ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Добро пожаловать на сайт Вурнарской районной газеты "Путь победы"

Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днём космонавтики

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 12.04.2018 15:40 Просмотров: 124

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлатӑп! 

1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи паллӑ дата тӗнче историне Уҫлӑх анлӑхне никамран малтан парӑнтарнӑ совет халӑхӗн чаплӑ ҫӗнте­рӗвӗн кунӗ пек кӗрсе юлнӑ. Юрий Гагарин пире ҫӗршывӑмӑрпа мӑнаҫ­ланма, хамӑра космоса пуҫласа ҫул хывакансем тесе палӑртма май паракан ирӗк парнеленӗ.

1962 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, паллӑ «Кӑйкӑр» Андриян Григорьевич Николаев «Восток-3» карапа Ҫӗр тав­рашӗнчи орбитӑна илсе тухнӑ. Эпир паян та унӑн республика историне ылтӑн саспаллисемпе ҫырӑнса юлнӑ тӗлӗнмелле паттӑрлӑхне чаплӑлатпӑр.

Чӑваш Енре паллӑ ытти космонавтсен Николай Бударинпа Муса Ма­наровӑн ҫамрӑк ҫулӗсем иртнӗ. Тӳпене парӑнтаракансен калама ҫук чаплӑ паттӑрлӑхне ҫирӗплетекен тӗслӗхсем Шуршӑлти Асӑну комплек­сӗн­че упра­наҫҫӗ, унта йышлӑ туристсемпе  Чӑваш Ен хӑнисем тӑтӑшах пулса кураҫҫӗ.

Ҫӗршывӑмӑр уҫлӑх анлӑхне алла илес ӗҫре тӑвакан ҫитӗнӳ нумай чухне ҫамрӑк ӑруран килет. Паян Чӑваш Енри пин-пин шкул ачи ҫамрӑк космонавтсен юхӑмне хутшӑнать, аэрокосмос ӑслӑлӑхӗсен никӗсне тӗп­чет.

Ҫӗршыв космонавтикине ҫирӗплетес тата малалла аталантарас ӗҫе хӑйсен тӳпине хывнӑ тата хывакан пӗтӗм ентеше тав тӑватӑп.

Сире чун-чӗререн ҫирӗп сывлӑх, мӗнпур лайӑххине, ырлӑх тата Ҫӗр­шывӑмӑр ырлӑхӗшӗн ҫӗнӗ пӗлӳсемпе ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем еннелле утӑмлакан ҫул ҫинче ӑнӑҫусем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                       Михаил Игнатьев

 

Уважаемые соотечественники!

Поздравляю вас с Днем космонавтики! 

Знаменательная дата 12 апреля 1961 года навсегда вошла в мировую историю как день триумфа советского народа, первым покорившего просторы Вселенной. Юрий Гагарин подарил нам право гордиться своей страной, называть себя первооткрывателями космоса.

11 августа 1962 года на околоземную орбиту корабль «Восток-3» вывел великий сын чувашского народа, знаменитый «Сокол» – Андриян Григорьевич Николаев. Мы и сегодня прославляем его легендарные подвиги, которые золотыми буквами вписаны в историю республики.

В Чувашии прошли годы юности других именитых космонавтов – Николая Бударина и Мусы Манарова. Свидетельства беспримерного подвига покорителей неба собраны в Мемориальном комплексе в Шоршелах, который стал местом паломничества для многих туристов и гостей Чувашии.

Успех нашей страны в освоении космического пространства во многом зависит от подрастающего поколения. Сегодня более тысячи школьников Чувашии являются активными участниками движения юных космонавтов, постигают азы аэрокосмической науки.

Благодарю всех земляков, которые внесли и вносят свой вклад в становление и развитие отечественной космонавтики.

Искренне желаю вам здоровья, добра, благополучия и успехов на пути к новым знаниям и открытиям во благо нашей великой Родины!

 

Глава Чувашской Республики                         Михаил Игнатьев

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ