Пурнăçсене татнă хăрушă пушар...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.12.2022, 09:01 Просмотров: 171

Юрать, çулла мар... Ытларикун Шăхаль çывăхĕнчи «Уренгой-Помары-Ужгород» магистраль газопровочĕ çинче пулнă инкек нумайăшне ахальтен çапла калаттармарĕ. Тăрук хыпса илнĕ газ факелĕ 20-30 метр çÿллĕшне хăпарса, тем сарлакăшне сарăлса ялкăшрĕ.

Ÿкерчĕк, чăннипех хăрушă. 20 ытла километрта çуннин хăрушла сасси Вăрнарта илтĕнчĕ. Çулăмĕ Мăньял Хапăс патĕнченех аван курăнчĕ. Калининăлла çитсе пынăçем вăл торнадо евĕр ÿссе-ÿссе пычĕ. Вырăнта, паллах, инкекĕн анлăшĕ тата та ытларах сисĕнчĕ. Калинино, Шуркасси Ишек, Шăхаль уйĕсен варринче иртекен газопровод таврашĕпе вĕри çулăмпа юр та вуншар метр талккăшипе ирĕлнĕ.

Шăхальсем вĕри хума ялта та туйнине, çуртсем хыпса илесрен хăраса вĕсене шывпа сирпĕтнине, уничерех пурăнакансем выльăхĕсене витесенчен илсе тухнине каларĕç. Паллах, шиклентерет, ял инкек вырăнĕнчен 600 метрта кăна вырнаçнă-çке.

Экстреннăй службăсем газопровод çинчи пушар пирки шăнкăрав пулсанах инкек вырăнне васкарĕç. Кÿршĕлле районсенчи çăлав органĕсем те тÿрех кунталла туртăнчĕç. Малтанах çĕр айĕпе иртекен газ сывлăша тухса тăнипе çулăм ярса илнине, çухатусем çуккине пĕлтерчĕç. Анчах та çухатусăр пулмарĕ...

Пушарччен магистраль газопровочĕн Заволжьери линейнăй управленийĕн ĕçченĕсем юсав ирттернĕ. Тăваттăн пулнă рабочисем. Шел те, çулăм хумĕ виççĕшĕн пурнăç хакне тăнă. КамАЗ водителĕн Турри пулнах, газ хыпса илнĕ вăхăтра вăл юсав вырăнĕнчен кăшт пăрăннă. Анчах унăн та пиçсе кайнă вырăнсем пур. Спецтехника та çунса кĕлленнĕ.

Вилнисем - Красноармейски районĕнчен. Пĕрин виçĕ ачи тăлăха юлнă... Тепри авланма та ĕлкĕреймен...

Экстреннăй службăсен опытне, çивĕчлĕхне пула факелла çулăма хăвăртах путлантарчĕç. Çывăхри ялсене хăрушлăха кĕртсе ÿкермерĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов, район прокурорĕ Евгений Краснов, полици пайĕн пуçлăхĕ Руслан Минуллин, республикăн хăрушсăрлăх ведомствисемпе органĕсен пуçлăхĕсем пушар вырăнĕнчен юлашки самантчен те каймарĕç. Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев лару-тăрăва тимлĕхрен кăлармарĕ. Çухату тÿснĕ çемьесене пулăшассине пĕлтерчĕ.

Инкек мĕнрен тухнине уçăмлатассипе ятарлă комисси ĕçлет.

Асăннă магистраль газопровочĕ урлă Европа çĕршывĕсене газ уçласа яраççĕ. Чрезвычайлă пулăм ун транспортировки çине витĕм кÿмен...

Шăхальсен пĕрлĕхне те палăртмасăр иртме çук. Пушар тытăнсанах вĕсем ял хĕррине васканă. Пуçĕсенче çуртсене çулăмран сыхласси тĕп шухăшра пулнине пĕлтерчĕç вĕсем...

«Тен, теракт», - интернетри комментарисенче çакнашкал шухăшсем те пулкаларĕç. Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев кунашкал верси çуккине палăртнă. «Уренгой-Помары- Ужгород» газопровод çинчи авари юсав ĕçĕсем ирттернĕ чух хăрушсăрлăх техникине пăснипе çыхăнма пултарнă. Следстви органĕсен татăклă йышăнăвне кĕтмелле. Урăх версисем çук», - тенĕ вăл.

Газопроводăн арканнă участокĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсене çывăх кунсенче вĕçлемелле.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика