22.03.2024

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.03.2024, 14:42 Просмотров: 321

Çак дата Раççейшĕн ĕмĕрлĕх хурлану, ырату, çухату кунĕ пулса юлĕ

Эрнекун каçранпа çĕршывра пурăнакан кашни çыннăн чĕри йывăр хуйхăпа тулчĕ. Мускав çывăхĕнчи Красногорск хулинчи «Крокус Сити Холри» концерт залĕнче пулса иртнĕ çав тери хăрушă инкек 137 çын пурнăçне ?тунтикун тĕлне% татнă, вăл шутра виçĕ ачанне. 182 çын суранланнă, ытларахăшĕ - йывăр.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин ку юнлă теракт пулнине пĕлтерчĕ. «Теракт ним айăпсăр, мирлĕ вуншар çын пурнăçне татрĕ. Преступниксем вĕсене вĕлерес тесех килнĕ, Раççей çыннисене, тахçан нацистсем çапла хăтланнă пек, çывăхран пере-пере пăрахнă. Террористсенчен кашнине çирĕп айăплав кĕтĕ»,- терĕ вăл халăх умне тухса каланă май.

Чăннипех те пуçа ниепле те вырнаçаймасть. Террористсем çынна вĕлерес тесе хăйсен утăмĕсене малтанах шутласа хунă, хĕç-пăшала пытарма вăрттăн вырăнсем йĕркеленĕ. Ытла та тискер вĕт! Чи хаяр чĕрчунран та тискертерех!

Раççей Следстви комитечĕ терактăн кашни утăмне палăртать. Видеоасăрхав камерисене тишкернĕ май, çын вĕлерекенсем çурта кĕни, унтан ирĕклĕн тухса кайма пĕлни тăрăх вĕсем опытлă боевиксем пулма пултарнине пĕлтерчĕç.

«Крокус Сити Холл» çине хĕç-пăшалпа «Пикник» ушкăнăн концерчĕ умĕн тапăннă. Камуфляж тăхăннă çынсем зала вирхĕнсе кĕнĕ, автоматран пеме тытăннă. Террористсем партерта ларакансене кăна мар, балконрисене те шелсĕр тĕлленĕ. Хыççăн вĕсем концерт залне чĕртсе янă. Пушар 12,9 пин тăваткал метра сарăлнă.

Çак кунсенче концерт залĕпе юнашарти çуртра спорт ташшипе Раççей чемпионачĕпе первенстви пынă. Пирĕн республикăран унта пилĕк мăшăр хутшăнма заявка тăратнă. Теракт вăхăтĕнче «Крокус Ситире» пĕр мăшăр пулнă. Экстреннăй эвакуаци тытăнсан спортсменсем ташă тумĕсемпех çывăхри отель урлă ирĕке тухма пултарнă.

Çак вăхăтра çынсен чĕринче хуçаланнă пăлханăва сăмахпа калама май çук! Вĕсенчен кашнинчех çăлăнас шанăç пулнă. Анчах та... Нумайăшĕ тăшман аллинчен вилнĕ, теприсем - тĕтĕмпе чыхăнса. «Крокус Ситин» пĕр туалетĕнче, акă, 28 çынна тупнă, пĕр эвакуаци картлашки çинче - 14 вилене. Çăлкуçсем пĕлтернĕ тăрăх, хăшĕсем кунта çемйипе пулнă. Амăшĕсем ачисене ыталаса вилнĕ... Виçесĕр хуйхă.

Вырсарникун пĕтĕм наци траур кунĕ пулчĕ. Патшалăх ялавĕсене антарчĕç, мĕнпур хаваслă мероприятисене ирттерессине пăрахăçларĕç, телеканалсем реклама кăтартмарĕç, вещани программине улăштарчĕç. Раççейпе пĕрле ытти хăшпĕр çĕршывсем те чĕререн хурланчĕç.

«Крокус Сити Холри» концерт залĕ СССР халăх артисчĕн Муслим Магомаевăн ячĕллĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, вăл Тăван çĕршывăн Асăл вăрçин салтакĕсене халалланă, вилнĕ хыççăн паттăрсем тăрна пулса çÿл тÿпене вĕçсе хăпарнине сăнлакан «Журавли» юрăн исполнителĕ. Çавна май, виçĕмкун «Крокус Сити» умĕнче «Журавли» проекцие - тăрнасен картин вĕçĕмсĕр вĕçевне - йĕркеленĕ. Ку акцие Чăваш Республики те хутшăнчĕ.

Террористсене тата ку ĕçе хутшăнакансене тытса чарнă. Концерт курма килнĕ халăха перекенсене, пушар тăвакансене суд арестленĕ. Вĕсене çирĕп айăплав кĕтĕ.

«Раççей йывăр тĕрĕслев витĕр пĕрре кăна тухман, анчах та вăл нихăçан та парăнман, вăйлăланнă кăна. Пирĕн обществăра паника тата аркату сарма никама та памастпăр»,- терĕ Владимир Путин хăйĕн сăмахĕнче. Чăнах та, чунсем чарăнайми йĕреççĕ пулин те, Раççей çыннисем пĕр шухăшпа - тăшмана курайманнипе пĕрлешрĕç...

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика