Тĕнче уçлăхне парăнтарнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.04.2026, 10:20 Просмотров: 13

1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕнче историне кĕрсе юлнă. 65 çул каялла Юрий Гагарин «Восток» караппа тĕнче уçлăхне тухса Çĕр чăмăрĕ тавра вĕçсе çаврăннă.

1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче Совет Союзĕнче Байконур космодромăн старт площадкинчен 6 сехет те 7 минутра «Восток-К72К» ракета-носитель старт илнĕ, вăл Юрий Алексеевич Гагарин тытса пыракан «Восток» космос карапне çĕр çывăхĕнчи орбитăна кăларнă. Тĕнчери пĕрремĕш космонавтăн чĕнекен сигналĕ «Кедр» пулнă. Карап Çĕр тавра 89,1 минутра çаврăм тунă, тĕнче уçлăхĕнче вăл пĕтĕмĕшле 108 минут пулнă. Карап йывăрăшĕ космонавтпа пĕрле 4725 килограмм тайнă.

Çак кун пирĕн республикăшăн та пĕлтерĕшлĕ. Космоса алла илес ĕçе пирĕн ентешсем Андриян Николаев, Николай Бударин, Муса Манаров пысăк тÿпе хывнă. Пирĕн регионти чылай ăсчахпа предприяти ĕçченĕсем те çĕршывăн космос отрасльне аталантарас тесе вăй хураççĕ.

Çак куна халалласа округра та - шкулсенче, культура çурчĕсенче - тĕрлĕ мероприятисем пыраççĕ. Вĕсем Космонавтика эрни йĕркипе иртеççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика