Медицина условийĕсем хуларипе тан

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.03.2024, 14:32 Просмотров: 281

Сывлăх сыхлавĕнчи курăмлă ĕçсем чăннипех те савăнтараççĕ. Пирвайхи медицина пулăшăвне вырăнтах илме майсем туса парассипе, ак, çулсеренех çĕнĕ ФАП-сем уçăлаççĕ, офис врачĕсемпе амбулаторисем çĕнелеççĕ. Çак ĕç пĕтĕмпех «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе пурнăçланать.

Медицина условийĕсем хуларипе тан. Пÿлĕмсем анлă та çутă, мĕнпур кирлĕ обрудованипе тивĕçтернĕ. Хевтесĕр çынсене кĕрсе тухма майсем туса панă. Технологийĕсем пĕтĕмпех паянхи пурнăç требованийĕсемпе килĕшсе тăраççĕ... - çĕньял-хапăссен савăнăçĕн чикки çук. Юнкун кунта пĕтĕмĕшле практика врачĕн çĕнĕ офисĕ уçăлчĕ.

Ку тата çывăхри ялсенче пурăнакансем паллă пулăма тахçанах кĕтни сисĕнет. Офис ĕçне официаллă старт панă çĕре вĕсем йышлăн пухăннă. Пĕри, ак, чечексем те йăтса килнĕ - вĕсем коридорăн чÿрече янаххи çине вырнаçрĕç. «Чăннипех чаплă!» - терĕç ял çыннисем пÿлĕмсене пăхса çаврăннă май.

Пахалăхлă та хăтлă условисенче медицина пулăшăвне пĕтĕмпе 1200 ытла çын илĕ. Çĕньял Хапăссăр пуçне Санарпуç, Кивьял Хапăс, Чăрăшкас Мăрат, Кăмаш, Етрукасси Мăрат ялĕсенче пурăнакансен сывлăхĕ те ку офис тимлĕхĕнче. Çакă уйрăмах меллĕ - пациентсен район тĕп больницине каймасăрах пирвайхи медикăпа санитари пулăшăвне илме, диспансеризаци тухма, профилактика мероприятийĕсене хутшăнма май пур. Кунта вĕсене, вăл шутра ачасене те, квалификациллĕ, опытлă тухтăрсем йышăнаççĕ.

«Владимир Путин нумаях пулмасть пирĕн республикăра пулнă май фельдшерпа акушер пунктĕнче пулчĕ. Ăна пысăках мар, анчах та ял çыннисен пурнăç пахалăхне улăштарма май паракан, оборудованипе пуян çурт килĕшрĕ. Çавăнпа та ĕненсех тăратăп, çак объект та Çĕньял Хапăса тата çирĕплетнĕ территорире пурăнакансен сывлăхĕшĕн нумай вăхăт ĕçлĕ», - терĕ Чăваш ен сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хĕрлĕ хăйăва касиччен.

Унпа пĕрле ял çыннисен савăнăçне Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Владимир Свешников тата Роман Алексеев, округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, райбольницăн тĕп врачĕ Сергей Илюткин та пайларĕç.

Офисра пĕтĕмĕшле практика врачĕн тата уйрăм специалистсен, медицина сестрисен, прививкăсем тумалли, хĕрарăмсене пăхмалли, сурансене çыхмалли, медицина профилактикин, манипуляци, физиотерапи пÿлĕмĕсем ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне кăнтăрлахи стационарта сипленме май пур. Кун валли икĕ койка уйăрнă. Пирвайхи медико-санитари тата васкавлă пулăшу пама оборудованисем йăлт пур: электрокардиограф, дефибриллятор, пульсоксиметр, чĕрене тĕрĕслемелли скрининг приборĕ тата ытти те.

Офис уçăлнă кунах Ирина Васильева врач, Яна Арбузова педиатр çынсене йышăнчĕç ĕнтĕ. Çĕнĕ объектăн пĕрремĕш пациенчĕ Светлана Давыдован пепки пулчĕ - ăна профилактика прививки турĕç.

- Ял пурнăçĕ улшăнса пыни савăнтарать. Çĕнĕ офис шăпах çакна çирĕплетет те, - терĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ Раиса Гордеева пĕтĕм ял халăхĕн шухăшне пĕлтерсе.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика