Тупăш сахал илекен Раççей çыннисене – Владимир Путинран тĕрев

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.01.2018, 11:12 Просмотров: 1127

Владимир Путин сăмахĕсем яланах ĕçпе çыхăнса тăраççĕ. Иртнĕ тата çĕнĕ çул чиккинче Раççей Президенчĕ Раççей çыннисен пысăк пайĕн социаллă лару-тăрăвне лайăх енне улăштаракан саккунсене алă пусрĕ. Вулакансем ыйтнипе вĕсенчен чи кирлисене тепĕр хут тĕплĕн пăхса тухатпăр.

1. Ĕç укçин чи пĕчĕк виçи (МРОТ) ÿснĕ

2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен МРОТ 9489 тенкĕ таран ÿснĕ. Ку – ĕçлекен ÿсĕмри халăхăн пурăнмалли чи пĕчĕк виçин 85 проценчĕ. Ÿсĕм 20 процентран пысăкрах. Унччен 7800 тенкĕ пулнă.

Ку халăхшăн мĕнпе пĕлтерĕшлĕ-ха;

Ĕç укçин чи пĕчĕк виçи ÿсни шалу виçи çинче те палăрать. ,ç вăхăчĕн уйăхри нормине тултарнисене çак виçерен сахалрах тÿлеме юрамасть. Çавăнпа та ÿсĕм чи малтанах 9489 тенкĕрен пĕчĕкрех шалу илнисене пырса тивет.

МРОТ ÿснине кура, 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăхăтлăх ĕçлеменнисен, ача кĕтекенсен тата çуратнăшăн, çавăн пекех обязательнăй социаллă страхованин ытти тĕллевĕпе паракан пособисем пысăкланаççĕ.

Страхлакан тĕслĕхре ача кĕтнипе тата çуратнипе паракан пособин минималлă стандарчĕ (140 кун) кăçалтан 43 пин те 675 тенкĕпе танлашать. 2017 çулта 35901 тенкĕ пулнă.

Ачана 1,5 çул тултариччен пăхнăшăн паракан пособин чи пĕчĕк виçи (декрет отпускне 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн кайнă пулсан) уйăхне 3796 тенкĕпе танлашать. 2017 çулта – 3066 тенкĕ.  

2. Амăшĕн капиталĕн программине тăснă

Федерацин амăшĕн капиталĕн программине 2021 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăснă. Унпа усă курасси анлăланнă. 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Раççей Президенчĕн хушăвĕпе икĕ ачаллă, пурнăç нушине хытă тÿсекен çемьесем капитал укçине уйăхсеренхи тÿлев пек (8910 тенкĕ) илме пултараççĕ. Унсăр пуçне, укçана халĕ ача сачĕн тивĕçтерĕвĕшĕн, тĕрĕсрех – ачана икĕ уйăхран тытăнса пăхнăшăн, тÿлеме ирĕк пур.

2007 çултанпа амăшĕн капиталĕн сертификатне Чăваш енри 80 пин ытла çемье илнĕ, пĕтĕмĕшле 20 млрд ытла тенкĕлĕх усă курнă. 2017 çулта 5,7 пин çемье 2,7 млрд тенкĕлĕх пулăшăва туйнă. Амăшĕн капиталĕн виçи 453 пин тенкĕпе танлашать.

Федераци капиталĕпе пĕрлех республикăри (çемье) капиталăн программине 2021 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăснă. Ăна виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасене çуратнăшăн параççĕ. Пулăшу виçи – 100 пин тенкĕ.

Республика капиталĕ ĕçлеме тытăннăранпа, 2012 çултанпа, пулăшăва 4,6 пин çемьене кÿнĕ. Пĕтĕмĕшле сумма – 385 млн тенкĕ. 2018 çулта ку тĕллевпе 196,8 млн тенкĕ уйăрнă. Малтанлăха шутласа пăхнă тăрăх, капиталпа 2 пин ытла йышлă çемье усă курма пултарать.

3. Пĕрремĕш ачашăн пособи тÿлеççĕ

2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн çемьере çуралнă е усрава илнĕ пĕрремĕш ачашăн уйăхсеренхи тÿлев пăхнă. Анчах ку пулăшу адреслă пулнине манмалла мар. Ăна çемьери тупăш пĕр çын пуçне 13995 тенкĕрен иртменнисене параççĕ. Сăмахран, виçĕ çынран тăракан çемьен, çуралнă ачине шута илсе, тупăшĕ 41985 тенкĕрен иртмелле мар. Çемьен пĕрлехи тупăшне шутланă чухне шалăва, премисене, пенсисене, социаллă пособисене, стипендисене, тĕрлĕ компенсацисене, алиментсене тата ытти тупăшсене те кĕртеççĕ. Çакна та асăрхаттармалла: официаллă ĕçлеменнисем, хăйсен тупăшне документпа çирĕплетсе кăтартайманнисем ку тÿлеве тивĕçмеççĕ.

Малтанласа шутланă тăрăх, Чăваш енре пĕрремĕш ачашăн тÿлеве 4,5 пин яхăн çемье илмелле. Ку тĕллевпе бюджетра 143,5 млн тенкĕ пăхнă. 2018 çулта уйăхсеренхи тÿлев виçи республикăри прожитминимум виçипе – 8910 тенкĕпе танлашать. 

4. Тахçанхи парăмсене тата штрафсене каçарĕç.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2017 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче ирттернĕ пресс-конференцире граждансене, вăл шутра уйрăм предпринимательсене те, нумай çул çăмхаланнă налук парăмĕсенчен хăтармаллине палăртрĕ. 2017 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче вара вăл ку тĕлĕшпе – граждансене транспорт, пурлăх, çĕр налукĕсен парăмне каçарасси пирки саккун алă пуснă. Тĕп услови – 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен пухăннă парăмсем. Вĕсем тĕлĕшпе пухăннă пенисене те каçарĕç.

Ку положени уйрăм предпринимательсене те пырса тивет, вăл шутра – хальхи вăхăтра ку статуса пăрахăçланисене те.

Пирĕн республикăра уйрăм çынсен каçармалли пĕтĕмĕшле сумми 126,6 млн тенкĕпе танлашать. Вăл шутран 57,6 млн тенки – пурлăх налукне тÿлесе татманни. Уйрăм предпринимательсен парăмĕ 69 млн тенкĕ.

Çапла, Раççей Президенчĕ халăхăн уйрăмах нуша куракан категорине тĕрев парасшăн. Кусем – Владимир Путин алă пуснă саккунсен тулли переченĕ мар.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика