Район тĕрĕçисем те хастар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.04.2022, 15:18 Просмотров: 323

Раççейĕн тĕрленĕ карттине çине тăрсах пуçтараççĕ. Ăна июнĕн 12-мĕшĕ тĕлне хатĕрлесе çитерĕç

Пысăк карттăн уйрăм пайĕсенчен чылайăшĕ хатĕр те ĕнтĕ – 70-е яхăн регион хăйсен тăрăхĕн карттине тĕрлесе ярса панă.

Пирĕн район та Чăваш Республикин карттин район пайне тĕрлеме хутшăнать. Ăна кашни ял поселенийĕнчи тĕрĕ маçтăрĕсем пир çине хываççĕ.

Вăрман Кипекри Мария Александровна Павлова – «Вăрнар районне тĕрлетпĕр» проектăн виççĕмĕш ăсти. Хăй çуралнă Енĕш ялĕ тĕлĕнче вăл чăваш кĕскине тĕрленĕ.

Ал ăсталăхне кукамăшĕ Анна Арсентьевна Арсентьева хăнăхтарнă. Унăн арчари тĕрленĕ масмакĕсемпе сурпанĕсем ача чухнех Мария Александровнана çав тери тыткăнланă. Çавна май чăваш тĕррин урокĕсене вăл ятарлă курссенче вĕреннĕ.

Вăрман Кипекри шкулта 30 çул ытла тимленĕ май, çак тĕлĕнмелле яваплă ĕçе вăл ачасене те хăнăхтарнă. «Паха тĕрĕ» фабрика пуçарнă республика тата регионсем хушшинчи конкурссене те хутшăннă. Унăн вĕренекенĕсен – Диана Григорьеван, Селена Яковлеван, Софья Андрееван, Милена Андрееван – чăваш орнаменчĕллĕ ĕçĕсем малти вырăнсене те тухнă.

Хальлĕхе район карттин пилĕк фрагментне тĕрленĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика