Хура ĕçрен хăрамасть, йăх-несĕлсен ятне ямасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.04.2026, 10:18 Просмотров: 89

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕ 95 çул хушшинче мĕн чухлĕ çынна йышăнман пулĕ. Журналистсемшĕн кашниех хаклă. Маттур ентешсен пархатарлă кун-çулĕ чăннипех мăнаçлантарать. Аслă ăрурисен ырă тĕслĕхĕ ку чухнехи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа пурнăçра пуçаруллă утăмсем тума хавхалантармаллах.

Редакци тĕпелĕнче Хурапыр Юнтапари Виталий Леонидович Баранов та пулчĕ. «Интернет уçлăхĕнче темĕнле хыпар та пулĕ-ха. Ара тăван хаçатăмăр та пурнăç уттинчен юлмасть. «Çĕнтерÿ çулне» кашни çур çултах çырăнса илетпĕр, - пĕлтерчĕ кăмăллăн хаçат тусĕ. - Ял пурнăçĕ çинчен çырса кăтартнине те, сывлăхпа çыхăннă ырă канашсене те, ыттине те кăсăкланса вулатăп».

Виталий Леонидович кирек мĕнле лару-тăрура та хастарлăха чакарман, йывăрлăхсенче пуçа усман çынсенчен пĕри. Çичĕ теçетке урлă каçнă маттур арçыннăн кил хуçалăхĕ çирĕп. Ял-йышра та ят-сумра. Ĕçкĕ-çикĕпе нихăçан та иртĕхмен. Кăмăлĕпе ырă, вашават. Çынсемпе уççăн калаçать, кашнинче ыррине-пархатарлине, пуян чун-чĕрине курма тăрăшать.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика