Экологи уявĕ тĕлне, Пĕтĕм тĕнчери кайăксен кунĕ валли, 27-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн 2-мĕш уйрăм посчĕн сотрудникĕсем - Н. Михайлов, А. Моисеев, В.Николаев, В.Алексеев, А.Григорьев - професси тивĕçĕпе çыхăнман ыркăмăллăх акцине хутшăннă. Вĕсен хăйсен кăмăлĕпе, чăн-чăн профессионалсен ăсталăхĕпе хăтлă пилĕк шăнкăрч йăви туса хатĕрленĕ. Кайăксен пĕчĕк çурчĕсем хăйсен вырăнне Çĕрпелти шкул çумĕнчи территоринче тупнă.
Шкулти «Диалог лагерьне» çÿрекен кĕçĕн класри ачасене çак парне уйрăмах килĕшнĕ. Вĕсем шăнкăрч йăвисене хавхаланса йышăннă. Пушар сÿнтерекенсем шкул ачисемпе хамăр таврари çутçанталăка упрамалли, кайăксене пулăшмалли çинчен уçă калаçу ирттернĕ. Çавăнпа пĕрлех хăйсен ĕçĕнчи кулленхи паттăрлăх пирки те сăмах пуçарнă.
Пушар чаçĕн сотрудникĕсем тепĕр хут хăйсем пысăк та ырă чун-чĕреллĕ пулнине çирĕплетрĕç. Вĕсем çынсен пурнăçĕпе пурлăхне çăлса хăварнипе пĕрлех ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçре те сумлă тÿпе хываççĕ. Ырă тĕслĕхĕпе пулас ăрăва хавхалантараççĕ. Маттурсем!
«Диалог лагерьне» çÿрекенсемшĕн чăн-чăн паттăрсемпе курса калаçни паха опыт пулчĕ. Ырă ĕç туни, пĕр-пĕрне пулăшни, тавралăха упрани - кашни ачашăн пуш сăмахсем кăна мар, уйрăм пĕлтерĕшпе тулчĕç. Шкул ачисем ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле шăнкăрч йăвисем туса киввисене улăштарма сăмах пачĕç.
Е. ЗАХАРОВА
Апрель 2026 |
