Хĕрарăмсен уявĕн символĕ – хÿхĕм чечексем. Çут тĕнче чĕрĕлнин, ешерме тытăннин палли вăл. Ахальтен мар.
Этемлĕхĕн черченкĕ çурри хăй те çĕр çинче пурнăç парнелекен, илем кÿрекен хăватлă вăй-çке. Уяв кунĕнче вĕсен кашнин аллинче капăр чечек çыххисем пулма тивĕçлĕ.
Çавăнпах çул-йĕр инспекторĕсем те хĕрсемпе хĕрарăмсене уяв кăмăлĕ парнелеме йышăнни пачах тĕлĕнтермест. Чăваш енри ГИБДД сотрудникĕсем Раççейĕн кашни кĕтесĕнче иртнĕ «Автоледисене – чечексем» акцие хаваспах хутшăннă. Районти çул-йĕр хуралĕнче тăракансем те, ырă йăлана кĕнĕ тăрăх, «сăваплă» миссирен юлман. Ара, парне кÿресси штраф çырасси мар вĕт – пуриншĕн те кăмăллă. Мартăн 8-мĕшĕнче автоинспекци ячĕпе районти пикесене саламлас тивĕçе Андрей Траков аслă инспекторпа Алексей Порфирьев инспектор тулли кăмăл-туйăмпа пурнăçланă. Вĕсем руль умĕнче пыракан хĕрсене чарнă, кашнинех илемлĕ чечексем парнеленипе пĕрлех ăнăçлă та телейлĕ çул суннă. Хăюллă та хастар йĕрке хуралçисен саламĕсем нихăш автоледин чĕрине те хускатмасăр хăварман – пурте вĕсене чунтан ăшă сăмахсемпе тав тунă, пĕрле сăн ÿкерттернĕ. Тепĕр тесен, хĕрсен пит куçĕнче йăл кулă çиçни те – тав сăмахĕ вырăннех. Служба кăткăслăхне пăхмасăрах хавхаланупа ĕçлеме вăй-хăват парать.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4 | 5
|
6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
