Спорт - хавхалану çăлкуçĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.04.2024, 14:46 Просмотров: 342

Раççей Президенчĕ Владимир Путин: Спорт пирĕншĕн - пĕр сăмахсăр патшалăх приоритечĕ, наци тĕллевĕсен аталанăвĕн тĕп пайĕ. Ку хальхи вăхăтра - пирĕн нумай нациллĕ пысăк спорт çемйине тăнăçлăх, шанчăклăх, олимп принципĕсен пĕршухăшлăхĕ, пĕртанлăхĕ, спортри таса кĕрешĕвĕ тĕлĕшĕнчен тĕрĕсленĕ вăхăтра - уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Республикăра, вăл шутра Вăрнар округĕнче те, массăллă спорта аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Статистика паян Чăваш енре пурăнакан кашни иккĕмĕш çын активлă пурнăç йĕркине тытса пынине çирĕплетет. Хăйсем тĕллĕн спортпа çывăххине шута илсен, ку цифра тата та пысăкланать.

Кăтартăва ÿстерес ĕçе массăллă мероприятисем те хăйсен тÿпине хываççĕ, вăл шутра - Спортпа сывлăх декадисем, Хĕллехи спорт тĕсĕсен кунĕ, Пĕтĕм Раççейри утăм кунĕ, Раççей йĕлтĕр йĕрĕ, нацисен кросĕ тата ытти те. 2014 çултанпа кашни уйăхрах Сывлăхпа спорт кунĕсем ирттересси йăлара.

Паянхи кун çамрăксене спортпа туслаштарасси тĕп вырăнта тăрать. Ку тĕллевпе «Демографи» наци проекчĕн «Спорт - пурнăç йĕрки» проекчĕ тĕрлĕ программăсене старт панă. Акă, хамăр округра «Мини-футбол - шкула» проекта Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул кĕнĕ. Ун йĕркипе кунта вĕренекенсен команди тĕрлĕ шайри ăмăртусенче курăмлă çитĕнÿсем тăвать.

Çавăн пекех Вăрнар округĕн шкулĕсем «Шкул волейбол лиги», «Ылтăн шайба» проектсенче хастар. Пирĕн командăсем волейболра та, хоккейра та - республикăра малтисен йышĕнче. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта 5-мĕш «В» класра вĕренекен Егор Шашков, акă, хоккейра республика команди йышĕпе кăçал Пушкăртстан Республикинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнира хутшăнма пултарнă. Чăвашсем 5-мĕш вырăн йышăннă.

Çынсене сывă пурнăç йĕркине явăçтарасси - актуаллă задачăсенчен пĕри. Çакă савăнтарать: чылай предприяти-организаци ертÿçисем хăйсен ĕçченĕсен сывлăхне çирĕплетессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хамăр округра чи тĕслĕхлисем - Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ, Калинино райповĕ, Вăрнар район тĕп больници, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ. Вырăнти влаç кашни массăллă ăмăртура тĕслĕх кăтартать - округ администрацийĕн ĕçченĕсем ыттисемпе тан старта тăраççĕ. Вĕренÿ, культура, социаллă учрежденисен ĕçченĕсем те хастар.

ГТО комплексне тавăрнин усăлăхне те ырă кăтартусенче аван куратпăр. Тăхăр çулта ку юхăма Чăваш ери 294 пин çын явăçнă. ГТО нормативĕсене пурнăçлама республикăра 23 площадка йĕркеленĕ. Вăл шутра - Вăрнар округĕнче те.

Хамăр округа илес пулсан, ГТО-ра пĕлтĕр вăрнарсенчен 914 çын хăйĕн спортри вăй-халне тĕрĕсленĕ, 830 çын норматива тултарнă. 356 çын ылтăн, 236 çын кĕмĕл, 238 çын бронза паллăна тивĕçнĕ.

Округра ГТО нормативне йышăнассипе учреждени-организацисенче, шкулсемпе ача сачĕсенче тимлекенсем, вĕренекенсемпе ачасем хушшинче йĕркеленĕ.

Спорта пропагандăлас ĕçре, паллах, çитĕнÿсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Юлашки виçĕ çулта, акă, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышне республикăри 272 çамрăк кĕнĕ. Ку йышра Вăрнар спортсменĕсем те пур. Пĕлтĕр, акă, Чăваш ен хастарĕсем Пĕтĕм Раççейри тата пĕтĕм тĕнчери ăмăртура 1815 медаль çĕнсе илнĕ. Ку - çав тери лайăх кăтарту!

Чăваш енре спорт шкулĕсемпе спорт федерацийĕсен никĕсĕ çинче хĕллехи тата çуллахи Олимп вăййисене кĕрекен 31 спорт тĕсĕ аталанать, вĕсенче пĕтĕмпе 32 пин те 705 ача пиçĕхет. Вăрнар округĕнче - 3104 ача.

15948 спортсменăн разрядсемпе паллăсем пур, тава тивĕçлĕ спорт мастерĕсем иккĕн, тĕнче класлă спорт мастерĕсем 19, спорт мастерĕсем 118-ăн, спорт мастерĕн кандидачĕсем 516-ăн, 877 спортсменăн пĕрремĕш разряд, 14416 спортсмена массăллă разряд панă.

Физкультурăпа спорт сферинче пĕтĕмпе 2577 çын тăрăшать, вăл шутран тренер-преподавательсем 910-ăн. Шăпах вĕсем ĕнтĕ - çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркипе туслашма пулăшакансем, спортра пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантаракансем.

Спорт - хавхалану çăлкуçĕ. Сывă пурнăç йĕрки - вăрăм ĕмĕр никĕсĕ. Çак тĕллеве пурнăçлать те ĕнтĕ «Демографи» наци проекчĕн «Спорт - пурнăç норми» проекчĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика