Çак сăмахсене Вăрнарта пурăнакан Галия Гурьевна Гурьева ахальтен каламасть. Турă çырнине улăштарма çуккине пĕлет-ха, анчах та пурнăçра амăшĕпе иккĕшĕшĕн çак пулăм ытла та тарăн йĕр хăварнишĕн халĕ те чунтан пăшăрханать вăл.
Галия Гурьевна Чăрăшкас Мăратра çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, Гурий Григорьевич Григорьев, 1942 çулта вăрçа тухса кайнă çул çире кăна пулнă. «Атте фронта тухса кайиччен мана тĕрĕс-тĕкел, сывă ÿстерме халал парса хăварнине анне пĕрмаях аса илетчĕ. Тивĕçлех çитĕнтĕм, анчах та йÿçеккине те пайтах курма тиврĕ», – терĕ салхуллăн Галия Гурьевна.
Амăшĕ, Анна Ефимовна Ефимова, пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕн кун-çулĕшĕн чунне тавăрнă темелле, кунне-çĕрне пĕлмесĕр тар тăкнă, чи йывăр ĕçсене кÿлĕннĕ. Галия Гурьевна хăй те пĕчĕкренех пилĕк авнă. Колхозри ĕçсене аслисемпе тан хутшăннă. «Атте çук та, пире хÿтĕлекен пулман. Халĕ шутлатăп та тепĕр чухне, ача пулин те чăтнă вĕт-ха. Уйрăмах тырă вырнă тапхăрта йывăрччĕ. Тем пек кăшт та пулин ларса канас килетчĕ. Анчах ĕçе вĕçлемесĕр те ларман. Çынран юлас темен, аннен питне хĕретес темен», – аса илет вăл.
Шкулта вĕреннĕ чухне укçа кăшт ĕçлесе илес тесе Рая юлташĕпе Вăрнара уйрăм çынсем патне пахчари çĕре чавма çÿренĕ. Поселока çити те, каялла та çуран утнă.
– 5-мĕш класс хыççăн каникул вăхăтĕнче Вăрнара пĕр çемьене ача пăхма килтĕм. Завод хыçĕнчи çуртра пурăнатчĕ вăл. Анчах ача пăхтарнипе кăна çырлахмастчĕ кил хуçи, ытти ĕçсем те ман хулпуççи çине тиенетчĕç. Пĕрре анне килсе курчĕ те, хĕрхенчĕ пулас, урăх ямарĕ, – каллех асаилÿ авăрне путрĕ Галия Гурьевна.
Вуннăмĕш класс пĕтерсен аслăрах юлташ хĕрĕсем ăна Барнаула ĕçе чĕннĕ. Кивçен те панă. Çапла Галия Гурьевна ку хулари пĕр заводăн арматурщикĕ пулса тăнă. Пĕчĕкренех йывăр ĕçре пиçĕхнĕренех ĕнтĕ хулăн пăралуксенчен каркассем явма та хăвăртах хăнăхнă вăл. Тăрăшуллă чăваш хĕрĕсене укçине те хавхалантарса тÿленĕ. «Çак тапхăрта хам валли пĕрремĕш çĕнĕ япала туянтăм», – терĕ ĕçчен хĕрарăм.
Çулталăкран яла таврăннă, амăшĕ ÿкĕтленипе тăван тăрăхрах юлнă. Колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Бригадăра, сурăх ферминче тăрăшнă. Мăшăрланса ача çуратнă хыççăн Вăрнарти хими заводне вырнаçнă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă. Кунта та çăмăл специальноç кĕтмен ăна – бетонщик, крановщик, вальцовщик, дробельщик пулнă. Заводăн çĕнĕ корпусĕсене çĕкленĕ ĕçе хутшăннă. Социализмла ĕç ăмăртăвĕсенче яланах малти ретре пынă, тăрăшуллă ĕçшĕн хисепе тивĕçнĕ. Галия Гурьевна – Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн Хисеплĕ ветеранĕ.
Хăй пурнăçне хăй аллипе йĕркеленĕ вăл. Хваттер те ăна ыттисем пек тÿлевсĕр тивĕçмен – хăйĕн кĕтесĕшĕн канма пĕлмесĕр ĕçленĕ. Нумай çул пĕчĕк лаптăкра икĕ çемье хĕсĕнсе пурăннă хыççăн анлăрах хваттере куçнине Галия Гурьевна чи пысăк телейпе танлаштарать.
Тивĕçлĕ канăва тухсан та чылай çул аллинчен ĕç кайман унăн, патшалăхăн тĕрлĕ организацийĕсенче урай çунă вăл. Тирпейлĕхшĕн ăна вĕсен ертÿлĕхĕ кăна мар, килен-çÿрен те яланах ырланă. Сăмах май, вăл тасалăха юратнине çакăнпа та çирĕплетме пулать пулĕ, паллакансем сăнанă ĕнтĕ – Галия Гурьевăн урисенче яланах чăлт шурă нускисем.
Хăй йĕркеленсе кайсан Галия Гурьевна амăшне те Вăрнара илсе килнĕ, ăна 81 çул тултариччен куç пек упраса пурăннă. Анна Ефимовна мăшăрне вăрçăра ир çухатнă пулин те, урăх çемье çавăрман, Гурийсĕр пуçне ун чĕринче юрату урăх тĕвĕленмен.
Галия Гурьевна халĕ те алă усса лармасть. Обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать, тавралăх тирпейлĕхĕшĕн тăрăшать. Пĕр çуртра пурăнакансемпе пĕрле час-часах субботниксем йĕркелеççĕ, çÿп-çапа та тасатсах тăраççĕ.
Пĕччен мар вăл. Ывăлĕпе кинĕ, икĕ мăнукĕ, икĕ кĕçĕн мăнукĕ пурри ăна савăнтарать. Галия Гурьевна вĕсене май пур таран пулăшма тăрăшать.
«Çĕнтерÿ çулĕн» çывăх тусĕ те вăл. Хаçат вуласан чун уçăлать, ăна алла тытмасан тем çитмен пек туйăнать, тет Галия Гурьевна.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |