Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтĕр ĕç паракансенчен яшсемпе хĕрсене 2026-2027 вĕренÿ çулĕнче тĕллевлĕн вĕрентмелли заявкăсем йышăнас енĕпе федераци шайĕнчи программа старт илнине пĕлтернĕ.
Çамрăксем хамăр патра кăна мар, ытти çĕрти вузсенче те вĕренме пултараççĕ. 2027-2028 çулсенчи тĕллевлĕ вĕрентÿ валли «Раççейри ĕç» платформа урлă заявкăсем йышăнмалли тапхăр ака уйăхĕн 1-мĕ-шĕнче вĕçленчĕ.
Вăхăт вара хăвăрт шăвать - ыранхи çинчен паян шухăшламалла. Хальлĕхе, шел те, аслă шкулсенче специалистсене тĕллевлĕн вĕрентмелли квота çуллен пурнăçланмасть. 2024 çулта 1016 вырăн уйăрнă - абитуриентсем 524-шне кăна йышăннă. Пĕлтĕр те квотăн çуррине яхăн пайĕпе çеç усă курнă.
Иртнĕ çул хуласемпе округсем 277 заявка панă, анчах 114-шне кăна тÿрре кăларнă.
Апрель 2026 |
