«Хамăрăннисене пăрахмастпăр» акцие пуçарнăранпа «Пĕрле» фонд СВО-на мобилизациленĕ ентешсем, хăйсен ирĕкĕпе унта кайнисем, контрактниксем валли 174 миллион тенкĕ пухнă.
Çак укçапа дронсем, БПЛА-семпе кĕрешмелли радиоэлектрон хатĕрсем, тепловизорсем, рацисем, навигаци оборудованийĕ, транспорт, стройматериалсем, ытти техника, çавăн пекех эмелсем, апат-çимĕç, гигиена хатĕрĕсем туянса ăсатнă. Мобилизаци пуçланнăранпа Чăваш енрен 64 ыр кăмăллăх конвойĕ çула тухнă, вĕсенчен пĕрне «Единая Россия» парти йĕркеленĕ. Тата 15 конвоя Чăваш енĕн Хĕрарăмсен союзĕпе, «Единая Россия» партин хĕрарăмсен юхăмĕпе пĕрле хатĕрленĕ - Луганск тата Донецк тăрăхĕсенчи, Запорожье, Самар облаçĕсенчи госпитальсене ăсатнă.
Апрель 2026 |
