Социаллă контракт аталанма май парать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.04.2024, 14:45 Просмотров: 399

Соцконтракт - сахал тупăшлă граждансене патшалăх тÿлекен пособи кăна мар, укçа-тенкĕ пулăшăвĕ пирки килĕшÿ ?соглашени% туни те. Çакăн пек договора кăткăс финанс лару-тăрăвне лекнĕ çынпа социаллă хÿтлĕх пайĕ хатĕрлет.

Соглашенипе килĕшÿллĕн гражданина пĕр-пĕр усăллă ĕçе пурнăçлама - тĕслĕхрен, квалификацие ÿстерекен курсшăн тÿлеме е çĕвĕç оборудованине туянма тата ыттишĕн те - субсиди уйăраççĕ.

Соглашени условийĕ тĕрлĕрен пулма пултарать. Пулăшăва пурте илеймеççĕ - ятарлă требованисене пăхăнмалла.

Кампа социаллă контракт хатĕрлеççĕ-ха/

Пулăшăва çула çитнĕ гражданин ыйтма пултарать. Субсидие пĕччен пурăнакансене те, çемьесене те уйăраççĕ. Тĕп критери - сахал тупăш. Вăл регионти кашни çын пуçне тивĕçекен пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалтарах пулмалла. Юлашки виçĕ уйăхри мĕнпур укçа-тенке: ĕç укçине, пособине, стипендине, алимента, пенсие тата ытти те шута илеççĕ.

Тупăш шайне палăртакан форма çапларах: виçĕ уйăхри тупăш сумми, çемьери çынсен хисепĕ кирлĕ. Енчен те кăтарту регионти пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалтарах-тăк, гражданин патшалăх пулăшăвне илме пултарать. Çакăн пек тĕслĕх пăхса тухăпăр:

Çемьере 4 çын: ашшĕ 25 пин тенкĕ ĕç укçи илет, амăшĕн шалăвĕ - 20 пин тенкĕ. Çемьере çула çитмен икĕ ывăл. Асли колледжра ăс пухать, 3 пин тенкĕ стипенди илет. Çемьен виçĕ уйăхри пĕтĕмĕшле тупăшĕ - 144 пин тенкĕ, вăтам тупăш - 12 пин тенкĕ ?144 пинŸ3 уйăхŸçемьере 4 çын%. Вăтам тупăш - 12 пин тенкĕ - пурăнмалли чи пĕчĕк минимумран ?13444 тенкĕрен% сахалрах. Ытти условисене пăхăннă-тăк, çемьепе социаллă контракт хатĕрлеме пулать.

Социаллă контрактпа укçа-тенке çак енсемпе уйăраççĕ:

1. Ĕç шыранă чухне пулăшу илме. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта шутра тăрсан соцконтракт хатĕрлесе ĕçсĕрлĕх енĕпе уйăрнă пособи çумне хушма тÿлев илме пулать. Гражданин палăртнă вăхăтра ĕç тупма шантарать. Ĕçе вырнаçнă хыççăн виçĕ уйăх хушшинче тата виçĕ тÿлев пулĕ. Шалу çумне уйăхсерен - 14 654 тенкĕ.

2. Пĕлĕве ÿстерме, çĕннине вĕренме. Соцконтракт йĕркипе килĕшÿллĕн укçа-тенке çĕнĕ профессие алла илнĕ чух тăкаклама ирĕк параççĕ. Тĕслĕхрен, программиста, парикмахера тата ыттине вĕренме пулать. Вĕренÿшĕн 30 пин тенкĕ енне уйăраççĕ.

3. Бизнес ĕçне йĕркелеме. Кафе, автосервис, дизайнер тивĕçтерĕвĕсен бюровне уçма пулать - харпăр хăйĕн ĕçне пуçăнакансем валли направленисен переченĕ малалла та тăсăлать. Соцконтракт енĕпе уйăрнă укçа-тенкĕпе оборудовани, савăт-сапа, инструментсем, техника, арендăшăн тÿлеме пулать. Пулăшу виçи - 350 пин тенкĕ.

4. Хушма хуçалăха аталантарма. Субсидипе усă курса вăрлăх, выльăх-чĕрлĕх, оборудовани, ял хуçалăхĕ валли техника туянма пулать. Паллах, патшалăх пулăшăвне илес тесен «самозанятый» йышне лекмелле, харпăрлăхра çĕр участокĕ пулмалла е ăна арендăна илмелле. Пулăшу виçи - 200 пин тенкĕ.

5. Пурнăçри кăткăс лару-тăруран тухма. Патшалăх пулăшăвне ача-пăча тумтирĕ, пушмак, савăт-сапа, эмел таврашĕ, йăлари техника хатĕрне туянма яма пулать. Палăртмалла, çавăн пекех тивĕçнĕ укçапа йăлари техникăна юсаттарма та май пур.

Мĕнле документсем кирлĕ/

- Çемье тытăмĕ пирки справка*

- ял хуçалăх кĕнекинчен выписка ?яллă тăрăхсенче пурăнакансем валли%*

- çемьери çынсен паспорчĕсем*

- СНИЛС ?пурин те%*

- МИР картта реквизичĕсем.

Документсем пухма тытăниччен социаллă хÿтлĕх пайне çитмелле. Сотрудниксем вăл-ку справкăсене ăçта илмеллине тĕплĕн ăнлантарĕç.

Заявление виçĕ мелпе пама пулать:

1. Социаллă хÿтлĕх пайне килсе.

2. МФЦ-на çитсе.

3. Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен ?Госуслуги% сайтĕнче онлайн мелпе усă курса.

Асра тытма: онлайн йĕркепе заявлени кăна пама юрать, кирлĕ документсене вара социаллă хÿтлĕх пайне е МФЦ-на харпăр хăйĕн çитерсе памалла.

Сергей ГОРДЕЕВ,

пай пуçлăхĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика