Кайри Тукайĕнче отчетлă пуху пĕрлехи информаци кунĕпе çыхăнчĕ. Кунта та ял çыннисем хăйсене хумхантаракан ыйтусене уççăн хускатрĕç.
Пуху пуçланичченех калаçу çăмхине сÿтрĕç вĕсем. Пĕр-пĕрне хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. «Килсене централизациленĕ майпа шыв кĕртме май çук-ши/» - интересленчĕ пĕр хĕрарăм. Ял хастарĕсенчен пĕри ку халăх укçи-тенкипе кăна тăвас пулан çав тери тăкаклă пулнине палăртрĕ. Тепри ялти Шкул пĕвине тасатма сĕнчĕ, пуçаруллă бюджет программине кĕме май пулнине палăртрĕ. «Пурин те ачисем, мăнукĕсем пур. Шыва кĕмелĕх те пултăр», - терĕç вĕсем.
Кайри-тукайсен пуçарулăхне, тăрăшулăхне илес пулсан, ку шухăша та вĕсем пурнăçлама май тупаççех. Çакна Вăрнар округ администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Сергей Петров та палăртрĕ. Ку ялта пурăнакансем пĕрле пухăнса тĕрлĕ ĕçе пурнăçа кĕртнине каларĕ. Тĕслĕх кăтартакан та пур. Сергей Робертович ял ыйтăвĕсене тимлĕхе илнĕшĕн, ыйтусене татса парассине сумлă тÿпе хывнăшăн, пулăшнăшăн Владислав Коршунова Тав хучĕпе чысларĕ.
Çĕрпел территори пайĕн пуçлăхĕ Инна Трофимова ку тăрăхра пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Кайри Тукайне илес пулсан, юлашки çулсенче кунта ял урамĕсене вак чул сарассипе чылай ĕç пурнăçланă. Пĕве тенĕрен, маларахри çулсенче кунта Молодежная урамри пĕвене тасатнă, пушар пирсне тунă. Иртнĕ çул электричество çутине йĕркене кĕртнĕ.
Кăçал пуçаруллă бюджет программипе масар çуртне туса лартасшăн кайри-тукайсем.
Анчах та вĕсене пурне те ял клубĕн шăпи хумхантарать. Шалу сахал пирки унта никам та ĕçлеме кĕресшĕн мар иккен. «Нивушлĕ чи пĕчĕк ĕç укçи те пулин тÿлеме май çук/ Ĕçĕ нумай-çке», - тĕлĕнчĕç ял çыннисем.
«Клуба халăх çĕклесе лартнă, ăна хупса лартсан ăçта пухăнăпăр/» - пăшăрханчĕç вĕсем.
- Культура вучахне хуçалăх енчен хăй вăхăтĕнче сахал мар пулăшнă. Çутçанталăк газне те кĕртрĕмĕр. Кайри Тукайĕнче хастар çынсем пурăнаççĕ. Çавăнпа та клубăн хупă тăмалла марах. Çын шанчăклă ĕçлетĕр тесен пĕр ставкăпах ĕçе илмелле, - сĕнчĕ «Янгорчино» ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Геннадий Романов.
- Питĕ тĕрĕс калать! Халăх ыйтать, çынсем кĕтеççĕ пулсан - пурнăçламаллах ĕнтĕ. Пирĕн шухăша округ пуçлăхĕ патне, министерствăна çитермеллех! - хушса каларĕ Иван Петрович Николаев учитель.
Влаç представителĕсем ку ыйтăва тимлĕхе илме пулчĕç, кăçал клубра вак юсав ĕçне пурнăçлама шантарчĕç: чÿречесене юсама, сăрлама.
Кайри-тукайсем хăйсем патĕнче çĕнĕ ФАП пуласса та хытă шанаççĕ...
Асăрхаттаруллă калаçăва кунта пурăнакансем тимлĕн итлерĕç. Асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Алексей Петров пушар хăрушсăрлăхĕ пирки питĕ ăнланмалла каласа кăтартрĕ. Округра тухнă инкексен кашни тĕслĕхне тишкерчĕ, асăрхануллă пулнă пулсан вĕсем сиксе тухмассине аса илтерчĕ. «Правилăсене пăхăнни пурнăçа та, пурлăха та сыхлĕ», - терĕ вăл.
Полицин «Вурнарский» пайĕн ĕçченĕ Марина Михайлова телефон мушенникĕсем хунаса кайнине пĕлтерчĕ. Вăл та хамăр патра пулнă тĕслĕхсене илсе кăтартрĕ. «Укçа çухатни те - инкек. Çавăнпа асăрхануллă пулăр! Палламан шăнкăравсене ан хуравлăр. Сирĕн тăвансемпе инкек-мĕн пулнине пĕлтерсен, укçа париччен малтан çывăх çыннăрсем патне шăнкăравласа илĕр!» - асăрхаттарчĕ вăл.
Пухăннисен кăмăлне Çĕрпелти культура çурчĕн артисчĕсем илемлĕ номерсемпе çĕклерĕç.
Светлана ЧИКМЯКОВА