Вăрçă ачисен аса илмелли нумай. Акă , Мария Яковлевна Яковлеван та, ачалăхĕ час-часах куç умне тухать. Вăл Çăкаллă Явăш ялĕнче 1937 çулхи августăн 21-мĕшĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Паян ун асаилĕвĕпе паллаштарасшăн.
- Атте, Яков Алексеевич Алексеев, тĕреклĕ, маттур çын пулнă. «Çĕньял» колхозра аслă конюхра ĕçленĕ. Тухса çÿремелли ?выездной% лашасене пăхнă. Атте сăмах каланине астумастăп-ха эпĕ. Анчах кинокадрти пек пĕр ÿкерчĕк асра тăрса юлнă. Атте кÿлнĕ урапапа киле килчĕ те кÿршĕ ачисене лартса Çавал хĕрне илсе кайрĕ. Ачасем тÿрех шыва сикрĕç. Эпĕ, пĕчĕкскер, урана шыва чиксе пăхрăм. Хăраса ÿкрĕм те каялла урапа патне чупрăм. Çав вăхăтра атте лаша çине утланчĕ те авăр еннелле кайрĕ. Вăл лашипех тарăн вырăнта ишет.
1942 çулта аттене Хĕрлĕ Çара илнĕ. Ăна Вăрнара çити ăсатма асаттепе 10 çулти Ульяна акай кайрĕç. Вăрнарта кăшт вĕреннĕ хыççăн вĕсене Сталинград фронтне янă. Пĕр çыру çеç çырнă вăл. Анне, пĕр çул çеç шкулта вĕреннĕскер, начартарах вуланă. Çырăва Ульяна акай илчĕ те вуларĕ.
Вăрçа кайнă хыççăн атте çÿренĕ лашасене те фронта ăсатнă. Асăну кĕнекинче çырнă тăрăх, атте 1942 çулта хыпарсăр çухалнă.
Эпир пĕчĕк пÿртре пурăнаттăмăр. Тăршшĕ те, сарлакăш те 4 метр çеçчĕ. Асатте лартнăскерех. Вăл çĕнĕ пÿрт хăпартасшăн пулнă-ха, пура та туяннă. Анчах малтан Финлянди вăрçинче пулнăран, кайран Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăран лартса ĕлкĕреймен.
Анне манăн, Антонина Емельяновна Емельянова, 5 ачапа тăлăха тăрса юлнă. Кĕçĕн йăмăк атте кайнă хыççăн çеç çуралнă. Анне ун чухне нихăçан та килте ларайман. Кашни кун колхоз ĕçĕнче. Йăмăксене аслисем пăхнă.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Мария Яковлевна ЯКОВЛЕВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ,
Çутĕç халăх отличникĕ,
89 çулта
Январь 2026 |
