Калаçу урлă - ачасен чĕри патне

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.03.2024, 14:42 Просмотров: 288

Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене пурнăçра çăмăл мар. Ума тухса пыракан йывăрлăхсене çĕнтерме вĕсене хавхалантару кирлĕ. Çак ĕçре наставниксем пулăшма пултараççĕ: вăрах вăхăт тĕл пулса уйрăм калаçу урлă çамрăксен пурнăç пахалăхне лайăхлатма май тупаççĕ. «Наставничество» проекта, акă «Солнечный Город» фонд 2014 çултанпа пурнăçа кĕртет. Çак тапхăрта мĕнпур технологие - наставниксене суйласа хатĕрлессине тата вĕрентессине, ачасене хатĕрлессине, вĕсене наставниксемпе паллаштарассине, хавхалантарса пырассине тата ыттине - йĕркеленĕ. Технологие методика пособийĕ евĕр хатĕрленĕ, интеллектуаллă харпăрлăх объекчĕ шутĕнче регистрациленĕ. Мĕнле ĕçлет ку пулăшу мелĕ, камсем хутшăнма пултараççĕ унта - «Наставничество в Чувашии» проект кураторĕ Наталья ГОЛОВИНСКАЯ каласа кăтартать:

- Хальхи вăхăтра ку проект Раççейĕн 29 регионĕнче ĕçлет: 1500 ытла волонтер тĕрлĕ хуласенче хăйсен «воспитанникĕсемпе» калаçать. Кашни регионтах куратортан тата психологран тăракан команда пур.

Программăна 12 çултан аслăрах ачасем хутшăнаççĕ. Шăпах та çак вăхăтра вĕсемшĕн авторитет пулма пултаракан аслă юлташ, вĕрентекен кирлĕ.

Тĕрĕссипе, ку программăн тĕп шухăшĕпе, ачасемпе ĕçлесси калаçу вăйĕпе пурнăçланать. Чи малтанах эпир вĕсене программа çинчен, наставник камне ăнлантаратпăр. «Вăл спонсор мар, çемьене илмест, сăмахран, лагерьти юратнă вожатăй е тренер пек пулать. Унăн сире хытарса вĕрентес задача мар, вăл сирĕнпе интересли, пĕлтерĕшли çинчен калаçĕ. Наставник сирĕн пата кăна учреждение килсе çÿрĕ», - тетпĕр. Ачашăн шăпах та унпа уйрăммăн калаçни кирлĕ: пĕлтерĕшне ăнланса илсен вĕсем çакна питĕ хаклаççĕ.

Паллашу ?презентаци% хыççăн ачасем анкета çырса тултараççĕ, унта ячĕ-хушамачĕпе пĕрлех мĕнпе кăсăкланнине, хăйĕн наставникне мĕнле курнине те кăтартаççĕ. Сăмах май, чылайăшĕ анкетăра хăйсен ĕмĕтĕнчи наставник пирки питĕ ансат - «лайăх çын» - тесе палăртать.

- Кам пулма пултарать-ха ку ушкăнри ачасен наставникĕ/

- Наставник ятне 24 çултан аслăрах, программа пурнăçланакан регионта пурăнакан çын тивĕçме пултарать. Паллах, уйрăм требованисем пур. Кăмăл пуррисен «Наставничество» тата «Психология сиротства» тренингсенче вĕренмелле. Психолог тĕрĕслевĕ витĕр те тухмалла. Унсăр пуçне ачасемпе ĕçлеме чăрмантаракан чир-чĕр е сăлтав çуккине те справкăсемпе çирĕплетмелле. Паллах, кандидат ачапа эрнере пĕр хутчен тĕл пулма вăхăт тупма пултарни те кирлĕ. Ку пĕтĕм требованисене тухсан вара вăл волонтер кĕнекине алла илет, ĕçĕ тăршшĕпех хăйĕн «хÿттинчи» çамрăкпа мĕнле хутшăнни пирки пĕтĕмлетÿллĕ отчетсем парса тăрать.

Наставник вăл - волонтер, доброволец, воспитанникĕсемпе тимленĕшĕн шалу илмест.

- Мĕншĕн ача çуртĕнчи çамрăка наставник кирлĕ/

- Ача хăйне мĕнле тытнин никĕсĕнче - «нушисене» ?хăрушсăрлăха, вăя, çиес-тăхăнас килнине тата ыттине те% тивĕçтересси. Наставник çамрăка ятламасăр, хытарса вĕрентмесĕр çакна тума çĕнĕ опыт сĕнме пултарать. Унăн тĕп задачи - ачана аслă пурнăçа кĕме, хăнăхма пулăшасси.

Ача çурчĕн воспитанникне социаллă тытăмра çăмăл мар: учрежденире йăлари нумай япалана кам та пулин тунăран унăн пурнăç хăнăхăвĕсем сахал. Сăмахран, çемьере ÿсекеншĕн чи ансат шутланакан пулăмсем: лавккана кайса мĕн те пулин туянасси, апат пĕçересси, укçана перекетлĕ тăкакласси, хваттершĕн тÿлесси, сантехника чĕнсе илесси, ĕç кунне планласси...

Унсăр пуçне, кун пек ачасене çынсемпе хутшăнусем йĕркелеме те йывăр. Мĕншĕн тесен унччен ăнăçсăр çемьере ÿсни, учрежденире хупă коллективра çитĕнни те витĕм кÿрет. Наставник вара ача çурчĕн воспитанникĕн пурнăçне тĕпрен улăштараймасан та унăн пурнăç курăмне лайăх витĕм кÿме пултарать. Хăйне ĕненеслĕхне, хакласлăхне ÿстерет, чунри туйăмĕсемпе пăшăрханăвĕсене, ытти çынсене ăнланма вĕрентет. Яланах юнашар, ун пурнăçĕпе интересленекен çывăх çын пулса тăрать.

- Проектăн команди пирки каласа парăр-ха, тархасшăн.

- Сăмахран, проектăн кураторĕ пур. Вăл мĕнпур ĕçе йĕркелет. Шăпах вăл регионти ача çурчĕсемпе калаçса татăлать, волонтерсене шыраса тупса вĕрентессишĕн те вăлах яваплă, çавăн пекех участниксем проект правилисене пăсасран та асăрхавра тытать. Куратор - «ача çурчĕ - наставник - ача» çыхăнăва пĕрлештерекен тĕп звено.

Проектăн психологĕ вара - наставниксен вĕрентекенĕ. Вăл кашнин уйрăмлăхĕсене шута илсе «наставник - ача» мăшăра йĕркелет, вĕсене проект ĕçĕ тăршшĕпех сăнаса тăрать.

«Мĕншĕн кирлĕ-ха куратор/ Пĕр-пĕр учреждение килсе ачапа туслашма май çук-им/» - тейĕç хăшĕсем. Çук, урамран килнĕ кашни çын волонтер е наставник пулаймасть. Ача-пăча учрежденийĕсен сотрудникĕсем кашни воспитанникшăн яваплă, вĕсемпе ĕçлеме тĕрĕслемен, ятарласа вĕренмен çынсене кĕртме пултараймаççĕ. Хăйсен вара ачасене пулăшма хатĕр çынсене шырама, тĕрĕслеме, кашнине вĕрентме ресурссем çук. Наставниксене асăрхаса тăма, вĕсем валли мероприятисем тата хушма вĕрентÿсем йĕркелеме - пушшех те. Проектпа килĕшÿллĕн вара ку тивĕçсене кураторпа психолог пурнăçлаççĕ.

- Проекта хутшăнма наставниксене мĕншĕн ятарласа вĕрентсе хатĕрлемелле/

- Тĕпрен илсен, ку ушкăнри ачасен пĕрешкел психологи «суранĕсем». Вĕсене хăйсем тĕллĕн ку чăрмавсене çĕнтерме кăткăсрах. Ку лару-тăрура наставникăн задачи - сиен кÿрес марри.

«Наставник - ача» мăшăра пĕрлештериччен программăн мĕнпур участникĕсем 2 кунлăх тренинг витĕр тухаççĕ: унта тăлăх ачасен ăс-тăн уйрăмлăхĕсем, вĕсемпе хутшăнусем йĕркелемелли вăрттăнлăхсем пирки тĕплĕн сÿтсе яваççĕ. Çак тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх кăна кандидат наставник пуласси е пулас марри çинчен йышăну тăвать. Наставникăн хатĕрлевĕнчи тĕп тĕллевĕ - хăйĕн вăйне ăнланасси, ачасен психологине пĕлесси тата кĕтмен лару-тăрусене хатĕр пуласси.

- «Наставничество» ăнлава усрав ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене илме хатĕрленни теме пулать-и/

- Çук, наставничество пулăшăвĕ ачана малашне çемьене илессине пĕлтермест. Çакă унăн интересĕсем тĕлĕшĕнчен те тĕрĕс мар. Усрав ашшĕ-амăшĕ пулас текен çыннăн тĕпре суйлав тăвасси, хăйĕн «вĕренекенĕпе» хутшăнусем йĕркелесси мар. Сăмахран, вăл çемьене илме урăх ачана суйлани хăй наставник пулнă ачан чун-чĕрине суранлать.

- Енчен те ачапа ун çумне çирĕплетнĕ наставник хушшинче çывăх хутшăнусем йĕркеленмесен/

- Çынсен хутшăнăвĕнче тем те пулма пултарать. Çавăнпа та психологсем «мăшăрсене» пухнă чух çамрăкпа аслă тантăшĕ пĕр-пĕрне «килĕштерме» пултарнине уйрăм тимлĕхе илеççĕ. Унсăр пуçне, вĕсемпе программа тăршшĕпех психологсем пĕрле пулаççĕ, кирек мĕнле кăткăс лару-тăру тухсан та пулăшаççĕ.

Паллах, «ача-наставник» мăшăра пăрахăçлама тивнĕ тĕслĕхсем те пулнă, анчах психолог пулăшăвĕпе вĕсем питĕ сахал.

- Программа мĕнле принципсемпе правилăсене тĕпе хурса пурнăçланать/

- Ун правилисене çирĕп палăртнă. Наставникпе ун «вĕренекенĕ» хушшинчи хутшăнусем ачан хăрушсăрлăхĕн принципĕсем çинче йĕркеленет.

Тĕп правилăсем:

- Ачан прависене пăсма, сасă хăпартма, айăплама, кÿрентерме, ăна хирĕçле ĕçсем тума юрамасть.

- Çамрăк ача çуртĕнчи пурнăç правилисене пăснине хавхалантарма, хăрушлăхлă лару-тăрусем кăларма юрамасть.

- Хÿтте илнĕ ача патне ÿсĕр е чирлĕ пыма юрамасть. Çавăн пекех - ăна табак, алкоголь, наркотик продукцине туянса пама та.

- Тепĕр çирĕп правило: хĕрачан наставникĕ хĕрарăм кăна пулма пултарать, арçын ачан - хĕрарăм та, арçын та.

Кам ку программăпа интересленет, хăйне наставник вырăнне курать, nastavnichestvo.org сайтра анкета çырма пултараççĕ. Пĕрремĕш пухура вĕсем фонд, проект ĕçĕпе туллин паллашĕç.

Сăмах май, проект Вăрнар округĕшĕн те интереслĕ, усăллă пулмаллине палăртмалла. Калинино салинче, акă, ку ушкăнри ачасем пĕлÿ илекен шкул-интернат ĕçлет. Наставничество программин пулăшăвĕпе ачасемшĕн кирлĕ, ырă ĕçсене татах та ытларах тума май тупăнасса шанатпăр.

Надежда АНДРЕЕВА калаçнă

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика