Çутçанталăк тусĕ пулар!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.03.2024, 14:38 Просмотров: 287

Пăртасри вăтам шкулта пуçламăш классенче вĕренекенсенче социаллă активлăха аталантармалли «Раççей ăмăрткайăк чĕпписем» программăна пурнăçлас ĕç малалла пырать. 2-мĕш тата 3-мĕш классенче «Орленок-эколог» трек иртнĕ. Мероприятин тĕллевĕ - экологи культурине йĕркелесси, ăна упраса хăварассишĕн çамрăк ăрăвăн яваплăхне ÿстересси.

Заняти çутçанталăка хÿтĕлессине халалланă сăвăсене илемлĕ вулассинчен пуçланнă. Трек символĕ «эколог рюкзакĕ» пулса тăнă. Ачасем унта чи малтан «экологи», «эколог», «ăнлану» текен терминсен ячĕсене хунă. «Çутçанталăк çанталăк çинчен пĕлтерет» карточкăсенчи ĕçсене пурнăçланă. Вĕренекенсем халăх сăнанине тишкернĕ, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсене вуланă.

Ачасем çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă: çутçанталăка упраса хăварас тесен ăна сăнани, юратни питĕ кирлĕ. «Экологи сукмакĕ» творчество ĕçне хутшăннă, ун хыççăн «касса пĕтернĕ вăрмана чĕртнĕ», «Вăрмана вут-çулăмран сыхлăр!» темăпа ÿкерчĕксем тунă.

Экологи çинчен социаллă ролик та пăхнă. Çутçанталăк ырлăхĕшĕн кар! тăрса тăрăшмаллине çирĕплетнĕ. Акă, йăлари каяшсем тавралăха хытах варалаççĕ, çивĕч ыйтăва çийĕнчех татса памасан çĕр-аннемĕртен пархатар курмăпăр. Унтан «Çÿп-çап витринче мĕн/» вăйă йĕркеленĕ. Ачасем хута, кантăк ванчăкĕсене, алюмини, пластик савăтсене тĕрлĕ контейнерсене уйăрса хунă. Йăлари техника хатĕрĕсем, резина валли уйрăм вырăн тупăннă.

Ачасем заданисене лайăх пурнăçланă. Мероприяти вĕçĕнче экологсен Гимнне юрланă.

«Орленок-эколог» трек питĕ интереслĕ те тухăçлă иртнине çирĕплетмелле. Педагогсем çамрăк ăрăва экологин пĕлтерĕшлĕ те пысăк проблемисем, çутçанталăка упраса хăварассишĕн яваплă пулмалли çинчен тĕплĕн ăнлантарнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика