Удмуртипе çыхăну çирĕпленчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2022, 13:37 Просмотров: 386

Опытпа паллашни кирек мĕнле ĕçре те пулăшу кÿрет. Информаци хутлăхĕ аталанса, улшăнса пынă вăхăтра ытти хаçат редакцийĕсем мĕнпе сывлаççĕ-ха, мĕнле çĕнĕлĕхсене алла илеççĕ; Ют регионсенче тата еплерех; Çак ыйтусене уçăмлатас тĕллевпех ĕнтĕ республикăри хаçатсен представителĕсем Удмурт Республикинчи медиа отраслĕн кон-ференцине хутшăнчĕç.

Делегацие Чăваш ен Цифра аталанăвĕн министерствин пай пуçлăхĕн заместителĕ Анна Краснова ертсе пычĕ.

Пĕр еннелле çул çинчи сакăр сехет те ывăнтармарĕ. Çакă çĕннине пĕлес, курас килнипе çыхăнчĕ, ахăртнех. Каçхи тăхăр сехет иртнине пăхмасăр Удмурт Республикин Пичетпе массăллă коммуникацисен Агентствин пуçлăхĕ Александр Валов Чăваш ен журналисчĕсемпе тĕл пулма вăхăт тупрĕ. Уçă калаçу тĕрлĕ çивĕч ыйтăва хускатрĕ. Вăл шутра – район хаçачĕсене сыхласа хăварассине те.

Каламалла, ку регионта тач удмуртла тухакан хаçатсем çук, ку чĕлхепе вĕсем хаçатри хаçат евĕр кăна пичетленеççĕ. Çитменнине, кунта удмуртсем пĕтĕм халăхăн 30 проценчĕ енне кăна пурăнаççĕ. Чăвашсем – 0,4%.

Тепĕр кунне Ижевскра иртнĕ конференци, тĕпрен илсен, район хаçачĕсен кун-çулне уçрĕ. «Новая жизнь» тата «Пригородные вести» хаçатсен тĕп редакторĕсем çырăнтару кампанийĕ çинче чарăнса тăчĕç. Вулакансене хăйсен ретне хушас тесе тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ. Почтальонсен ыйтăвĕ çивĕч тăни кунта та курăнчĕ. Çавăнпа та ĕçтешсем пичет изданийĕсене халăх патне потребкоопераци лавккисем урлă çитернине, альтернативлă меле çул панине каларĕç. Хавхалантарусен шутĕнче – лотерейăсем, конкурссем, подписчик кунĕсем йĕркелени. Çырăнтару тапхăрĕнче чиркÿсем пулăшаççĕ. «Анчах та депутатсем, предприяти-организаци пуçлăхĕсем хаçат çырăнасшăн мар», – пĕлтерчĕç вĕсем.

Ку ыйту пирĕн патра та çивĕч. Кашни çырăнтару хыççăнах анализ тăватпăр та, район Пухăвĕн депутачĕсенчен (!) чылайăшĕ район хаçатне илсе тăманни курăнать. Хаçат вара яланах влаçпа халăха çыхăнтаракан кĕпер пулнă. Вĕсем мĕншĕн хаçата сивленине ăнлантарма йывăр. Шел, ял поселенийĕн пуçлăхĕсем хушшинче те пур унашкаллисем. Юрать, халăх район хаçатне кĕтет.

Удмурт Республикинче вара ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хаçат çырăнтарас ĕçе хăйсем тÿпе хываççĕ. «Пригородные вести» район хаçачĕн тĕп редакторĕ кашниннех, территорие кура, хăйнеевĕрлĕ «план» пулнине каларĕ. Ку, паллах, витĕмлĕ пулăшу.

Çавăн пекех медиаканашлура район хаçачĕсем социаллă сетьсенчи аталанăвĕпе, укçа-тенкĕ явăçтарассипе еплерех ĕçленипе, грантсен пулăшăвĕпе паллаштарчĕç.

Удмурти редакцийĕсем хăйсене патшалăх енчен кÿрекен пулăшу – республика бюджечĕн шучĕпе автомашинăсемпе тÿлевсĕр тивĕçтерни – пирки савăнса калаçрĕç.

Хаçат редакторĕсемпе ĕçченĕсене професси тĕлĕшĕнчен ÿстерессипе эпир те мухтанма пултаратпăр. Юлашки çулта, акă, журналистсен ăсталăхне туптассипе Чăваш ен Цифра министерстви тĕрлĕ курссем йĕркелет.

600-е яхăн çухрăмри ĕçтешсем пирĕн «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатпа та кăмăлласа паллашрĕç. Сăмах май, удмуртсен пирĕн ят евĕрлех «Победа» хаçат пур, çавăн пекех çĕмĕрлесенни пек «Вперед», патăрьелсенни пек «Авангард», етĕрнесенни пек «Знамя труда», куславккасенни пек «Ялав» хаçатсем тухаççĕ.

Çитес тĕлпулу Шупашкарта иртĕ – Удмурт Республикин журналисчĕсем хăнана хаваспах килме пулчĕç. Паллах, çыхăну унччен те татăлмĕ – регионсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашсах тăрĕç.

Удмурт халăхĕ питĕ тарават, çакна кĕске вăхăтрах туйма май пулчĕ. Ку ăшăлăх вăрăм çула та кĕскетрĕ, пуçра тĕлпулу саманчĕсем халĕ те явăнаççĕ...

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика