чухне вĕсем патне сахал мар кĕрсе тухнă. Тараватлă кил хуçисем вĕсем Геннадий Ильичпа Галина Федоровна, яланах пылпа чей ĕçтеретчĕç, тутлă апатпа сăйлатчĕç.
«Ленинец» колхозра комсомолецсен йышĕ чи пысăккиччĕ вăл вăхăтра. Секретарĕ Исмет Викторович Яблочкин Уйкас Юнтапара пурăнатчĕ. Унта çитме эпĕ Вăрнартан çурран Мăн Элмен витĕр утнă. Çамрăк пулнă ĕнтĕ, çапах та питĕ ывăнаттăм. Пĕррехинче Геннадий Ильич Ильинпа паллашма тÿр килчĕ. Уйкас Юнтапана вăл хăйсен ялĕнчен лашапа леçсе хăварнăччĕ.
Пурнăç çавăн пек килсе тухрĕ: вăхăт иртсен унăн ывăлĕпе Леонид Геннадьевичпа паллашрăм. Вăл та ашшĕ пекех ырă та вашават çын, пурнăç тути-масине лайăх пĕлет.
Леня 1968 çулхи май уйăхĕн 10-мĕшĕнче Мăн Элменте çуралнă. Ярмушкари вăтам шкулта вĕреннĕ. Мĕн ачаранах ĕçпе туслă: каникулсенче колхоз уйĕнче вăй хунă, кил-хуçалăхра та ашшĕпе амăшне пулăшнă. Шкултан тухсан Леонид Красноярскри юридици техникумне вĕренме кĕнĕ. Ун хыççăн СССР Шалти ĕçсен министерствин Ленинградри аслă училищине çул тытнă.
Каярахпа Раççей ШĔМ-ĕн Юридици институтĕнче професси пĕлĕвне тарăнлатнă. Юридици специальноçне алла илнĕ хыççăн Çĕмĕрлери шалти ĕçсен пайне службăна кĕрет. Следовательте, участок инспекторĕнче ĕçлет. 1993 çулта тăван тăрăхалла, хамăр районти милици уйрăмне, куçать.
Çĕмĕрлере ĕçленĕ вăхăтра Леонид Геннадьевич пĕр чипер хĕрпе паллашать. Мария Георгиевна студентка пулнă, медицина сестрине вĕреннĕ. Икĕ çамрăк пĕр-пĕрне çав тери килĕштереççĕ, часах туй кĕрлеттереççĕ.
Мария Георгиевна нумай ачаллă çемьерен, ашшĕ-амăшĕ питĕ ĕçчен, сăпайлă çынсем пулнă. Икĕ аппăшĕ учительсем, тепĕр аппăшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Шăллĕ Владимир _ ăста строитель. Леньăн амăшĕпе ашшĕ те ачисене тĕрĕс воспитани панă, вĕрентнĕ, ăслă пĕлÿ илме пулăшас тесе тăрăшнă. Çемьере вĕсен тăватă ача ÿснĕ _ виçĕ ывăлпа пĕр хĕр. Пурте Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Надежда Геннадьевна _ гуманитари институчĕн ĕçченĕ.
Леонид Геннадьевичпа Мария Георгиевна вара икĕ ывăла пурнăç парнеленĕ. Иккĕшĕ те аслă шкулсенче пĕлÿ илеççĕ. Пĕри инçетре, тепри _ вырăнти университет студенчĕ. Чылай çул Леонид Геннадьевич ГАИ службинче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлерĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Çулла пулла çÿреме юратать, пыл хурчĕсемпе ĕçлеме кăмăллать.
Григорий СКВОРЦОВ,
хисеплĕ таврапĕлÿçĕ.
Ноябрь 2024 |