Тимлĕхре - пахалăха лайăхлатасси

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.03.2024, 14:38 Просмотров: 280

Çул-йĕр пахалăхĕ - кун йĕркинчен тухман ыйту. Яллă вырăнсенче пурăнакансемшĕн те çивĕч пĕлтерĕшлĕ вăл. Патшалăх ку сферăра тытса пыракан политикăн тĕллевĕсем те паллă: пурнăç условийĕсем яллă тăрăхсенче, çав шутра çулсем те, хуларисенчен кая мар пулмалла.

Çак задачăсене пурнăçа кĕртме пулăшать те чи малтанах «Хăрушсăр пахалăхлă çулсем» наци проекчĕ. Ун майĕпе регионсенче лайăх пахалăхлă автоçулсен тÿпи ÿсмелле, пысăк тиевпе «ĕçлекен» трассăсен тăсăмĕ чакмалла, çавна май инкексем тухас хăрушлăх пысăк участоксем сахалланмалла тата ытти те.

Чăваш ене, акă, ку наци проекчĕн мероприятийĕсене пурнăçлама 2020-2023 çулсенче 14 млрд тенкĕ енне уйăрнă. Тăватă çулта 431 км ытла автоçула юсанă, 68 км тулаш çутăна, фотовидеофиксацин 252 камерине вырнаçтарнă. Çавăн пекех çак тапхăрта 19 кĕпер сооруженине юсаса йĕркене кĕртнĕ.

Вăрнар округĕнче те «Хăрушсăр пахалăхлă çулсем» наци проекчĕн йĕркипе регион тата муниципалитетсем хушшинчи автомобиль çулĕсене тĕплĕн çĕнетессипе тата юсассипе ĕçсем ирттернĕ. Пĕтĕмĕшле 2020-2023 çулсенче - 24,617 км тăршшĕнче. 2020 çулта, акă, ку ĕçсем 7,667 километр çинче пынă. «Çĕрпÿ-Ульяновск-Ачча- Çĕрпел-«Вăрнар-Упи-Красноармейски» автоçулăн участокне тĕпрен юсанă. Унсăр пуçне, 1,549 километр çинче тулаш çутăпа тивĕçтернĕ, уйрăммăн палăртас-тăк - «Шупашкар-Сурское» автоçулăн пайĕнче çуран каçмалли вырăнсене, чарăну пункчĕсене тата тротуарсене вырнаçтарса.

2022 çулта вара «Вăрнар- Упи- Красноармейски» автомобиль çулĕн участокĕнче çĕнетÿ ĕçĕсене пуçласа пĕлтĕр вĕçленĕ. Унчченхи çул юсав ĕçĕсем «Шупашкар-Сурское» автоçулăн ?Ульяновск облаçĕн чиккине çитиччен% виçĕ пайĕнче те пынă.

Палăртмалла, ку ĕçсене хывнă укçа-тенкĕ те пĕчĕк мар. Пĕтĕмĕшле 2020-2023 çулсенчи финансировани калăпăшĕ - 502514,922 пин тенкĕ.

Кăçал «Хăрушсăр пахалăхлă çулсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Вăрнар округĕнче икĕ участокра тĕплĕ юсав пуçланмалла. Вĕсем - «Вăрнар-Упи-Красноармейски» автоçулăн икĕ пайĕнче, пĕтĕмĕшле тăсăмĕ - 4,7 км. Палăртнă ĕçсене тума пăхнă укçа-тенкĕ - 251,4 млн тенкĕ.

Пĕрремĕш участокĕнче, акă, пурнăçлав вăхăчĕ - кăçалхи май пуçламăшĕнчен июлĕн 31-мĕшĕччен. Подрядчикăн - «Воддорстрой» тулли мар яваплă обществăн - çак тапхăрта хальхи çул-йĕр «тумне» аркатса хăйăр тата вĕт чул никĕсне хума, автоçулăн аялти тата çÿлти сийне йĕркелеме кăна мар, айăккисене çирĕплетме, çул-йĕр паллисемпе сигнал юписене лартма, тулаш çутăпа тротуарсем йĕркелеме тата термопластикпа разметка тума та ĕлкĕрмелле.

Иккĕмĕш участокра юсав ĕçĕсене икĕ тапхăра уйăрнă: кăçалхи июнь-июль уйăхĕнче тата çитес çулхи май-сентябрь уйăхĕсенче. Планпа çирĕплетнĕ тăрăх, подрядчикăн строительствăпа монтаж ĕçĕсен мĕнпур комплексне ирттермелле, çавăн пекех шыв кăларса яракан 5 пăрăх, карлăксене тата картлавсене вырнаçтармалла.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика