Чылай çул - юратнă ĕçре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.03.2024, 14:35 Просмотров: 380

Туçи Çармăсри фельд-шерпа акушер пункчĕ - икĕ ял çыннисем кунсерен çÿрекен вырăн. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе 2021 çулта çĕкленĕскер, хăтлă, çутă, пÿлĕмĕсем те пысăк.

Малтанхи медицина пулăшăвне кÿме кирлĕ мĕнпур оборудование, компьютер технологине вырнаçтарнă. Тĕрлĕ пăшăрханупа килнисен ыйтăвĕсене тивĕçтерме майсем аван халĕ.

Çапах та çынсем сывлăх çуртне кăмăлпа килсе çÿренин тепĕр сăлтавĕ те пур - кунта ырă та вашават, кашнине пулăшма хатĕр специалистсем ĕçлени. ФАП-ра, акă, 26 çул ĕнтĕ пациентсене Лариса Геннадьевна Филиппова йышăнать. 1998 çулта Канашри медицина училищи хыççăн килнĕ те Çĕрпел хĕрĕ Туçи Çармăса, ку ялтах ĕç вырăнĕ кăна мар, хăйĕн шăпине те тупнă. Çапла икĕ ялта пурăнакансен - туçи-çармăссен тата тимĕрçкассисен - сывлăхĕшĕн пысăк яваплăха туйса тимлет маттур фельдшер.

Унăн тимлĕ асăрхавĕнче пĕтĕмĕшле 243 çын. Ача-пăча сывлăхĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни те уйрăм сăнаврах - çамрăксемпе пĕрле вĕсем пурĕ çирĕммĕн. «Эпĕ ĕçлеме пуçланă çулсенче ачасем питĕ йышлăччĕ. Шкулсене медицина тĕрĕслевĕсене кайсан классенче 20-шер ытла вĕренекене пăхаттăмăрччĕ. Халĕ шел те, ялсенче пепкесем сахал çуралаççĕ, классем те сайраланчĕç», - пăшăрханарах пĕлтерчĕ Лариса Геннадьевна.

Аслăрах çулхи çынсене ĕнтĕ вăл е ку чир-чĕр тăтăш аптратать. Çавăнпах фельдшерпа акушер пунктне ватăсем ытларах çÿрени те вăрттăнлăх мар. Пĕрин вăй-халĕ чакни сисĕнет, теприн юн пусăмĕ вылять, виççĕмĕшĕн ал-ури ыратать... Медицина ĕçченĕнчен сĕнÿ-канаш ыйтмалли тупăнсах пырать. Кашнине мĕн кулянтарнине тимлĕ итлет Лариса Геннадьевна, мĕнле сипленмеллине ăнлантарать. Кирлĕ пулсан, район больницинчи тухтăрсем патне лекме те пулăшать. «Халĕ вĕсем патне пациентсене çăмăллăнах - электронлă мелпе - çырăнтарма пултаратпăр», - тет фельдшер. Акă, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ Татьяна Шындыкова патне Вăрнара çитес текенсем ытларах-мĕн.

Каламалла, тухтăр, ку ялсенче пурăнакансен сывлăхне пăхса тăнă май, Туçи Çармăсри ФАП-ра кĕçнерникунсерен йышăнать. Тухса çÿрейменнисем патне килĕрен те çитеççĕ вĕсем. Чирлисене врач палăртнă назначенисене вара - укол-и, ытти процедурăсене тумалла-и - Лариса Филиппова фельдшер вăхăтра тата тĕрĕс пурнăçласа пырать. Унăн тимлĕхĕпе, пулăшма хатĕррипе, кашни çын валли ăшă сăмах тупнипе питĕ кăмăллă сипленекенсем.

Чир-чĕре, тĕрĕссипе, сыватма мар, асăрхаттарма çăмăлрах. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, усал йăласенчен аякра тăмалла тата тухтăрсем патĕнче вăхăтра тĕрĕсленмелле - çак правилăсенче этемĕн сывă та вăрăм кун-çулĕн вăрттăнлăхĕ тет чылай çул тимлекен фельдшер. Ахальтен мар хăйĕн ĕçĕнче чир-чĕр профилактикине пысăк тимлĕх уйăрать. Сывлăха мĕнле упрамалли çинчен калаçусем ирттерет, вакцинаци пĕлтерĕшне ăнлантарать... Ял çыннисене диспансеризаци тухма явăçтарассишĕн хытах тăрăшать - шăпах вăл кирек мĕнле амака та малтанхи тапхăрта палăртма май паракан чи шанчăклă мел-çке.

Диспанзеризацин пĕрремĕш тĕрĕслевĕсене вырăнтах тухма пулать. Фельдшер çыннăн çÿллĕш-йывăрăшне, юн пусăмне виçет, анализсене хăех пухать, каярахпа кăтартăвĕсене те пĕтĕмпех компьютера кĕртет - врачăн уçса паллашмалла кăна.

Тепĕр чухне, больницăран машина уйăрсан, Лариса Геннадьевна çынсене Вăрнара флюорографи, маммографи, ытти диспансеризаци тĕрĕслевĕсене ирттерме çитерме те май тупать. Чи малтанах кашниех харпăр хăй сывлăхĕ пирки шутлама, ăна тĕрĕслевре тытма хăнăхтăр тесе тăрăшать.

Фельдшер ĕçĕ çăмăл мар, çав тери яваплă. Тивĕçĕсем тем чухлех. «Пĕтĕмпех ĕлкĕрме, ĕçе пахалăхлă пурнăçлама пĕрле тимлекен Роза Николаеван пулăшăвĕ - питĕ пысăк тĕрев. Должноçĕпе пÿлĕмсене тирпейлекен шутланать пулин те, тем тĕрлĕ ĕç те тума тивет унăн. Яланах мĕнпур çĕрте пулăшса пырать», - мухтарĕ Лариса Филиппова фельдшер.

Çапла Туçи Çармăс ФАП-ĕнче 23 çул пĕрле килĕштерсе вăй хураççĕ вĕсем. Роза Николаевна кунта пĕр вăхăт Кăмаш шкулĕнче библиотекăра тимленĕ хыççăн килнĕ. «Ачи-пăчи ÿссе пычĕ, кил-хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕхĕ чылай - Тимĕрçкассинчен кунта çÿреме çывăхрах та çăмăлрах тесе ФАП-а вырнаçрăм» - терĕ вăл. Унтанпа нумай çул иртнĕ ĕнтĕ, халĕ вăл сывлăх тытăмĕнче кăмăлласах тăрăшать.

Унсăр пуçне, Роза Николаевна тăван тăрăх ăнăçлăхĕшĕн çунакан-ăнтăлакан çын та. «Ял хастарĕсенчен пĕри вăл. Вырăнти çивĕч ыйтусене татса парассине активлă хутшăнать. Хăтлăх ĕçĕсене йĕркелеме пулăшать, халăха субботниксене явăçтарать», - ырласа пĕлтернĕччĕ ун пирки Кĕçĕн Кипек территори пайĕн пуçлăхĕ Сергей Волков.

Пуçаруллă бюджет программине хутшăнса, акă, сăваплă вырăнта - масар çинче - çĕнĕ çурт лартма пултарнă. Пуçаруçисем - Роза Николаевапа Татьяна Иванова. Маттур хĕрарăмсем йĕркелÿ мероприятийĕсене, программа условийĕсемпе укçа-тенкĕ пухассине пĕтĕмпех хăйсем çине илнĕ-мĕн.

Ял хĕрарăмĕн чăннипе çемйинче, кил-хуçалăхĕнче те тăрăшмалли-ăшталанмалли сахал мар. Çапах ĕçре те, обществăлла тивĕçсенче те вăхăтне шеллемесĕр вăй хурать нумайăшĕ. Çакăнпа пĕрлех ачи-пăчине лайăх пĕлÿ, воспитани парса ÿстерме те ĕлкĕреççĕ. Лариса Геннадьевнăн акă, Снежана хĕрĕ аслă пĕлÿ илнĕ - фармацевт, Станислав - Шупашкарта, кĕçĕнни Вячеслав Кĕçĕн Кипек шкулĕнче вĕренет. Роза Николаевнан та хĕрĕсем маттур. Асли Надя - Мускаври Боткин больницинче медсестра, Анжелика - Вăрнар округĕн администрацийĕнче пултаруллă специалист. Аппăшĕсенчен Настя та юлмасть - Шупашкарта хăна çурчĕн ĕçĕ енĕпе професси пĕлĕвĕ илет. Ачисен ăнăçлăхĕ, ырлăхĕ вара - ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк телей.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика