Чăваш енре, Раççейре пĕрремĕш хут, «Финанс пĕлĕвне ÿстересси» округри форум иртнĕ.
Республикăн тĕп хулине эрнекун федераллă экспертсем, Атăлçи федераллă округри регионсенчи финанс ведомствисен ертÿçисем, Раççей Банкĕн, вĕрентÿ институчĕсен, асăрхав органĕсен тата волонтер организацийĕсен представителĕсем йышлă пухăннă. Форум ĕçне хутшăннисен пĕр тĕллев пулнă – çĕршывшăн ансат мар лару-тăрура çынсене кăткăс финанс ыйтăвĕсен хуравне тупма пулăшасси.
Пленарлă ларăва Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочнăй представителĕ Игорь Комаров уçнă. Ун сăмахĕсем тăрăх, форума йĕркелес шухăш пĕлтĕрех, Раççей Банкĕн Атăл–Вятка управленийĕн тата Чăваш ен пуçарăвĕпе, çуралнă.
– Хальхи пурнăç шайĕ ума тухса тăракан ыйтусене хăвăрт татса пама, çивĕч пулма хистет. Уйрăмах пысăк мар тупăшлă кил хуçалăхĕсен, пĕчĕк бизнесăн, социаллă хÿтлĕхсĕр ушкăнсен финанс культурине аталантарассипе ытларах тимлемелле, – шутлать полномочнăй представитель. Ун шучĕпе, пĕтĕм самант пĕлтерĕшлĕ% харпăр хăй бюджета планлама пулăшаканнисенчен тытăнса тĕнчери финанс системин вăрттăнлăхĕсем таранах. Ку енĕпе халĕ чăнах та нумай ĕçлеççĕ. Игорь Комаров пĕлтернĕ тăрăх, Раççейре финанс пĕлĕвне ÿстерессипе Стратеги пурнăçа кĕрет, регионаллă программăсем, ачасем тата аслă çулсенчи çынсем валли вĕрентÿ мероприятийĕсем хатĕрленĕ. Пĕлтĕр кăна Атăлçи федераллă округра ку программăсене 10 пин ытла шкула тата вăтам професси вĕрентĕвĕн 750 учрежденине явăçтарнă. 5 пин ытла педагог хăйсен квалификацине ÿстерме пултарнă.
Уйрăм шутра – çынсене ултавлă ĕçсенчен хÿтĕлесси. Раççейри кашни тăваттăмĕш преступлени халĕ IТ-технологисемпе пурнăçланать. Апла пулсан финанс институчĕсен, влаçăн ĕç тăвакан органĕсен, йĕрке хуралĕн структурисен хÿтлĕх мерисене йышăнассипе ĕçлемелли пур тесе çирĕплетнĕ Игорь Комаров. Вăл чи витĕмлĕ практикăсене палăртса ытти регионсенче усă курма сĕннĕ.
Финанс ăслăлăхне сарассипе пирĕн регионăн опычĕ аван. «Çак ĕçе эпир тимлĕ ирттеретпĕр, процеса тĕрлĕ ÿсĕм тата професси çыннисене хутшăнтарнипе мухтанма пултаратпăр», – палăртнă Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Кăçал коммерцилле мар професси пĕрлешĕвĕ те тупăннă: вăл ку енĕпе пысăк интереспа, çав вăхăтрах тÿлевсĕр ĕçлеме хатĕр-мĕн.
Укçа-тенкĕ «тĕнчинче» хамăра тĕрĕс тытма пĕлни кирлине Раççей финанс министрĕн заместителĕ Михаил Котюков, Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Раççей Банкĕн директорсен Канашĕн членĕ Михаил Мамута, ыттисем те хускатнă. Калаçу санкцисен условийĕсенче банк тивĕçтерĕвĕсемпе пахалăхлă усă курасси, финанс рынокне пулăшу кÿресси, потребительсен прависене хÿтĕлесси, бизнеса аталанма майсем туса парасси тата ытти пирки пынă.
Ларура çĕкленĕ ыйтусен тишкерĕвĕ малалла уйрăм секцисенче тăсăлнă.
Хамăр инф.
Август 2025 |