Проект танмарлăха сирет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.03.2024, 14:43 Просмотров: 275

Чăваш Республикинче «Раççей Федера-цийĕн цифра экономики» наци программипе килĕшÿллĕн «Цифрăллă танмарлăха сиресси» федераци проекчĕ пурнăçа кĕрет. Çак проектăн пĕрремĕш тапхăрĕн йĕркипе Чăваш енре тĕпленнĕ 328 пунктра хальхи вăхăтри çыхăну тивĕçтерĕвĕсемпе усă кураççĕ.

Интернета кĕмелли вырăнсем халăх пурăнакан пункт варринче вырнаçнă, 100 метра яхăн радиусра радиосигналпа хуплассине тивĕçтереççĕ. WEB-ресурссемпе мобильлĕ телефонсен, смартфонсен, ноутбуксен, планшетсен, WI-FI модульпе пуянлатнă ытти гаджетсен хуçисем усă кураяççĕ. УЦН проекчĕпе çĕкленĕ интернет уçлăхĕпе тÿлевсĕрех усă курма пулать.

2021 çулта республикăра федераллă проектăн иккĕмĕш тапхăрне старт панă. «Цифрăллă танмарлăха сиресси» ?УЦН 2.0% проект интернет çыхăнăвне вăйлатать. Ун йĕркипе паянхи кун тĕлне 50 база станцийĕ çирĕплетнĕ: 2021 çулта - 5, 2022 çулта - 9, 2023 çулта - 36. Кăçал тата 2 станцие хута яма планланă.

РФ Цифра министерстви çĕршыври субъектсене уйăрнă квотăсене ÿстермеллине палăртнă. Икĕ ен те 100-500 çын пурăнакан тăрăхра база станцийĕсене çĕклессипе килĕшÿсем тăвĕç. Тăкакĕсем пĕр пекех пулĕç.

Хальхи вăхăтра çыхăну операторĕсем çак проекта хутшăнас ыйтăва пăхса тухаççĕ. Мобильлĕ çыхăнăвăн аталанăвĕпе килĕшÿллĕн база станцийĕсене 2021 çулта - 185, 2022 çулта - 129, 2023 çулта 124 вырнаçтарнă. Кăçалхи кăтарту - 196.

Пуçаруллă проектсене пурнăçлама хутшăнса финанс пулăшăвне тивĕçме те май пур. Субсидипе усă курса халăх сахал пурăнакан тăрăхсене пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарасси тĕпре. Муниципалитет администрацийĕн халăха çак майсем пирки ăнлантармалла. Халĕ республикăра пурăнакансен 5 проценчĕ ?54,1 пин çын% интернетпа çыхăннă чăрмавсене палăртать. Чăваш ен территорийĕнче 100 çынран сахалрах пурăнакан 5773 пункт пур. Вĕсенче 30 пине яхăн çын тĕпленнĕ. Условисемпе çав тăрăхсем пĕр федераллă проекта та лекмеççĕ, 65 тăрăхра 4G-пе тивĕçтерекен пĕр çыхăну операторĕ те çук. Палăртмалла, вăл пунктсенче пурĕ 2553 çын пурăнать.

Çыхăну отрасльне аталантармашкăн икĕ енлĕ опорăсем вырнаçтармалли проекта уйăрмалла. Каласа хăвармалла, çав тĕревсен темиçе функци пур.

Проект тăватă çул каяллах пурнăçланма пуçланă, хальлĕхе 80 тĕрев - Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Канашра - çĕкленĕ.

Икĕ енлĕ опорăсемпе пысăк хуласенче усă курма ансатрах, мĕншĕн тесен нумай хутлă çуртсем чылай. Çавна май сигнала вăйлатма лайăхрах.

Эпир куратпăр, пĕр çын пуçне тивĕçекен гаджетсен ?мобильлĕ телефонсен, смартфонсен, планшетсен% хисепĕ ÿссех пырать. Çапла вара база станцийĕн хăвачĕ пысăкрах пулмалла. Модернизаци кирлĕ, çыхăнăвăн çĕнĕ точкисене вырнаçтармалла.

Паллах, çыхăну отраслĕ - вăл Интернет тата мобильлĕ çыхăну кăна мар. 2018 çул вĕçĕнче Чăваш енре цифрăллă эфир телерадиовещанийĕн сетьне пĕтĕмпех ĕçе янă. Проекта пурнăçлама хутшăнса республика территорийĕнче 42 çыхăну объектне çĕкленĕ тата çĕнетсе улăштарнă. Республикăра пурăнакансен 99,1 проценчĕ цифрăллă телевиденипе усă курать.

Федерацин тĕллевлĕ программи тĕп социаллă задачăна пурнăçлать - Раççейре пурăнакан пур çын валли 20 федераллă канала тÿлевсĕр курма май туса парать. Цифрăллă эфир телевиденийĕ пурнăç пахалăхне лайăхлатать, информаци танмарлăхне сирет.

Хальхи вăхăтра цифра телекуравĕнчи регион тематикине ВГТРК филиалĕсенчи эфирта уйăрнă. «Россия 1», «Россия 24» телеканалсенчи программăсене пăхма пулать.

2019 çулхи чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнчен тытăнса регион телеканалĕсен ?21-мĕш кнопка% информацийĕсене Раççей Обществăлла телевиденийĕнче çутатаççĕ.

Пирĕн республикăра 21-мĕш кнопкăна Чăваш ен наци телевиденийĕ çумне çирĕплетнĕ. Малтанах телеканала кабель сечĕ, спутник платформи пулăшнипе кăна пăхайнă. Цифра эфирĕнче наци телекуравĕ тухнăран республикăра пурăнакансем вырăнти хыпар-хăнарпа ытларах паллашаççĕ.

Тата çакна палăртса хăвармалла: республика территорийĕнче 30 ытла радиостанци ĕçлет, çав шутра 5-шĕ чăвашла передачăсем хатĕрлет.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика