Пĕрлехи ĕç кăмăла çĕклет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.04.2026, 10:14 Просмотров: 14

Пĕрлехи вăйпа пурнăçланă ĕç яланах ăнăçать. Ял-йышра та çавăн пекех. Пĕр-пĕрне ăнланса, кăмăллăн тăрăшсан тем тĕрлĕ ĕçе те «çĕнтерме» пулать.

Кăçал, акă, хĕл юрлă килнĕрен çурхи шывсем нумай. Ял хушши шыва ан кайтăр тесе Кăмашри Сад урамĕнче пурăнакансем юр уçма йышăннă. Вăхăта сая яман, шутланă та - тунă. Ĕçрен таврăннă хыççăн ялти хастарсем - Владимир Марков, Сергей Порфирьев, Владимир Иванов, Станислав Иванов ?сăнÿкерчĕкре% - алла кĕреçесем илнĕ те субботнике тухнă. Вĕсемпе пĕрлех сысна комплексĕн тĕп ветеринари врачĕ Иван Ермолаев та хастар вăй хунă. Çапла маттурсем икĕ сехет енне тăрăшнă, юра уçса шыв çулне урамран уялла пăрса янă.

«Пĕрлехи ĕç ывăнтармасть, кăмăла çĕклет кăна», - теççĕ хастарсем.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика