«Единая Россия» парти тăрăшнипе, Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе республикăра «Мирлĕ пурнăç патне утăм» проект пурнăçланать. Пирĕн округра иртнĕ эрнере «Пулăшу десанчĕ» ĕçлерĕ.
СВО участникĕсене тата вĕсен çемйисене пур енлĕ пулăшупа тивĕçтересси тимлĕхре.
Каламалла, «Пулăшу десанчĕн» командинче сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ министерствисен, прокуратура, çар комиссариачĕн, социаллă хÿтĕлевĕн, ĕçпе тивĕçтерекен центрăн представителĕсем, округ администрацийĕн ертÿлĕхĕ, опытлă юристсем, психологсем пулчĕç. Вĕсем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене тата вĕсен çемйисене, тăванĕсене Вăрнар тĕп библиотекинче йышăнчĕç, кирлĕ документсем хатĕрлес енĕпе юридици консультацийĕпе те тивĕçтерчĕç.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Апрель 2026 |
