Комментарии по новому майскому Указу Президента России В.Путина

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 08.05.2018, 10:49 Просмотров: 925

Леонид НИКОЛАЕВ,

район администрацийĕн пуçлăхĕ:

– Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн кăçалхи май уйăхĕнчи çĕнĕ Указĕнче халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатассине тĕп вырăна лартрĕ. «Паян 20 миллион çын чухăнсен ретĕнче – ĕçлекен çынсен те чылай чух питĕ сăпайлă пурăнма тивет», – тенĕччĕ вăл хăйĕн Çырăвĕнче.

Владимир Путин чухăнлăхран тухмалли мерăсен шутне çынсен тупăш шайне ÿстермеллине, вĕсене лайăх шалуллă ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтермеллине кĕртрĕ.

Çынсен пурнăç тăршшĕне ÿстересси те тĕп задачăсенчен пĕри. Çĕршыв ертÿлĕхĕ çитес вунăçуллăхра кăтартăва «80+»па танлаштарасшăн. Пирĕн ку енĕпе ĕçлемелли пур. Хальлĕхе Вăрнар районĕнче çынсен вăтам пурнăç тăсăмĕ 68 çулпа танлашать: хĕрарăмсен – 78, арçынсен – 62 çулпа.

Владимир Путин çурт-йĕр тăвас отрасле çĕклесшĕн – çуллен 120 миллион тăваткал метр çурт-йĕр тăвасшăн. Тĕллевĕ аван, паллах, – 5 млн çын пурăнмалли условисене лайăхлатма пултарать-çке.

 

Ирина Смолина,

халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пай пуçлăхĕ:

– Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн май уйăхĕнчи Указĕнче ачаллă çемьесене патшалăх енчен тĕрев парассине вăйлатма сĕнни аван.

Пĕрремĕш кварталта акă районти çемьесенче пĕрремĕш ачасем 38 çуралнă, 21-шĕ тĕлĕшпе ЕДВ илесси пирки заявленисем çырнă.

Виçĕ уйăхра амăшĕн капиталне усă курса пурнăç условийĕсене лайăхлатма 13 çемье документсем тăратнă. Ачаллă çемьесене пособи тÿлеме çак тапхăрта 13,4 млн тенкĕ тăкакланă. Республикăри виççĕмĕш ачашăн тÿлев пама йышăннă программăна пурнăçлама – кăçалхи виçĕ уйăхра 3,6 млн тенкĕ.

 

Татьяна ЕФИМОВА,

Калининăри вăтам шкул директорĕ:

– Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн черетлĕ Указĕнче палăртнă пунктсем хăпартлантарса яраççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсенче кашнинче çĕршыва çÿлелле çĕклес тенипе çунни палăрать. Çĕршыва вăйлă пулма тĕллев лартни – çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Раççей вăйлă пулни кашни çыншăн лайăх-çке. Анчах ку пурте пĕрле, пĕрлешсе ĕçлемесĕр пулмасть.

Пирĕн, вĕрентÿ тытăмĕнче тимлекенсен, çакна уйрăмах тимлĕх уйăрмалла. Ачасене шкулта пĕрле ĕçлеме хăнăхтармалла, пĕр-пĕриншĕн çине тăма вĕрентмелле. Унсăрăн, кайран кăна вĕсене пĕтĕçтерме йывăр пулĕ.    

Президент Указĕнче палăртнисене пурнăçламалла. Кашни çын ĕçлесен кăна çитĕнÿ пулать.

Эпир хамăр енчен ачасене ĕçченлĕхре ÿстерме тăрăшатпăр. Пĕтĕм йышпа пĕлтĕр Калининăри Мăн Çавал урлă хывнă кĕпер çумĕнчи территорире 300 йывăç: çăка, пилеш, сирень лартрăмăр. Кунта парк чĕртесшĕн. Вырăнти поселени администрацийĕпе кăçал та ĕçе малалла тăсасшăн.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика