Тивĕçтерÿсем - ансат, çăмăл мелпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.03.2024, 14:43 Просмотров: 284

Кашни çыннăн пурнăç пахалăхне тата вăл патшалăха шаннин шайне ÿстересси - влаç органĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Çакă пурнăçри тĕрлĕрен лару-тăрăва, проблемăсене татса парассине ансатлатасси тата хăвăртлатасси, çĕнĕлле ĕçлесси урлă та пурнăçланать. Шăпах ку тĕллевпе Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕ евĕр электронлă сервиссемпе системăсем аталанаççĕ.

«Госуслуги» портал пирки пĕлмен çын çук ĕнтĕ. Вăл трафик калăпăшĕпе тата унпа тăлăкра усă куракансен шучĕпе Раççейре пиллĕкмĕш цифра экосистеми шутланать. Чăваш Республикинче те ун урлă тивĕçтерÿсем илекенсем йышлă.

Пĕлтĕрхи пĕтĕмлетÿсемпе, унта Чăваш енре пурăнакансен 922 пин ытла учет записьне регистрациленĕ. Вĕсенчен 62 проценчĕ ?14 çултан аслăрах 573,5 пин çын% - онлайн мелпе активлă усă куракансем.

Вĕсен йышне ÿстерме «Госуслуги» центрĕсен анлă сечĕ те пулăшать. Паян республикăра ун пеккисем 436. Специалистсем порталта регистрациленме, парольсене çĕнĕрен тума, хăй кам пулнине çирĕплетме пулăшаççĕ.

Информаци ресурсĕн «популярлăхĕ» ăнсăртран мар. Мĕншĕн тесен тивĕçтерÿсене электронлă мелпе илни учрежденисене килсе çÿрессинчен хăтарать, вăхăта перекетлет. Паян Чăваш ен çыннисем вĕсен 110 тĕсне электронлă майпа тивĕçееççĕ, вăл шутран 88-шĕ - социаллă пĕлтерĕшлисем.

2020 çулта кăна-ха пирĕн республикăра массăллă социаллă пĕлтерĕшлĕ тивĕçтерÿсенчен пĕрне те электронлă илме пулман. Чи кирлĕ патшалăх тата муниципаллă тивĕçтерÿсене цифровизацилессипе 2021 çулта старт илнĕ кăткăс ĕç кăна цифра тытăмне 700,6 пин ытла заявителе куçарма май панă.

Палăртмалла, шăпах та онлайн-мел çулсеренех «хăйĕн йышне» ытларах та ытларах çынна явăçтарать. 2022 çулта электронлă майпа илнĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ тивĕçтерÿсен пайĕ пĕтĕм калăпăшра 52,7 процент пулнă-тăк, пĕлтĕр самай ÿснĕ - 79,9 процента çитнĕ.

Чăваш енре пурăнакансем Портал урлă чи тăтăш илнĕ регионти тата муниципаллă тивĕçтерÿсем çаксем:

шкула çырăнасси ?2023 çулта 18083 заявлени панă, виçĕмçулхинчен 41,9 процент нумайрах%*

хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен техника тĕрĕслевне ирттересси ?11705 заявлени%*

вăтам професси пĕлĕвĕн организацийĕсене вĕренме янă заявленисене йышăнса регистрацилесси ?10109%*

хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен патшалăх регистрацийĕ ?8704 заявлени%*

хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе çÿреме право илме экзамен йышăнасси ?виçĕмçулхинчен 79 процент ытларах - 6792 заявлени%.

Федераллă тивĕçтерÿсенчен Чăваш енре, йăлана кĕнĕ тăрăх, чи анлă усă кураканнисем врач патне çырăнасси ?941,8 пин%, ĕç кĕнекинчен выписка ыйтни ?196,4 пин% тата пĕрлехи пособи тÿлесси ?159,5 пин% пулнă.

Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕпе сервиссене аталантарасси, вĕсене электронлă формата куçарасси малаллах пырать. Ку мероприятисене «Раççей Федерацийĕн цифра экономики» наци программине те кĕртсе хăварнă.

Сăмахран, аталанăвăн тепĕр тапхăрĕ - «виçĕ нуль» концепцийĕнчен тăракан çул-йĕр:

пĕрремĕшĕ - гражданинăн хăйĕн нимĕн те алăпа кĕртмелле мар, нимĕнле документпа справка та тăратмалла мар*

ведомствăсем хушшинчи запроссем хăйсемех килеççĕ, вĕсене янă чух мĕнпур даннăйсем пуçтарăнаççĕ*

нимле хут та, документ та - пĕтĕмпех онлайн-мелпе пурнăçланать.

Ку çĕнĕ мелĕн инструменчĕсенчен пĕри - даннăйсен витрини. Чăваш енре вĕсене тăваттă хута янă. Çакă Пĕрлехи портал урлă илекен тивĕçтерÿсен механизмне ансатлатма май парать. Вĕсенчен пĕринче сунар билечĕсем çинчен информацие тупма пулать, тепринче - вĕрентекенсем, вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем валли цифра контенчĕ. Виççĕмĕшĕнче патшалăх тата муниципаллă пурлăх çинчен информацие пĕлме пулать, тăваттăмĕшне вĕрентÿ, кадастр учечĕ, пенси тивĕçтерĕвĕ тата ытти сфера тивĕçтерĕвĕсене илессине ансатлатма туса хунă. 2024 çул вĕçĕ тĕлне тепĕр витрина - «Врач патне çырăнасси» - хушасшăн.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика