Автобус çÿременни пăшăрхантарать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.04.2026, 15:08 Просмотров: 11

Эпир, Шĕнер Ишек территори пайĕнче пурăнакансем хаçат урлă хамăр пăшăрханăва пĕлтересшĕн. Тăватă ял халăхĕ - шĕнер-ишексем, чăрăш-ишексем, шуркасси-ишексем, ишлĕсем - тăватă уйăх ĕнтĕ автобус тивĕçтерĕвĕсĕр пурăнаççĕ. «Вăрнар - Шĕнер Ишек» рейс автобусĕ пирĕн тăрăха пĕлтĕрхи декабрьтенех çÿреме пăрахнă.

Шĕнер Ишек территори пайĕнче 75 проценчĕ ытла - пенсионерсем, инвалидсем, ятарлă çар операцийĕн участникĕсен ашшĕ-амăшĕсем, вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсем. Ку ушкăнри çынсен чир-чĕрсем аптратнипе тăтăшах Вăрнара больницăна кайма тивет, унсăр пуçне аптекăна та, лавккана та тухса çÿремелле.

Анчах ытла хакла ларать-çке пире Вăрнарти больницăна çитесси те. Калинино салине çитиччен такси хакĕ - 300 тенкĕ, Вăрнар поселокне кайма вара пĕр енне кăна 800 тенкĕ кăларса хума тивет. Пенси укçипе пурăнакансене уйрăмах кĕсьерен хытах «пырса çапаççĕ» ку хаксем.

Çирĕплетсех калатпăр, Шĕнер Ишек тăрăхне обществăлла транспорт çÿретни çав тери кирлĕ. Ку çивĕч ыйтăва эпир тĕлпулусенче пĕрре мар çĕкленĕ. Анчах автобус пирĕн пата паян кун та çук. Ыйтăва татса пама Вăрнар округĕн администрацийĕнчен те пулăшма ыйтатпăр.

Шĕнер Ишек территори пайĕнче пурăнакансем,

пурĕ 122-ĕн алă пуснă

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика