Волонтерсене те пулăшу кирлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.02.2022, 15:01 Просмотров: 323

Паянхи пандеми тапхăрĕнче волонтерсен ĕçĕн пĕлтерĕшĕ çав тери ÿсрĕ. Вĕсем те ку хăрушă чирпе кĕрешес енĕпе малтисен ретĕнче. Анчах ырă кăмăллă, ыттисемшĕн тăрăшакан çынсене хăйсене те хавхалантару кирлĕ.

Çакна Чăваш ен Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов волонтер центрĕсемпе ирттернĕ канашлура уйрăммăн каланă. Хăй вăл, «Эпир пĕрле» регионти штаб ертÿçи пулнă май, муниципалитетсенче доброволецсене мĕнле пулăшу кирлине палăртассипе тимленине пĕлтернĕ. Хăшĕ-пĕрисенче, ак, уйрăм хÿтĕлев хатĕрĕсем тата антисептиксем çитмеççĕ. Кунашкал кашни район çумнех, лару-тăрăва йĕркелеме, депутатсене çирĕплетнĕ-мĕн.

Волонтерсене çăмăллăхăн тепĕр мелĕпе тивĕçтерессине те пăхса хăварнă. Йышăннă тăрăх, бейдж, маршрут хучĕ тата удостоверени пĕрле пулсан вĕсен обществăлла транспортра тÿлевсĕр çÿреме юрать. Муниципаллă транспортпа та, районсем хушшинче çÿрекеннисемпе те усă курма ирĕк пур. Анчах, каламалла, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче троллейбус кăна тÿлевсĕр пулĕ. Леонид Черкесов ку ыйтупа пĕршухăшлăх тупнăшăн Транспорт министерствине, перевозчиксене, хăйтытăмлăх органĕсене тав тăвать.

«Эпир пĕрле» регионти штаб ертÿçи медик-волонтерсене вĕри апатпа тивĕçтерес задачăна та лартнă. Унсăр пуçне, кашни больницăра волонтер центрĕсемпе таччăн тимлекен яваплă çын пулĕ. Çакă пĕр-пĕр медицина учрежденине доброволецсене çителĕклĕ явăçтарма май парĕ.

Леонид Черкесов шучĕпе, волонтерсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр тÿлевсĕр тухма, сиплеве вăхăтра тивĕçме, коронавируспа чирлесе ирттернисен реабилитаци ирттерме çăмăллăхсем кирлĕ.

Çамрăк медик-студентсене вара ыркăмăллăх шучĕпе вăй хуни ординатурăна кĕнĕ чух хушма балсем памалла тата кайран ĕçе вырнаçма пулăшмалла. Çак шухăша та тимлĕхе илме сĕннĕ парламентарий.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика