Чирлесрен асăрханмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.03.2022, 11:38 Просмотров: 425

Çулсерен усал шыçăпа чирлекенсен хисепĕ ÿссех пырать. Ученăйсем хальлĕхе çак амакран хăтармалли меслет шыраса тупайман-ха. Анчах та онкологи чирĕсенчен сыхланассинче профилактика пĕлтерĕшлĕ. Ăна 3 тапхăра уйăрма пулать.

Пĕрремĕшле профилактика: сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, сиенлĕ йăла-йĕркесенчен хăтăлмалла.

Чĕлĕм ан туртăр. Ку сиенлĕ йăлана пăрахсан ÿпке ракĕпе чирлесси 90 процент таран чакать. Çавăн пекех шăк хăмпин, пĕвер, чĕлхе, çăвар, кăкăр ракĕсен хăрушлăхĕ те пĕчĕкленет.

Эрех-сăрапа ан иртĕхĕр. Алкогольпе ытти спиртлă шĕвексене ĕçекенсен пĕвер, пыр, çăвар, йĕпе пыр, пыршăлăх ракĕсемпе чирлесси 2 хут ÿсет. Ĕçме пăрахсан арçынсен простата ракĕ аталанасси 60 процент, хĕрарăмсен сĕт парĕсен усал шыççи ÿсме пуçласси 3–3,5 хут пĕчĕкленет.

Кĕлетке йывăрăшĕ ытлашши пулмалла мар. Самăр çынсен шăк хăмпин, пÿре, хырăм ай парĕн, амалăх ракĕсемпе чирлес хăрушлăх пысăк.

Хĕвел пайăркисем ÿт-пĕве ытлашши пĕçертесрен сыхланăр. Онкологсем асăрхаттараççĕ% çуллахи вăхăтра 11 сехетрен пуçласа 16 сехетчен хĕвел çинче пулни питĕ сиенлĕ. Урама тухас умĕн ÿте хÿтĕлекен ятарлă лосьонсемпе кремсем сĕрмелле. Солярисене çÿрени, уйрăмах çамрăкла, питĕ хăрушă% ÿт ракĕпе чирлесси 75 процент таран ÿсет.

Пĕр вырăнта нумай ан ларăр, хусканусем тăвăр. Ÿт-пĕве пиçĕхтерни, физкультурăпа, спортпа туслашни иммунитета çирĕплетме, чир-чĕртен сыхланма пулăшать.

Сиенлĕ апат-çимĕç вырăнне усăллине суйламалла. Хĕрлĕ аш, уйрăмах çуллине, сахалтарах çимелле, е чăх-чĕп ашĕпе, пулăпа улăштармалла. Кăлпасси, сосиски, ăшаланă тата тĕтĕмленĕ аш-какай, сахăр, газировка рационта пулмалла мар. Вĕсен вырăнне ытларах кăмпа, помидор, слива, абрикос, импĕр, çырла, купăста, сухан, ыхра çиме тăрăшмалла, симĕс чей ĕçни усăллă.

Иккĕмĕшле профилактика. Рака тата ăна куçма пултаракан чирсене малтанхи тапхăрта тупса палăртни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Чир паллисемпе симптомĕсем пирки кăсăклă информаци ытларах пĕлсе хăвăр тĕллĕн тăтăшах диагностика ирттерни усăллă.

Медицина тĕрĕслевĕсене вăхăтра тухмалла. Малтанхи тапхăрта чире тупса палăртмалли (симптомсем çук чухне) анлă сарăлнă тишкерÿсем: флюорографи (кашни çулах), кăкăр парĕсен УЗИ-не – 40-рен çамрăкрах хĕрарăмсен; аслăрах çулхисен – маммографии, цитогенетика тишкерĕвĕ, компьютерла томографи, МРТ, эндоскопи, гастроскопи, бронхоскопи, онкомаркерсем тупса палăртакан юн анализĕ.

Çавăн пекех хĕрарăмсен кашни çулах гинеколог патĕнче, 40-рен иртнĕ арçынсен уролог патĕнче тĕрĕсленсе тăмалла.

Виççĕмĕшле профилактика. Çак тапхăр ракпа чирлесе ремиссие тухнă çынсемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Диагноза малтанхи вăхăтра тупса палăртнă-тăк пĕтĕмпех сывалма пулать. Анчах та чир вăхăт иртсен каялла таврăнас хăрушлăх пур.

Тепĕр хут ракпа чирлес мар тесен:

Онколог патĕнче тăтăшах тĕрĕсленсе тăмалла.

Врач сĕнĕвĕсене çирĕп пăхăнмалла, сиплев курсĕсене туллин тата вăхăтра тухмалла.

Пурнăç йĕркине пĕрремĕшле профилактикăпа килĕшÿллĕн улăштармалла.

Усал шыççа куçма пултаракан инфекци чирĕсене вăхăтра сиплемелле.

Пĕтĕмлетсе каласан, кашнин хăйĕн сывлăхне тĕрĕслесех тăмалла, сисчĕвлентерекен симптомсем пулсан тухтăр патне вăхăтра каймалла, ÿт-пĕве пиçĕхтерессине те тимлĕх уйăрмалла.

Н.ПЕТРОВА,

Вăрнар район тĕп больницин врач-рентгенологĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика