Журналист - професси мар, шăпа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.01.2023, 09:06 Просмотров: 266

Чунлăх, кăсăклăх... Çавăн пекех çивĕчлĕх, креативлăх тата оперативлăх...

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри медиасфера представителĕсене Пичет кунĕпе саламланă май, çаксем чăн-чăн журналистăн енĕсем пулнине палăртрĕ. «Журналист - професси мар, шăпа, информацие халăх патне çитерме пулăшакан хăйне евĕрлĕ мисси», - терĕ вăл.

Олег Алексеевич массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансен наци проекчĕсене пурнăçлассинчи вырăнне, проект ĕçĕсенчи çитĕнĕвĕсене аса илчĕ. Халăхпа хутшăнусене вăйлатма сĕнчĕ, çакă çынсене хумхантаракан çивĕч ыйтусене татса пама пулăшнине палăртрĕ.

Чăваш ен Цифра аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Екатерина Грабко медиаотраслĕн çитĕнĕвĕсене пĕлтерчĕ. Вăл шутра - сюжетсемпе репортажсенче резонанспа палăрнă мероприятисем: Мухтавлă ентешсен çулталăкĕпе, тĕрленĕ Раççей карттипе, Сăр хÿтĕлев чиккин строителĕсен мемориалĕпе, Чăваш туризмĕн форумĕпе, ыттипе çыхăннисем. Иртнĕ çул хаçат-журналсене, наци кĕнекисене сыхласа хăварассипе тимлесе ĕçленĕ.

Екатерина Юрьевна пулас журналистсене çитĕнтересси те тĕп ыйтусен шутĕнче пулнине каларĕ. Пичет кунĕнче вăл Чăваш енре пуçласа ачасемпе çамрăксен медиапроекчĕсен регионсем хушшинчи «МедиаВзлет» фестивальне старт пачĕ.

Масс-медиа ĕçченĕсене çавăн пекех Чăваш ен Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин прокурорĕ Андрей Фомин, Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева саламларĕç.

Кăçалхи уяв та наградăсемпе тулăх пулчĕ. Питех те кăмăллă: сцена çине вăрнарсем те хăпарма тивĕçрĕç. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн менеджерне Марина Сергеевана Чăваш ен Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç.

Енĕшри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхне Антонина Кудрявцевана «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ связисчĕ» хисеп паллипе наградăларĕç.

Çакна та палăртма кăмăллă. Пичет кунĕ тĕлне ятарлă фильм хатĕрленĕ. Вăл тĕрлĕ çулсене çутатать. Фильмăн темиçе фрагментĕнче Вăрнар район хаçачĕн ĕçченĕсене те курма пулчĕ: ветерансене те, паянхи коллектива та.

Шупашкарти уяв умĕн пирĕн коллектива вырăнта та манмарĕç. Эрнекун, шăпах та Раççей пичечĕн кунĕнче, Вăрнар муниципаллă округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов, пирĕн унчченхи тĕп редактор Альбина Фомина, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн соцтивĕçтерÿ управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров, общественноçпа çыхăнса ĕçлекен специалист Людмила Иванова, Вăрнарти 2-мĕш шкулти Ольга Косарева ертсе пынипе РДШ юхăмĕн çамрăкĕсем редакцире пулчĕç, ырă çыхăну-хутшăнушăн тав турĕç.

Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Пичет кунĕ вăл сирĕн уяв та. Эпир ăна эсир пуррипе, эсир хаçатпа туслă пулнипе паллă тăватпăр. Тав сире!

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика