Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Президенчĕн общество йышăну пÿлĕмĕнче ирттернĕ йышăнура Вăрнарта пурăнакан Рада Ластухина хваттер нушипе пулнă.
Райцентрти икĕ хутлă, сакăр хваттерлĕ çурта 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен авари пулма пултараканнисен шутне кĕртсе ĕлкĕрейменшĕн хĕрарăм вырăнти влаçсене ятлать: докуменчĕсем е çухалаççĕ, е тупăнаççĕ... 2020 çултах çĕнĕ хваттере куçас ĕмĕтпе пурăннă, çакă тÿрре тухман: «2022 çулта та пулин ыйту татăлĕ-ши;»
Олег Николаев халь граждансене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçармалли 2024 çулчченхи программăпа ĕçленине çирĕплетнĕ. Мускав шантарать: регион çак программăна вăхăт çитичченех пурнăçласан асăннă ĕç валли хушма укçа уйăрĕç – юхăннă çуртсене авари пулма пултараканнисен шутне кĕртсе унти çынсене куçарма тÿр килĕ. Анчах Вăрнар, Çĕмĕрле, Куславкка тĕслĕхĕсенче Олег Алексеевич пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса памалли ытти май та пуррине палăртнă. Çав шутра – хайхи юхăннă çуртпа юнашар пысăкрах урăх çурт çĕклесе.
Ноябрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4 | 5
|
6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
