Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем!
Паян тӗнчипех Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑваҫҫӗ! Ку вӑл ҫамрӑк, анчах питӗ пӗлтерӗшлӗ уяв.
Тӑван чӗлхе – нимрен хаклӑ пуянлӑх, наци культурин никӗсӗ. Тӑван сӑмах пурӑнма, хамӑра тата ыттисене лайӑхрах пӗлме пулӑшать.
Пӗтӗм Раҫҫейри 2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Раҫҫейре чӑвашла калаҫакансен шучӗ 1 миллион ытла ҫынпа танлашать. Ҫакӑ витӗмлӗ йыш.
Тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекенсене, ҫырулӑх тӗпчев-ҫисене, этнографсене, филологи факультечӗн преподавателӗсене пӗтӗм чунтан тав тӑвас тетӗп. Эсир тӑван чӗлхене тӗпчетӗр тата унӑн асамлӑхне палӑртакан пӗлӗве ытти ҫынсене паратӑр, ҫапла майпа пирӗн халӑхӑмӑрӑн культурипе историне тата йӑли-йӗркине сых-ласа хӑваратӑр, чӗлхемӗре хисеплеме вӗрентетӗр.
Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫынах тӑван чӗлхе пуласлӑхӗшӗн ҫине тӑрса тӑрӑшассине, халӑх йӑли-йӗрки вара, типтерлӗн упранса, ӑрура-ӑрӑва йӗркеллӗн куҫса пырассине ҫирӗппӗн шанса тӑра-тӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн
тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан О.Николаев
Ноябрь 2024 |