Хальхи тата ĕлĕкхи пурнăç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.03.2024, 14:39 Просмотров: 485

Хăшĕ-пĕри массăллă информаци хатĕрĕсенче час-часах ĕлĕкхи пурнăçа хурласа паянхине ырланине илтсен, кашнинчех шухăша каятăп. Мĕншĕн тесен хам 76 çула çитнипе, вĕсенчен 43-шне Совет саманинче пурăннипе танлаштармалли нумай.

Чăнах та, иртнĕ ĕмĕр самани çитменлĕхсемсĕр тата йăнăшсемсĕр пулман. 30-мĕш çулсенче чиркĕве хĕсĕрленине тата коллективизаци вăхăтĕнче ĕçлекен хресчене тĕп тунине йăнăш тесе шутлатăп. 50-мĕш çулсенче ялта пурăнакансем çине темшĕн те налук хунине, кил çумĕнче 15 сотăй кăна çĕр панине, Хрущев тапхăрĕнче ял çыннисене выльăх усрама чарма хăтланнине, хĕлле валли выльăх апачĕ хатĕрлеме йывăррине, 1963 çул хыççăн çемье тупăшĕ çын пуçне 50 тенкĕрен иртнĕ пулсан вĕсенчи студентсене стипенди пама пăрахнине те ырлас кăмăл çук.

Кунсăр пуçне, аслăрах çулхисем астăваççĕ пулĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче автобуспа Шупашкара çÿресси, уйрăмах каялла килесси билетсем тупса илме май çуккине пула чĕр нушаччĕ. Билетсене трансагентство урлă эрне малтан сутма пуçлатчĕç, анчах кашни рейсри çичĕ вырăна Министрсен Канашĕ хайсен çыннисем валли бронь хунă пирки, автовокзал валли çичĕ вырăн кăна хăварнăран туянма май çукчĕ. Билет илме ирхине 4 сехетре тăрса кайса нимсĕр таврăнни пĕрре кăна пулман. Кунсăр пуçне Вăрнарпа Шупашкар хушшинче çÿрекен автобуссен шучĕ те талăкра пиллĕк кăначчĕ.

Çавăн пекех пĕр вăхăт суту-илÿре дефицит тени пуç пулса тăнăччĕ, влаçра тăракансем кунсерен кирлĕ хăш-пĕр таварсене пурне валли те çитчĕр тесе талонпа сутмалла тунăччĕ. Горбачев тапхăрĕнче эрехпе ăссăрла кĕрешсе магазинсем умĕнче çĕршер çынран тăракан черетсем пулни те ун чухнехи пурнăçăн сăн-сăпатне илем кÿместчĕ. Ялсем хушшинчи çулсем те паянхи шайра пулман. Ял çыннисем газ ырлăхĕ пирки те ĕмĕтленеймен. Çăмăл автомашинăсем те хальхи пек кашни килте ларман. Сăмахран, 600-е яхăн киллĕ Пăртасра пĕтĕмпе те виçĕ çыннăн кăна машина пурччĕ.

Иртнĕ пурнăçа тиркекенсем, ун пеккисем уйрăмах унчченхи ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хунаса кайрĕç, халĕ палăрмаллах чакрĕç-ха, шăп та лăп çаксене мала хурса лайăх енсене асăнасшăн мар.

Совет Союзĕн Çĕнтерĕвне пула Европăри ултă çĕршыв нимĕç фашисчĕсен пусмăрĕнчен, Гитлер атти айĕнче пулнă тата сакăр капитализмла çĕршыв ирĕке тухнă. Тĕнчере чи малтан космоса çул хываканни, атом хăвачĕпе ĕçлекен электростанцие, пăр çĕмĕрекен караппа пассажирсем турттаракан реактивлă самолетсене хута яраканни, уйăх çине хăйĕн вымпелне çитерекенни СССР пулнă. Çĕршыв картти çинче 844 çĕнĕ хула палăрнă. Л. Брежнев тапхăрĕнче БАМ чукун çулне тума пуçланă. Халăх пурнăçне çăмăллатма 1967 çултанпа ĕç эрни 5 кунран кăна тăма пуçланă.

Аса илер-ха, иртнĕ ĕмĕрте кашни çынна чи малтан кирлĕ вĕренÿ, медицина пулăшăвĕ, хваттере тивĕçесси тÿлевлĕ пулман. Çак ырлăх асра çеç юлчĕ. Нумаях пулмасть Шупашкар пульницинчи тухтăр мана УЗИ тума хушрĕ, тулĕк черечĕ пысăккине каларĕ, çур çула яхăн кĕтмелле пулать терĕ. Анчах укçа тÿлесен çак тĕрĕслеве çав кунах ирттерме пулать иккен. Манăн унăн канашĕпе килĕшмеллех пулчĕ, пульница кассине укçа тÿлерĕм те УЗИ кабинетне тепĕр сехетренех лекрĕм.

Ĕç çынни, уйрăмах ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем, пысăк хисепре пулнă. Тÿрĕ кăмăлпа лайăх ĕçлекенсене орденсемпе, медальсемпе тата санаторисене, кану çурчĕсене кайма, хамăр çĕршывпа кăна мар, ют çĕршывсемпе те паллашма тÿлевсĕр путевкăсемпе тав тунă. Ял хуçалăхĕ те çÿллĕ шайраччĕ, республикăри 399 колхозпа совхоз, сысна самăртакан хăватлă 7 комплекс, «Скотопром», «Свинопром», «Птицепром» пĕрлешĕвĕсен хуçалăхĕсем, «Мясопром», «Молпром», «Сельхозтехника», «Чувашмелиорация» тата ытти паян çук предприятисем халăха ĕçпе тивĕçтерсе тăнă. Халĕ вара ялта ĕç çуккипе чылай вăйпитти арçынсен çемйисене хăварса вахтăллă майпа ытти хуласене тухса кайма тивет.

Чылай çĕрте ĕлĕк тыр-пул ешернĕ уйсене вăрманпа мăян пусма пуçларĕ. Çакнашкал ÿкерчĕк Вăрнартан Пăртаса кайнă чух Чапаев, Мичурин ячĕллĕ, «Самолет» колхозсен пулнă çĕрсем çинче уççăн курăнать. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ усă курман çĕрсене пĕчĕккĕн каялла çаврăнăша кĕртме пуçларĕ-ха, тен, пурăна киле çак асăннă çĕрсене те хăй аллине илĕ/ Республикăри ултă аш-какай комбинатĕнчен паян Вăрнарпа Етĕрнере кăна ура çинче çирĕп тăраççĕ, ыттисем тахçанах хупăннă ĕнтĕ. Тĕп хулари ĕлĕк хăватлă, талăкра 100 тонна таран какай туса кăларнă, 4 пин тонна таран вырнаçтарма пултарнă холодильниклă комбинат унчченхи пек чапра мар.

Хаксем ирĕке кайни те пăшăрхантарать. Чубайс хăраххисем малтанласа рынок тапхăрĕ тăватпăр терĕç те, пурнăç пасар саманине çаврăнса тухрĕ. Ĕлĕк хаксене патшалăх кăнтăр, вăтам тата çурçĕр поясĕсене кăна уйăрса пĕрешкел йĕркелесе тăнă-тăк, паян пĕр таварах кашни регионра, кашни лавккара тĕрлĕ хаклă. Аслă çулсенчисем астăваççĕ пуль-ха: пур япаласен, ĕçмелли-çимеллисен, кĕнекесен хакĕсене туса кăларнă чухнех кăтартатчĕç, суту-илÿ çыннисем ăна улăштарма пултарайман. Тата тепĕр тĕслĕх: Совет саманинче япаласен хакĕ çулсерен йÿнелсе пыратчĕ пулсан, паян кашни кун тенĕ пек ÿсет пырать. Лайăх астăватăп, Министрсен Канашĕн пуçлăхĕ Н.Хрущев хушнипе 1959 çулта çĕвĕ машинисем, 1961-мĕшĕнче сахăр песукĕ сисĕнмеллех йÿнелчĕç. Хальхи вăхăтра вара бизнесра ĕçлекенсем çÿлтисем хушнине пăхăнасшăнах мар. Акă, иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнче Правительство бензин тата топливо хакне чакарма ятарлă Постановлени кăларнăччĕ, анчах та ун хакĕ пĕр пус та пĕчĕкленмерĕ. Топливо хакĕ пĕр литршăн 60 тенкĕрен те иртсе кайрĕ, апла-тăк хресченĕн çуракине мĕнле ирттермелле/

Раштав уйăхĕнче çăмарта хакланса кайнă пирки шăв-шав çĕкленнĕччĕ, ун пирки Президента та пĕлтернĕччĕ, вăл Правительство умне кĕске вăхăтрах ку ыйтăва татса пама çирĕп задача лартрĕ. Анчах лавккасенче çăмарта хакĕ чакас вырăнне каллех ÿсме пуçларĕ. Президент, пенсионерсене пулăшас шутпа, банксене хваттер укçине тÿленĕ чух комисси илме пăрахмалла тесе те сĕннĕччĕ.

«Çĕнтерÿ çулĕн» 2016 çулхи 5-мĕш номерĕнче «Чăвашăн мĕншĕн уйран çук/» статья пичетлесе кăларнăччĕ. Хыççăн ку темăна «Хыпар» хаçат та малалла тăсрĕ. 2020 çулхи чÿк уйăхĕнче Ял хуçалăх министерстви хаçат урлă сĕт-çу промышленноçĕн предприятийĕсене уйран туса кăларас ĕçе пуçлама сĕнÿ тăратни çинчен, Мускавра 2021 çулта иртекен конкурсра уйран пулатех, тесе пĕлтернĕччĕ. Унтанпа виçĕ çул иртрĕ, чăваш уйранĕ лавкка сентрисем çинче те, çулсерен Мускавра пулакан куравра та курăнмарĕ-ха.

Совет саманинче пенсионерсене вăтамран 110-120 тенкĕ тÿлетчĕç. Ку вăл çĕршыври вăтам ĕç укçипе танлашнă. Халĕ вара пенсионерсем чи чухăн çынсем пулса тăчĕç, кашни çулхи индексаци те таварсен хакĕ маларах ÿснĕ пирки тăкаксене саплаштарма ĕлкĕреймест. 2019 çултанпа тÿлеттерекен «çÿп-çап хакĕсем» те хăпарсах пыраççĕ, ун пирки пĕтĕм халăх кăмăлсăр пулсан та, пурăнман çуртсемшĕн те. Правительство унта темиçе хут çырсан та, хăлхана чикесшĕн мар. Хваттер тÿлевĕ иртнĕ ĕмĕрен 70-мĕш çулĕсенчи пенсионерăн укçин 5-6 проценчĕпе танлашнă пулсан, паян - пенсин 25-30 проценчĕпе. Ĕлĕк çĕршыври пур пенсионер та пĕр шайра тăнă-тăк, паян дискриминаци тени курăнать.

Сăмахран, Мускаври аслă çулхисен пенсийĕ те чылай пысăкрах, çăмăллăхĕсем те нумайрах. Вĕсем вара таксисĕр пуçне пур транспортпа та тÿлевсĕр çÿреççĕ. Вĕсенех çулсерен санаторисенче сывлăха çирĕплетме тÿлевсĕр путевкăпа тивĕçтереççĕ.

Пĕррехинче Мускавра пурăнакан юлташпа калаçса ларнă чух, вăл та ман пекех пенсионер, унăн телефонĕ юрласа ячĕ. Собесран шăнкăравлаççĕ иккен, Пенза хулинчи санаторине путевка сĕнеççĕ. Юлташ Пензăна кайма килĕшмерĕ, Ессентуккинче кăна сипленме кăмăл пуррине пĕлтерчĕ. Эпĕ вара: «Эсир, мускавсем, иртĕхсех кайнă-çке, эпир Хыркассине парсан та хĕп-хĕпĕртĕк пулмалла та…» - терĕм.

Ĕлĕк халăха хулаçум пуйăсĕсем те туллин тивĕçтеретчĕç. Вăрнар урлă Канаш тата Çĕмĕрле еннелле талăкра тăватшар пуйăс хутлатчĕç, паян иккĕ кăна. Вĕсем те пулин малтан Чулхула облаçĕнчи Сергача çити çÿренĕ-тĕк, халĕ Çĕмĕрле таран çеç. Астăватăп, пуйăссем Андриян Николаев космонавт пулăшнипе 1972 çулхи чÿк уйăхĕнче Пăртас тĕлĕнче те чарăнма пуçланă май, манăн тăван ялти инкесемпе кинемейсем килти ĕçе пуçтарнă хыççăн Çĕмĕрлене ирхи тăхăр сехетри пуйăспа кайса кăнтарла иртни икĕ сехетрипе каялла таврăнатчĕç. Анчах ку ырлăх нумая пымарĕ, чукун çул пуçлăхĕсем 2013 çулта хулаçум пуйăсĕсене нумайăшне яма пăрахтарчĕç, 2016-2021 çулсенче кану кунĕсемпе праçниксенче пач çÿремерĕç.

Совет тапхăрĕнче республикăра авиаци те вăйлă аталаннăччĕ. Самолетсем çĕршывăн нумай хулине кăна мар, республикăри районсемпе ялсене те - Çĕмĕрлене, Ураскилте, Улатăра, Эйпеçе, Вăрнара, Патăрьелпе Шăмăршăна - вĕçетчĕç. Паян çакă та асра кăна.

Тишкерÿре вулакан асăрхарĕ пуль-ха: лайăххи те, япăххи те кашни тапхăртах пур. Анчах революци хыççăнхи çулсенчи йывăрлăхсем çĕнĕ пурнăç тунипе, граждан, интервенци, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисемпе çыхăннă пулсан, 1985-2000 çулсенчи асаплă пурнăç - Совет халăхĕ тунине çĕнĕрен çĕмĕрнипе.

Чăн-чăн «застой» 1991 çул хыççăн пуçланчĕ, ĕлĕк ура çинче çирĕп тăнă предприятисем юхăнма, СССР шутĕнчи республикăсем уйрăм патшалăхсене куçма тытăнчĕç.

Горбачев вăрçă хыççăн Сталин çине тăнипе уйăрнă анăçпа тухăçри Германине пĕрлешме, ГДР-а пĕтерме ирĕк пачĕ. Европăна фашистсенчен ирĕке кăларассишĕн 1,1 миллион Совет салтакĕ пуçĕсене хунине пăхмасăрах вăл пирĕн çарсене анăçри çĕршывсенчен илсе тухма килĕшрĕ. Çавна май социализм çулĕ çине тăнă анăçри патшалăхсем те капитализма йышăнса НАТО танатине куçрĕç, 1945 çулта çапса аркатнă фашизм çĕнĕрен вăй илме тытăнчĕ, Украинăра та ятарлă çар операцине пуçлама тиврĕ. Горбачевах Инçет Хĕвелтухăçĕнчи Уссури шывĕ çинчи Даманск утравне те, 1969 çулта унта хунвейбинсене кĕртес марришĕн çапăçса 58 Совет пограничникĕ пуçĕсене хунине хисепе хумасăр, Китай çĕрĕ çине куçарма ирĕк панă.

Юрать, 2000 çул хыççăн çĕршыв тилхепи çирĕп кăмăллă Владимир Путин аллине лекрĕ, 90-мĕш çулсенче хавшанă çар хăватне ÿстерме, АПШ тата НАТО ертÿçисене Раççей интересĕсене хисеплеттерме пултарчĕ. Горбачевпа Ельцин çулĕпе кайманшăн тавтапуçах ăна. Çÿлте асăннă паянхи çитменлĕхсене пĕтересси те унăн программи пуласса шанас килет.

Геннадий ИВАНОВ

Пăртас

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика