Пурнăçне çĕршыв хÿтĕлевне халалланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2024, 14:36 Просмотров: 387

Хастар салтаксем, пултаруллă офицерсем - çĕршыв мăнаçлăхĕпе мухтавĕ. Вĕсем - пирĕн тăнăç пурнăçăн, Раççей ăнăçлăхĕн шанăçĕ.

Хăйĕн пурнăçне çĕршыва, тăван халăха халалланă çакăн пек хисеплĕ çар çыннисенчен пĕри - Çĕрпелте çуралса ÿснĕ Геннадий Вениаминович Николаев. Ентешĕсем унпа тивĕçлипе мухтанма пултараççĕ. Çак кунсенче, сăмах май, вăл сумлă 60 çулхи юбилейне паллă тунă.

Геннадий Вениаминович - профессионаллă çар çынни. Çар пĕлĕвне Харьковри гварди аслă танк училищинче илнĕ. Çĕршыв хÿтĕлевçисен ĕçĕ çавăн пек: ăçта пулăшу кирлĕ - çавăнта пĕрремĕш пулмалла. Çĕрпел çамрăкне те службăра мĕн тĕрлĕ йывăрлăхсем витĕр тухма тивмен пулĕ. 1987-1989 çулсенче вăл Афганистан Республикинче интернационаллă тивĕçе пурнăçланă. Николаев лейтенант хурал заставин командирĕ пулнă. Бандитла ушкăнсемпе кĕрешме, хамăрăн автомобиль колоннисене хăрушсăр ирттерсе ярас тесе пĕрре мар ятарлă операцисене хутшăнма тивнĕ унăн. Пĕр çапăçура хăех миномет расчетне тата сакăр душмана тĕп тунă вăл. Кăкăрĕ çине çакма тивĕçнĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ те çак паттăрлăхшăн. Анчах ку çапăçура ăна пĕçĕрен амантнă, танкне сирпĕтнĕ чух контузи те пулнă.

Файзабад провинцийĕнче тăнă мотострелоксен 860-мĕш уйрăм полкĕнче Геннадий Николаева çĕршыв хÿтĕлевĕнче ентешĕсемпе çума-çумăн пулма тÿр килнĕ. Унпа пĕрле Николай Алексеев, Вениамин Григорьев, Сергей Марков тата Анатолий Степанов та службăра тăнă.

Совет çарĕсене Афганистанран кăларсан маттур офицер хăйĕн профессиле тивĕçне тĕрлĕ çар чаçĕсенче пурнăçланă. Таджикистан Республикинчи хирĕçтăрусене лăплантарма хутшăнма та тивнĕ. Граждан вăрçи пынă вăхăтра исламистсене путлантарма пулăшу кÿнĕ.

Çар службинчи шăпи çăмăл килмен, паллах, пирĕн ентешĕн, çапах та хăрушлăхпа çыхăннă, анчах сăваплă профессипе пурнăçне çыхăнтарнăшăн пачах та ÿкĕнмен вăл. Тĕрлĕрен командир должноçĕсенче тăрăшнă, çар çыннин ятне яланах çÿлте тытса пынă. Малтисен ретĕнче пулнă, хăюлăхпа тата хастарлăхпа палăрнă. Çакна «вĕри точкăсенчи» службăшăн тивĕçнĕ 15 медалĕ те çирĕплетеççĕ.

«Раççей Хĕçпăшаллă Вăйĕсен подполковникĕн Геннадий Николаевăн професси пĕлĕвĕ питĕ анлă, унпа службăра ăста усă курать. Çар ĕçне инновациллĕ техника хатĕрĕсене кĕртессине уйрăмах пысăк тÿпе хывать. Çĕнĕ пуçарусемпе, творчествăлла шухăшлавпа уйрăлса тăрать», - çакăн пек пысăк хак панă пирĕн ентешĕн çар пултарулăхне ун командованийĕ.

?«Граница священна и неприкосновенна» кĕнекерен%

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика