Çуркунне илĕртет, ташă картине чĕнет!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.04.2024, 14:48 Просмотров: 381

Вăрнар поселокĕнче иртнĕ «Çуркунне вăйĕ» ?«Энергия весны»% ташă конкурсĕ Чăваш енри 700 ачана пĕр çĕре пухнă. Çавăн чухлĕ йыша округри культура керменĕ тахçантанпах йышăнман. «Химик» спорт клубĕ «Август» компани пулăшнипе пĕрремĕш хут çакăн пек масштаблă мероприяти йĕркеленĕ.

Ташă конкурсне Шупашкар, Канаш хулисенчи, Улатăр, Шупашкар, Элĕк, Шăмăршă, Елчĕк, Йĕпреç округĕсенчи ача-пăча коллективĕсем килсе çитнĕ. Палăртма кăмăллă, конкурсра Вăрнар тăрăхĕнчи пултаруллă ачасем - «Химик», «Рассвет» спорт клубĕсен, ача-пăча пултарулăх çурчĕн, Чăрăшкас Хирлепри клубăн, «Ромашка», «Березка», «Рябинка», «Ручеек», «Светлячок» ача сачĕсен воспитанникĕсем, Кÿстÿмĕр, Мăн Явăш клубĕсене çÿрекенсем хастар хутшăннă. Кашни ача илемлĕ çи-пуç тăхăннă, çамрăк ăрăвăн сăн-пичĕсенче савăнăçлă йăл кулă çиçнĕ. Уйрăмах пурне те И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетăн «POWER» команди чирлидинг стилĕпе ташлани килĕшнĕ.

Уява уçнă май «Химик» спортклубăн председателĕ Евгений Захаров пурне те тарават пулнине çирĕплетнĕ. «Август» компани, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ ачасен спортне аталантарни пирки каласа кăтартрĕ. «Химик» спорт клубĕнче 100 ача фитнес-аэробикăра, 280 ача ишес енĕпе ÿт-пĕве пиçĕхтерет.

Конкурс условийĕсене йĕркелеме «Химик» клубăн тренерĕ те Зинаида Ижелеева хутшăннă. Тĕрлĕ номинацисем пулни ачасен творчествăлла пултарулăхне аталантарма пулăшать. Спорт е халăх ташши-и, хип-хоп-и - пур енĕпе те çамрăк ăру маттур.

Конкурс 4 сехете пынă. Кашни пултарулăх номерĕ хыççăн залра ларакансем тăвăллăн алă çупнă. Жюринче чăн-чăн профессионалсем - «Тивлет» юрăпа ташă ансамблĕн хореографĕ Алина Афанасьева, Чăваш енĕн фитнес-аэробика енĕпе пĕрлештернĕ командин тренерĕ, 3-мĕш категориллĕ судья Анастасия Василькина, «Химик» клубăн тренерĕ Елена Аликова - пулнă. Мала тухнисене, призерсене, пурне те медальсем, дипломсем, парнесем панă.

- Палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртрĕмĕр. Куракансене çамрăк артистсем тĕрлĕ ташăсен хăйнеевĕрлĕхне кăтартса савăнтарчĕç. Шансах тăратпăр, пултаруллă ачасен йышĕ çултан-çул ÿссех пырĕ, - пĕтĕмлетнĕ Евгений Захаров.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика