Пĕрле - эпир вăйлă!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.03.2024, 14:40 Просмотров: 273

Юнкун Вăрнар округĕнче те, Пĕтĕм Чăваш енри пекех, пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.

Чăрăшкас Хирлепре тата Аçăмçырми территори пайне кĕрекен ытти ялта - Йăлтăмра, Пайăкра, Аçăмçырминче, Авăрçырминче, Юпшик Ялтăрара... - пурăнакансем информкуна хастар хутшăнчĕç.

Пĕлтерĕшлĕ мероприяти Чăрăшкас Хирлепри культура çуртĕнче пулчĕ.

Халăхпа ирттернĕ тĕлпулăва округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова çитрĕ. Аçăмçырми территори пайĕн пуçлăхĕ Олег Петров та информаци кунне хутшăнчĕ.

Кун йĕркинче палăртнă тĕп темăсене сÿтсе яврĕç.

Президентăн Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне янă Çырăвне тишкерчĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç. Надежда Никандрова çĕнĕ нацпроектсемпе те паллаштарчĕ.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕн итогĕсене пĕтĕмлетрĕ. Суйлав - чи пысăк обществăпа политика пулăмĕ, тесе çирĕплетрĕ. Çăварни эрнинче пулнăран чăн-чăн уява çаврăнчĕ темелле. Владимир Путиншăн иртнĕ суйлавринчен те нумайрах сасăланă. Çапла вара тепĕр 6 çул Президент полномочийĕсене пурнăçлĕ. Технологисене çул панăран граждансем тĕрлĕ майпа сасăларĕç. Ыранхи кун шанчăклă пултăр тесе çула çитнĕ çамрăксем те, аслăрах ÿсĕмрисем те хăйсен сассисене пачĕç. Надежда Никандрова Аçăмçырми ял тăрăхĕнче пурăнакансене суйлава хастар хутшăннăшăн тав турĕ.

Çĕршывра çемьесене пулăшассине малалла та тимлĕх уйăрĕç.

Округ пуçлăхĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2023 çулхи ĕç кăтартăвĕсем çинчен калакан отчетпа паллаштарчĕ. Республикăн аталану çул-йĕрĕ çĕршыв Президенчĕ палăртнă тĕллевсем çинче никĕсленнине çирĕплетрĕ.

Ырă пулăм: Чăваш енре кăçалхи кăрлач–нарăс уйăхĕсенчи экономика кăтартăвĕсем ÿсĕмлĕ. Тирпейлекен производствăн тÿпи курăмлă. Ку енĕпе вăрнарсем те аван ĕçленĕ. Тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ 1,4 хут пысăкланнă. Анчах та ял хуçалăх отраслĕнче кăтартусем савăнтармаççĕ, аш-пăш, сĕт туса илесси чакнă.

Тĕлпулура çавăн пекех «Хăтлă хула хутлăхĕ» программăпа килĕшÿллĕн хăтлăх кĕртмелли çĕнĕ объектсемшĕн сасăлав еплерех пынине, пуçаруллă бюджет программине мĕнле пурнăçланине сÿтсе яврĕç. Пĕрле эпир чăнахах вăйлă. Пуçаруллă утăмсем тунăран ял тăрăхĕсен сăн-сăпачĕ çĕнелсех пырать.

Кашни информкунрах халăха сыхлăх, асăрханулăх пирки асилтереççĕ. Профилактика пирки, чăн та, манмалла мар. Пушар хăрушсăрлăхĕ пирки калаçрĕç, йăлари газпа усă курмалли правилăсене аса илчĕç тата ытти те. «Газпром газораспределение Чебоксары» организацин Вăрнарти уйрăмĕн тĕп инженерĕ Алексей Шоркин, асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмăн пуçлăхĕ Алексей Петров пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тĕплĕн çутатрĕç, тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç.

Влаç тытăмĕнче тăрăшакансем вара халăхпа яланах уççăн калаçма хатĕрри палăрчĕ. Ял хуçалăх таварне туса кăларакансене, хресчен-фермер хуçалăхĕсене, хăй тĕллĕн ĕçлекен граждансене кÿрекен патшалăх пулăшăвĕ анлă пулнине палăртрĕç. Хастарсем Чăваш ен АПК-н аталанăвне курăмлă тÿпе хываççĕ.

Пухăннисем хăйсене канăç паман ыйтусене те уçăмлатрĕç. Ку тăрăхра шăрăх çанталăкра çăлсем хăвăртах типеççĕ. Акă, Чăрăшкас Хирлепре пурăнакансене скважина çукки пăшăрхантарать. Шыв çителĕксĕр те, хăшпĕр маттур ĕçченсене выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме кăткăс. Вырăнти медпункта та шывпа тивĕçтерес ыйту татăлман.

Çавăн пекех хăшпĕр ялта çул-йĕр ыйтăвĕ те çивĕч-ха. Калининăри участок больницине хăçан тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттерессипе те кăсăкланчĕç. Хамăр пурăнакан территорие хăтлăх кĕртесси, йăлари хытă каяшсене илсе тухасси тата ытти те хумхантарать ял-йыша. Пысăк габаритлă ăпăр-тапăра контейнерсем вырнаçтарнă площадкăна пăрахма юраманнине асилтерчĕç. Хăшпĕрисем, акă, унта кивĕ сĕтел-пукана, кравать-дивана тухса лартаççĕ.

Информкунра çĕкленĕ кашни ыйтăва шута илчĕç. Май çитнĕ таран пулăшма шантарчĕç.

Граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕç.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика