Тăрăшакан – мала тухакан

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.03.2021, 13:08 Просмотров: 494

Регионсем хушшинчи «Çĕрулми – 2021» отрасль куравĕн йĕркипе килĕшÿллĕн ачасемпе çамрăксен пултарулăх конкурсĕ те иртнĕ.

Ăна ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата Ял хуçалăх министерствисем йĕркеленĕ. Конкурса 19 районтан 1308 ĕç тăратнă. Унта Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн воспитанникĕсем те хастар хутшăннă.

Яна Кузьмина «Юмахри çĕрулми» номинацире çĕнтернĕ. Ăна конкурса Людмила Порфирьева педагог хатĕрленĕ.

Мария Антонова «Çĕрулми мастерскойĕ» номинацире палăрнă, иккĕмĕш вырăна тухнă. Унăн ертÿçи – Мальвина Леонтьева.

Педагогсем çамрăк ăрăва хушма пĕлÿ илме пулăшаççĕ. Республика шайĕнчи конкурсра мала тухни ачасене малалла та пултарулăха аталантарма хавхалантарĕ.

Елена Толстова.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика