Иртнĕ çул мĕнле?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.01.2023, 09:04 Просмотров: 262

Çĕнĕ çул пуçламăшĕнче тăратпăр. Апла пулсан иртсе кайнине пĕтĕмлетме вăхăт. ЗАГС пайĕ те, акă, çулталăк тăршшĕпе район пурнăçĕнчи куçăм улшăнăвĕсене, çынсен пурнăçĕнчи тĕп пулăмсене шута илсе пынă. Пĕтĕмпе 2022 çулта гражданла тăрăм акчĕсене 1015 регистрациленине пĕлтереççĕ цифрăсем.

Пепкесем

Сăмахран, пĕлтĕр пирĕн тăрăхра 204 пепке хушăннă ?ку хисеп виçĕмçулхинчен 37 сахалрах%. Анчах питĕ интереслĕ кăтарту: арçын ачасем те, хĕрачасем те пĕрешкелех килнĕ-мĕн çут тĕнчене: 102-шер.

Çемьере йыш хушăнни яланах телей. Çакăн пек пысăк савăнăç пĕрремĕш хут 48 çемьене килнĕ. Иккĕмĕш пепкесем 53, виççĕмĕшсем 62, тăваттăмĕшсем 23, пиллĕкмĕшсем 12, улттăмĕшсем 5 çемьере çуралнă.

2,5 хут чакнă

Гражданла тăрăм акчĕсен чи нумай хисепĕ вара - хурлăхлă сăлтавпа регистрациленисем. Шел те, кăмăлсăр статистика сыхлансах пырать: пĕлтĕр те, ача çуралнипе танлаштарсан, çынсен шучĕ 2,5 хут ытларах чакнă. Пĕтĕмпе, ЗАГС пайĕн докуменчĕсем тăрăх, 528 çын пурнăçран уйрăлса кайнă. Этемлĕхĕн черченкĕ çуррин пурнăç тăсăмĕ вăрăмрах - вăтамран 75 çул, арçынсен вара - 64 çул кăна. Çак уйрăмлăх та юлашки çулсенче улшăнми тытăнса пырать.

Сăмахран, Шĕнер Ишек тăрăхĕнче 19 çын вилнĕ пулсан, пĕр пепке те хушăнман. Калинино тăрăхĕнче те 50 çын чакнă, çав вăхăтрах 9 ача çеç çуралнă. Кĕçĕн Кипек енче те ку кăтартусен шайлашăвĕ - 29 тата 6. Тĕрĕссипе, пур ялта та, поселокра та ку цифрăсем савăнтармаççĕ.

Çемье

Палăртма кăмăллă, пĕлтĕрхи 12 уйăхра çемье çавăракансем виçĕмçулхинчен нумайрах - 130-ăн ?125 пулнă%. Хут уйăрттарнисенчен 98 арçын тата 85 хĕрарăм мăшăрланăва пĕрремĕш хут кĕнĕ. Шухăша улăштаракансем те пулаççĕ иккен - палăртнă кун пĕрлешÿ регистрацине 11 мăшăр килмен.

Арканнă çемьесен шучĕ те пĕчĕк мар. Апла пулин те вĕсем виçĕмçулхинчен сахалрах - пĕтĕмпе 79 ?2021-мĕшĕнче - 97%.

Ытти актсем

Гражданла тăрăмăн ытти тĕп ушкăнĕсене илес-тĕк, çак тапхăрта 56 ача тĕлĕшпе ашшĕлĕхне çирĕплетнĕ, усрава илнĕ тĕслĕхсемпе 4 документ çырнă, 14 çын ят-хушамата улăштарма ыйтнине пăхса тухнă. Çавăн пекех юридици пĕлтерĕшлĕ ытти ĕçсене пурнăçланă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика