Ырă сăмахсене кăна тивĕçлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.03.2024, 14:35 Просмотров: 286

- Раççей Президенчĕн суйлавĕ çывхарать. Вăл пуш уйăхĕн 15-17-мĕшĕсенче иртет. Сасăлава хутшăнакан гражданин çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлать. Раççей татах та вăйлăрах аталанса пытăр тесен хастарлăха кăтартмалла, суйлава хутшăнмалла, - терĕ Ирина Анатольевна Андреева.

Маттур та правурскер, Ирина Анатольевна суйлав системинче 16 çул тăрăшать, çав шутран 5 çул Кивьял Хапăсри участокăн суйлав комиссийĕн председателĕнче тимленĕ. Пĕлтĕртенпе яваплă ĕçе Вăрнар поселокĕн суйлав комиссийĕнче пурнăçлать. Тĕрĕслĕхе юратнăран суйлав уççăн тата демократи никĕсĕсене тĕпе хурса ирттĕр тесе тăрăшать. Ирина Анатольевна шухăшĕпе, пурнăç йĕркине хастар тытса пыракан гражданла тивĕçе пурнăçлатех.

Астăватăп-ха, вырсарникун иртнĕрен суйлав кунĕ нумайăшĕшĕн уяв пекехчĕ. Хăшпĕрисем суйлав участокне çемйипех килетчĕç. Халĕ те хастарсем сахал мар. Паллах, çĕнĕлĕхсем ĕçе кĕрсе пыраççĕ.

- Ку суйлавра, акă, тĕрлĕ мелпе сасăлама май пур. Пропискăна тăнă вырăнтан аякка кайма тиврĕ-тĕк, мĕн тумалла/ Кун пек чухне «Мобильлĕ суйлавçă» пулăшать. Дистанциллĕ электронлă сасăлава хутшăнма кăмăл тунисен пуш уйăхĕн 11-мĕшĕччен заявлени çырмалла, - палăртрĕ Ирина Анатольевна.

Вăл ăсталăха ÿстерес енĕпе тимлет, онлайн-вĕрентÿсене, брифингсене хутшăнать. Ирина Андреева Тĕп суйлав комиссийĕ шаннине тÿрре кăларать. Суйлав участокĕнчи требованисене çирĕп пăхăнса ĕçлет.

Хăйĕн тивĕçне яваплăн, хăвăрт та тĕрĕс пурнăçлама хăнăхнăран Ирина Андрееван ĕç кăтартăвĕсем лайăх. 2021 çулта РФ Патшалăх Думин 8-мĕш созыври тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 7-мĕш созыври депутачĕсене суйланă чух списокри çынсен 73, 95 проценчĕ суйлава хутшăннă.

Тăрăшнине кура хисепĕ. 2018 çулта Раççей Президенчĕн суйлавне хатĕрленсе ирттерессине курăмлă тÿпе хывнăшăн Ирина Анатольевнăна Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн Тав çырăвĕпе наградăланă.

Маттур çыннăн ĕç биографийĕ пуян. Вăл «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕнче чылай çул тăрăшать, пичет продукцийĕн контролерĕнче тимлет. Маларах склад заведующийĕнче, менеджерта, производство пайĕн пуçлăхĕнче вăй хунă. Профессире чăн-чăн ăста. Хăйĕн тÿрĕ тивĕçне пурнăçланисĕр пуçне переплетчикре те, печатникре те вăй хурать. Пĕр ĕçрен те хăрамасть. Коллективра ырă ятра. Ăна нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн Цифра аталанăвĕн, çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе чысланă.

Мăшăрĕпе пĕр ывăлпа хĕре çут тĕнче парнеленĕ. Ирина Анатольевна ачисене воспитани парассине пысăк тимлĕх уйăрать. Вăл хĕрĕпе ывăлĕшĕн - чи ырă, чи çепĕç тата çав вăхăтрах çирĕп ыйтакан анне, упăшкишĕн - юратнă та сăпайлă мăшăр. Туслă çемьен кил хуçалăхĕ çирĕп, çулленех тĕрлĕ пахчаçимĕç, улма-çырла çитĕнтереççĕ. « Ĕç - пурнăç илемĕ», - тет Ирина Анатольевна.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика