Стипендиатсем - тăххăрăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.01.2023, 09:05 Просмотров: 294

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев творчествăри ăнтăлушăн республикăри 1000 çамрăка стипенди уйăрасси пирки Указа алă пуснă. Кăçал Вăрнар районĕнчен пултаруллă ăру йышне тăххăрăн кĕнĕ.

Маттуррисен ушкăнне кĕнисем - тĕрлĕ конкурс-олимпиада, спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисем, проект ĕçĕсемпе мала тухнисем. Вĕсем: Лев Вопилов тата Алексей Новиков - Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем, Сергей Ермошкин - Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн производство вĕрентĕвĕн мастерĕ, Эдуард Гаврилов - «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн информатизаци пайĕн инженерĕ, Юлия Константинова тата Анна Тимофеева - Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕсем, Анатолий Никитин - Пăртасри вăтам шкулта вĕренекен, Карина Федорова - Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекен, Арина Чернова - Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн воспитанникĕ.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура палăртнă пек 2023 çултан стипендиатсене уйăхсерен паракан тÿлев виçине 2500 тенкĕ таран индексациленĕ.

Пирĕн район çамрăкĕсем урăх ведомствăсен линийĕпе те стипендиатсен йышне кĕнĕ, вăл шутра - Вăрнарти Андрей Львов, Хапăсри Михаил Скворцов тата Мăньял Хапăсри Валентина Тикинева спортсменсем.

Пурне те саламлатпăр!

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика