Николай Архипович Юркин - Вăрнар тăрăхĕнчи ятлă-сумлă ветеран. Халăх хисепне ял хуçалăх отраслĕнче ырми-канми ĕçлесе тивĕçнĕ, талантлă ертÿçĕ пулнă. Унăн пуян опычĕ паянхи пуçлăхсемшĕн те кăсăклă. Николай Архипович пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче 75 çул тултарнă.
Аграри тытăмĕн яваплă ĕçĕсенче вăй хунă, çĕршыври хуçалăхсен ертÿçисемпе тачă çыхăнса тăрăшнă паллă ентешĕмĕре юбилейпе саламлама ятлă-сумлă хăнасем çитнĕ. Чăваш енри АПК ветеранĕсен союзĕн президиумĕн членĕ Владимир Шуверов, округ администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ирина Казенова, Калинино территори пайĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова, «Броневик» кооперативăн ертÿçи Галина Кроткова, агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен канашĕн округри ертÿçи Иван Федоров, пичет ветеранĕ Вениамин Сорокин, инвалидсен обществин председателĕ Людмила Николаева тата ыттисем Николай Архиповича нумай ырă сăмах каланă, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват суннă, юбиляра республика, тăван Вăрнар ен аталанăвне пысăк тÿпе хывнишĕн чĕререн тав тунă.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Апрель 2026 |
