Çураки те çывхарать – Хресчен мĕнле тăрăшать?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.04.2022, 15:47 Просмотров: 709

Район уй-хирĕ техника шавĕпе туличчен нумай вăхăт юлмарĕ. Тĕп вырăнта – çурхи ĕçсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме хатĕрленесси. Çак юнкун районта агроинженери конференцийĕ иртрĕ.

Пĕлтерĕшлĕ мероприяти аталану çулĕпе пырака хуçалăхсенчен пĕринче – «Мураты» ял хуçалăх производство кооперативĕнче – пулчĕ. Конференцие район ертÿлĕхĕ, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен тилхеписене тытса пыракансем, инженерсемпе агрономсем, хула тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, ЧР Ял хуçалăх министерствин, Россельхозцентр, Россельхознадзор филиалĕсен, дилерпа кредит организацийĕсен представителĕсем, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕсемпе студенчĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç.

Канашлăва килнисене кооператив ертÿçи Геннадий Спиридонов чи малтанах мехпаркпа паллаштарчĕ. Тĕлĕнмелли кунта нумай. Йĕри-тавра хăватлă техника. Мăнаçлă хурçă утсем валли кăçал тепĕр ангар çĕклеме палăртаççĕ. Кооператив ял хуçалăх производствине çĕклес тесе ырми-канми тăрăшни аванах курăнать. Патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн пуçлăхĕ Александр Семенов çапла çирĕплетрĕ: «Мураты» кооперативăн çуракине хутшăнмалли пур ял хуçалăх машини те техника тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă тухрĕ».

Кооператив мехпаркĕ çултан-çул пуянланса пырать. Кăçал «Агрос – 595» комбайн, урапаллă икĕ «Беларус» трактор тата ытти техника хатĕрĕ туяннă.

Хăнасем ял хуçалăх культурисем упранакан кĕлетсене те çитсе курчĕç. Тыррине те, çĕрулмине те ирĕкре мар, контейнерсенче тытаççĕ. Складсенчи ĕç-хĕле механизацилеме тăрăшни яр уççăн курăнать.

«Иккĕмĕш çăкăра» çитĕнтерессипе тăрăшни тупăшлă, хальхи вăхăтра унăн хакĕ – 40–50 тенкĕ. Çавăнпа та çăкаллă-явăшсем çĕрулми лаптăкне тата пысăклатасшăн. Çурхи культурăсем валли 1569 гектар уйăрĕç, çав шутра тĕштырă – 293, выльăх апачĕлĕх культура – 50, техника культурисем – 410, нумай çул ÿсекен курăксем 164 гектар сарăлĕç.

Çуракине тĕплĕн хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе «Мураты» хуçалăхра йĕркеленĕ районти конференцин пленарлă пайĕ Мăн Явăшри клубра иртрĕ.   Мероприятие Чăваш енри паллă эстрада артисчĕ Александр Арсентьев уçрĕ. Вăл ку тăрăхра çуралса ÿснĕ. Çĕр ĕçченĕсене яваплă тапхăр – çураки – çывхарнипе саламласа юрăсем шăрантарчĕ.

Райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов отрасль аталанăвĕпе паллаштарчĕ, кăçалхи ĕç-хĕлĕн малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ.

Виçĕмçул ял хуçалăх техники уй-хире иртерех тухнăччĕ. Кăçал урăхларах ÿкерчĕк. Юр пĕлтĕрхи пекех талккишпех выртать. Аграрисен кăçал çуракине 31285,8 гектар çинче туса ирттермелле. Пĕлтĕр кĕр тыррисене çичĕ пин гектара яхăн акса хăварнă.

Çурхи тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 12131 гектар йышăнмалла. Кукуруза валли 2571 гектар çĕр уйăрĕç.

Аграрисем çĕрулмине 350,4 гектар лартасшăн. Ку вăл пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕнчен 15 гектар пысăкрах.

Яваплă тапхăра ирттерме çуртрисен вăрлăхĕ 3013 тонна кирлĕ. Çĕр ĕçченĕсем пулас тухăç никĕсне çителĕклĕ хывнă. Плана 100 проценчĕпех тултарнă. Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пĕтĕмĕшле илсен культурăсем ака стандартне тивĕçтереççĕ, анчах та пĕчĕкрех фермер хуçалăхĕсенче лару-тăру урăхларах: кондициллĕ вăрлăх çук е унта пачах та тĕрĕслемен культурăсемпе хура çĕре шуратса хăвараççĕ.

Техникăсăр хуçалăх аталанаймасть. Хурçă утсем уй-хире тухма хатĕр-и? Çуракине хутшăнакан тракторсен, дискаторсен, сеялкăсен 91 проценчĕ, культиваторсен 92 проценчĕ юсавлă. Аграрисем иртнĕ çул 99 техника туяннă, пĕтĕмĕшле хакĕ   180 миллион тенкĕрен иртнĕ.

Çĕр пулăхĕшĕн тăрăшмаллах. Районта минераллă удобренисем 1474 (114 процент) тонна пур. Уй-хир ĕçĕсене ирттерме дизель топливи 460 тонна, автобензин 76 тонна кирлĕ. Паянхи кăтартусем çапларах: дизтопливо – 64,7 процент, автобензин – 18,4 процент.

Çунтармалли-сĕрмелли материалсем кÿрсе килессипе уйрăмах «Мураты», Карл Маркс ячĕллĕ, «Знамя», «Луч» ял хуçалăх производство кооперативĕсем, «Санары», «Кольцовка» агрофирмăсем, А. Игнатьев, В. Яковлев, И.Сергеев фермерсен хуçалăхĕсем тăрăшса тимленĕ.

Ял хуçалăх организацийĕсенче вăй хуракансен вăтам ĕç укçи иртнĕ çул 27496 тенкĕпе (2020 çулхи шайăн 110 проценчĕпе) танлашнă. Ку вăл республикăри кăтартуран (26900) пысăкрах.

Çĕр – хаклă пуянлăх, анчах та районта пушă выртакан лаптăксем пур-ха. Пĕтĕмпе 738 гектар. Кăçал 475 гектарне пусă çаврăнăшне кĕртме планланă.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин механизаци, химизаци енĕпе тата ÿсентăрана хÿтĕлессипе тимлекен пай пуçлăхĕ Владимир Васильев сăмах илнĕ май патшалăх тĕлĕшĕнчен пулăшмалли мерăсем çинче чарăнса тăчĕ.   Пĕтĕмпе вĕсем – 69. Аграрисене çуракине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме сунчĕ. «Россельхозцентр» учрежденин районти филиалĕн ертÿçи Вячеслав Алексеев вăрлăх пахалăхĕ, ÿсентăран чирĕсем тата сиенлĕ хурт-кăпшанкăсем пирки каласа пачĕ. Конференцире ытти хăна та сăмах илчĕ.   Çĕр ĕçченĕсемшĕн кирлĕ сĕнÿсем сахал мар пулчĕç.

Хастар ĕçлекен – ят-сума тивĕçекен. Агрохими службинче 40 çул ытла вăй хунă Геннадий Михайлова республикăри «Чувашский» организацин Тав çырăвĕпе чысларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов агроинженери конференцийĕ тухăçлă иртнине, «Мураты» кооператив Раççей мăнаçлăхĕ пулнине палăртрĕ. Çуракине хатĕрленсе ирттерессипе пурне те хастар тимлеме, ĕç сыхлавĕн йĕркисене, хăрушсăрлăх техникин требованийĕсене çирĕп пăхăнма сунчĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика