Çулсене тытса чарма май çуккишĕн питĕ пăшăрханать Услапа ялĕнчи Раиса Леонтьева. Халĕ вăл 75-ре
«Телейĕ-мĕнĕ ĕнтĕ, пĕве кĕрсен, вăхăт çитсен, качча тухнă, ачаллă пулнă. Паянхи кун мăшăр та, ывăл та юнашар çук, пĕчченех пурăнатăп. Кичемлĕхе кĕрсе ÿкетĕп тепĕр чух, анчах нимĕн те тăваймăн, шăпампа ирĕксĕрех çырлахма тивет. Çын теме те хăнăхать. Маншăн кун сисĕнмесĕрех иртсе каять, çу кунĕсенче уйрăмах. Пĕччен пулин те тĕрлĕрен апат хатĕрлетĕп. Уйрăмах пахчаçимĕçе кăмăллатăп», – хуллен калаçать Раиса Михайловна.
Калаçăва тăснă май ачалăхне куç умне кăларчĕ.
«Аттене астумастăп, мĕншĕн тесен вăл вăрçа ăсаннă чух эпĕ çичĕ уйăх кăна тултарнă. Шел пулин те хама кун çути парнеленĕ çынна тăшмансемпе çапăçса пуçне хунăран курма май килмерĕ. Пиччепе иксĕмĕр анне воспитанийĕпе ÿсрĕмĕр, – тет Р.Леонтьева. – Ун чухне эпир атă-пушмак, капăр çи-пуç пирки ĕмĕтленме те пултарайман. Хырăм выççине ирттерсе ярассишĕн пĕр апата та тиркемен. Шкул çулĕсенче, каникул вăхăтĕнче фермăра пăрусене пăхаттăм. Бригада ĕçне те хутшăннă. Пичче салтака кайнă çул нушине самаях куртăм. Колхоз аннене çĕр улми ани виçсе панă. Анчах та ăна çав вăхăтра ĕне тĕкнĕ. Çавăнпа хускану та тăваймастчĕ. Ана çинче пĕчченех тертлентĕм вара. Çĕрулмине кĕреçепе кăлараттăм, хыççăн пуçтараттăм. Тулли михĕсене ятарласа упрамалли вырăна лашапа турттарса каяттăм. Йывăрлăхне сахал мар тÿсрĕм пулин те «иккĕмĕш çăкăра» никам пулăшăвĕсĕр кăларса тирпейлерĕм. Анне хĕрхенетчĕ паллах. Анчах уя пĕрле пыраймастчĕ».
Сакăр класс пĕтерсен Раиса Михайловна малалла вĕренес вырăнне Воркутана тухса кайнă. Юлташ хĕрпе амăшне систермесĕр Вăрнара çул тытнă. Райĕçтăвкома çитсе кĕрсен хăйсене комсомол путевкипе пĕр-пĕр çĕре ĕçлеме яма ыйтнă. Вĕсене хирĕçлемен, çав кунхинех поездпа Воркутана ăсатнă. Çул çине укçа та парса янă. Вырăна çитсен общежитипе çийĕнчех тивĕçтернĕ. Юлташĕпе стройкăра тимлеме пуçланă. ,çе тĕплĕн вырнаçсан кăна амăшĕ патне хăй ăçта пулнине пĕлтерсе çыру янă.
«Уйăхран пĕрремĕш шалу илтĕм. Мана 450 тенкĕ пачĕç. Кунашкал пысăк укçа нихăçан та алла тытса курманскер çав тери хĕпĕртерĕм. Пăсăлман апат-çимĕç продукчĕсем илтĕм те посылкăпа анне патне ятăм. Уншăн савăннă вăл. Çакна çырупа пĕлтерчĕ. Çулталăкран тăван яла отпуска таврăнтăм. Уйăх кансан тепĕр хут Воркутана тухса кайрăм. Вуникĕ уйăхран ĕçрен пăрахрăм та çуралнă кĕтесе килтĕм», – калаçăва тăсрĕ Раиса Михайловна.
Ялта тĕпленме шутламан вăл, Шупашкара çул тытнă, шыракан тупать тенешкел кирпĕч заводне ĕçе вырнаçнă. Кайрантарахпа тĕп хулари пир-авăр комбинатне куçнă. Р.Леонтьева малтанхи çулсенче уйрăм çын патĕнче хваттерте пурăннă. Тăватă çултан общежитинче вырăн панă. Пурăна-киле пĕр пÿлĕмлĕ кооперативлă хваттере те тивĕçнĕ.
«Эпĕ пулас мăшăрăмпа Геннадийпе Воркутара ĕçленĕ чух паллашрăм. Вăл, Чăрăшкас Мăрат каччи, салтака та кайманччĕ. Çавăнпа унпа вăхăта ирттермелле тенĕ пек кăна курнăçкаланă. Çара кайсан пĕр-пĕрин пирки мантăмăр. Эпĕ те, Геннадий те çыру çырман. Пурнăçа пĕлмелли çук çав, пилĕк çул иртсен ман пата яла пычĕ, килĕштернине пĕлтерчĕ. Анчах та йăпăр-япăр качча тухмарăм, çулталăкран кăна пĕрлешрĕмĕр. Геннадийпе вунвиçĕ çул пĕрле пурăнтăмăр. Пĕр-пĕринпе хирĕçмен. Пĕр ачана кун çути патăмăр. Шел те çулсем кайнăçемĕн хаяррипе туслашрĕ. Çавна пулах çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Ывăлăн та шăпи синкерлĕ пулчĕ. Çамрăклах çĕре кĕчĕ. Хуйхи-суйхине тÿсрĕм пулин те, тÿрĕ çултан пăрăнмарăм, Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче вăтăр виçĕ çул ырми-канми тимлерĕм. Соцăмăртура пĕрре мар çĕнтертĕм. Пилĕкçуллăх ударникĕ те пулнă. Пĕр сăмахпа, сменăри нормăна ялан ирттерсе тултарнă», – иртнине аса илет Раиса Михайловна.
Вăл 1992 çулта пенсие тухнă. Апла пулин те ахаль ларма пултарайман, вырма вăхăтĕнче ĕçлеме Чулхула облаçне кайнă, çавăн пекех Саратоври сахăр комбинатĕнче те пĕр хушă тăрăшнă. 1995 çулта Услапана яланлăхах пурăнма куçса килнĕ. Пÿрте газпа хутса ăшăтать. Шалта юсав ĕçĕсем нумай туса ирттернĕ – пур пÿлĕмре те тирпейлĕх хуçаланать. Пиччĕшĕ вара Хăмăшра пурăнать.
Р.Леонтьева вырăнти «Броневик» хуçалăхăн ĕçĕсене те хутшăннă. Килти хуçалăхра сыснасем те усранă. Халĕ, вăй-халĕ чакса пынăран, чăхсем çеç тытать.
Юрра-ташша кăмăллаканскер, Хăмăшри культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ ушкăна та çÿренĕ, концертра куракан умне тухса юрланă. Хулара пурăннă чух та сценăран уйрăлман. Юлашки çулсенче репетицисене хутшăнмасть, сайраран килте юрланипех çырлахать. Чăваш наци радиовĕпе паракан çĕнĕ юрăсене аса илсе юлма тăрăшать. Район хаçатне те вулама юратать. Пĕр сăмахпа, пурнăçпа тан пырать. Йывăрлăх сахал мар курнă пулин те пуçа усмасть, хавхаланма пĕлет.
Юрий КОРНИЛОВ.
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1 |
2 | 3
|
4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |