Тĕлĕнтермĕш юнашар
Кантăк умĕнче тăратăп паян ир-ирех.
Лăпăс-лăпăс хырсен лапписем
Хумханса силленеççĕ çилпе.
Ăмăр пĕлĕт паян, тумламсем
Ав, пуçларĕç ташша сиккипе.
Тĕлĕнтермĕш, чăнах, юнашар -
Февральте юр та çук.
Çутçанталăкшăн питĕ начар,
Турăçăм, халăхна эс ан ман.
Февральте ача чух катаччи,
Йĕлтĕр, çунашка е коньки.
Эх, йăваннă пайтах юр çинче,
Кам патша/ Тĕккеленнĕ купа тăрринче.
Сас кайман урамран сĕм каçчен.
Пур ача йăшăлтатнă пĕрле.
Йĕп-йĕпе тумпала шăниччен
Тус-юлташ уттарман килелле.
Лăпăс-лăпăс хыр, чăрăш лăсси
Силленет ир-ирех хумханса.
Куçăмра çут куççуль, тем кĕтни,
Чĕрере пур малашлăх таппи.
Çуралнă
кун
Галина Кĕмĕле - çуралнă кунĕпе
Çуралнă кун, телейлĕ кун!
Мĕнпур тĕнче санпа.
Илемлĕ кун, çуралнă кун!
Тăван, тус-йыш санпа.
Тахçан шутланăччĕ ялан,
Пулатпăр, чăн, пĕрле.
Çук çав, иртеймĕн шăпаран,
Унран иртес - мĕнле/
Паян сан кун, пĕлеп,
Салам сана чунтан.
Телей те сывлăх, ăнăçу
Сунап хамăр ялтан.
Хĕвеллĕ ир
Хĕвеллĕ ир, чунра уяв.
Çĕр канлĕ çывăрать паян.
Ан тив ăна никам, тăван.
Шăпрах! Канать çĕр, шыв.
Уяв паян! Чăваш ташлать:
Чăваш тĕнчи канать.
Урам кĕрлет, кĕрлет хула.
Кирлех чуна апат.
Клара ОСОКИНА
Апрель 2026 |
