Тыл пулăшсан Çĕнтерÿ пулатех!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.02.2023, 09:14 Просмотров: 335

Пĕрлешсе ĕçлени хамăра кăна мар, пĕтĕм халăха, çĕршыва вăйлăрах тăвать. Çакна эпир Украинăра ятарлă çар операцийĕ тытăнсан пушшех те аван туйса илтĕмĕр. Мобилизациленнисене, контрактпа хÿтĕлеве тăнисене пулăшассипе пĕр тĕллевлĕн чăмăртантăмăр

Хутшăнса ĕçлемелле

Çакăн пек йышăннă СВОна хутшăнакансене пулăшакан ыркăмăллăх организацийĕсем пĕрлехи тĕлпулура. Ăна ытларикун влаç органĕсен, «Пĕрле» фонд представителĕсем хутшăннипе Шупашкарта ирттернĕ.

- Пирĕн паянхи пĕрлехи задача - хамăр салтаксене пулăшма пĕтĕм вăя пĕрлештересси. Ятарлă çар операцийĕ тытăннăранпа Луганскпа Донецк республикисене 515 тонна гуманитарлă груз ăсатнă: 410 тонна апат-çимĕç, 1 тонна эмел препарачĕ, 75 тонна вăрлăх тата ытти те», - пĕлтернĕ Чăваш ен Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçин заместителĕ Владимир Степанов.

Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе мобилизациленнисем валли 97 миллион тенке яхăнлăх экипировка, амуници, районсем салтаксене пулăшма 4 млн тенкĕлĕх тавар туяннă. Унсăр пуçне, муниципалитетсенче йĕркеленнĕ патриотла ушкăнсем урлă халăх сахал мар укçа-тенкĕ хывнă.

Владимир Степанов пирĕн патшалăха хирĕç киревсĕр информаци кампанийĕ пынине палăртнă. Ун тĕллевĕ - Раççей çарĕсене дискредитацилесси, нацисен пĕрлĕхне салатасси. Влаç представителĕ çĕршер çын кунĕн-çĕрĕн тĕрлĕ чатсенче юриех халăха пăтраштаракан комментарисем çырса ларнине каланă. Çавна май республикăра help21.ru справка сайчĕ тата 122 номерпе «вĕри лини» телефонĕ ĕçленине аса илтернĕ. СВОпа çыхăннă кирек мĕнле ыйтăва та вĕсем урлă ыйтса пĕлме май пур.

«Пĕрле» фондăн исполнительнăй директорĕ Наталия Колыванова организаци боецсене автомобильсемпе, пысăк технологиллĕ оборудованипе, эмелсемпе 30 млн тенкĕлĕх тивĕçтернине каланă. Фонда пĕтĕмпе 40 млн тенкĕ укçа куçарнă.

Вăл районсенче ĕçлекен ушкăнсене, волонтерсене кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнишĕн тав тунă.

Чăваш енри Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Наталья Николаева гуманитари грузĕсене çар чаçĕсен кирлĕлĕхне кура йĕркелемеллине, мĕнпур фондсен, волонтерсемпе обществăлла организацисен пĕрлешмеллине, патриотла воспитани ĕçне вăйлатмаллине, ачасене геройла тĕслĕхсемпе ытларах паллаштармаллине каланă.

Пуçару ушкăнĕсен ертÿçисемпе представителĕсем те ентешсене пулăшас ĕçре пĕрлĕх кирлипе килĕшнĕ.

Пĕтĕмпех Çĕнтерÿ валли

Шăпах çак шухăша палăртнă тĕлпулура тухса каланă май, «ZOV Вурнары» ушкăн ертÿçи Артур Михайлов.

Вăрнарсен пуçарулăхĕ, чăннипе, чылай районшăн ырă тĕслĕх пулса тăчĕ. Мобилизаци тытăннăранпа ентешсем салтаксене кÿрекен тимлĕхе малти вырăна кăларчĕç.

Куратпăр ĕнтĕ, район çыннисем кам мĕнпе пулăшма пултарать, çавна сĕнчĕç: апат-çимĕç, ăшă тумтир, гигиена хатĕрĕсем, ытти. «ZOV Вурнары» ушкăн кашни салтак ыйтăвне шута илсе вĕсем патне пĕрре мар адреслă пулăшу çитерчĕ. Çакă - питĕ ырă пулăм.

Пысăк ĕçсен шутĕнче, паллах, - салтаксем патне автомобильсем çитерни. Çар ыйтăвĕсене пурнăçлама фронта пĕтĕмпе тăватă УАЗ ăсатнă ĕнтĕ: пĕр «Патриот» тата виçĕ «буханка». Вĕсене вырăнти автомастерсем çар условийĕсене кура вăйлатрĕç, çирĕплĕхне ÿстерес тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшрĕç.

Салтаксемпе куллен çыхăнура пулни те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем ыйтнипе, акă, ентешсем буржуйка кăмакасем хатĕрлерĕç, прицепа çĕнетрĕç. Хальхи вăхăтра маттур арçынсем тепĕр УАЗа çар валли хатĕрлеççĕ.

Унсăр пуçне, планра ГАЗ-66 грузовикран мунча-душевой тăвасси. Фургонлă ку машинăна «ZOV Вурнары» ушкăна тÿлевсĕрех Вăрнар предпринимателĕ Вячеслав Морозов панă. Чăн-чăн патриот!

Маларах Игорь Ехлаков депутат та хăйĕн УАЗне ахалех панăччĕ. Унсăр пуçне, автомобильсене юсанă тапхăрта нумайăшĕ инструментсемпе, запас пайсемпе, материалсемпе тÿлевсĕрех тивĕçтернĕ, вăл е ку ĕçсене ахалех туса панă. Кунашкал çынсемпе тивĕçлипе мухтанатпăр! Вĕсем - тыл геройĕсем!

Вырăна çитнĕ

Иртнĕ эрнекун Чăваш енрен Запорожье облаçне пысăк гуманитари пулăшăвĕ, вăл шутра тăхăр автомобиль, ăсатнине çырнăччĕ.

Пирĕн районтан грузпа пĕрле инçет çĕре Дмитрий Яковлев, Николай Крылов, Артур Семенов тата Александр Афанасьев кайса килнĕ. Автомашинăсене, тăванĕсем, район çыннисем парса янă посылкăсене салтаксем патне ятран çитернĕ.

- Хамăр ентешсен, чăвашсен пĕрлĕхĕ инçет çĕрте те аван сисĕнчĕ. Пире, акă, республикăри ОМОН тытăмĕнче тимлекенсем кĕтсе илчĕç. Украина çĕрĕ çинче тивĕçе пурнăçлакансем хушшинче вăрнарсем те пулчĕç. Çакă чуна хăпартлантарчĕ. Кунтан та ытла - вĕсем пулăшу алли тăсни. Пире вĕсем апат çитерчĕç, çĕр каçма вырăн уйăрчĕç. Çар чаçĕн командирĕ те вăрнарсен туслăхне пĕрре мар палăртрĕ. Кунтан та ытла - гуманитари пулăшăвне кĕтме тухнă салтаксен йышĕнче хамăрăн мобилизациленнĕ ентешсене курни савăнтарчĕ. Вĕсен кăмăл-туйăмĕ савăк. Чĕрисем çĕнтерÿшĕн çунаççĕ. Çакă - чи кирли, - пĕлтерчĕ Дмитрий Яковлев.

Паллах, фронтран ырă хыпарсем килни питĕ аван. «Гуманитаркăна илтĕмĕр. Пурне те пысăк тав!» - пĕлтерчĕ, акă, хаçат тусĕ, «Тандем» позывнойпа çÿрекенскер. Питех те кăмăллă.

Мухтанатпăр!

Вăрнар каччисем çапăçура палăрни кăмăла çĕклет. Евгений Ригова, акă, çак кунсенче тепĕр наградăпа - «За веру и волю» медальпе чысланă. Ăна вăл ЛНР ирĕклĕхĕпе никамапăхăнманлăхĕшĕн тивĕçнĕ.

Çавăн пекех Авăрçырми каччине Иван Скворцова Хăюлăх орденĕпе наградăланă. Ун сумĕ пысăк. Вăл Мухтав орденĕпе танлашать.

Çавăн пекех Уравăшран хăй ирĕкĕпе кайнă Виталий Гаврилов «Çарта палăрнăшăн» медале тивĕçнĕ.

Пулăшу чакмасть

Районта мобилизациленнисене пулăшасси малалла пырать. Вăрнарти чылай лавккара пĕрлĕх ещĕкĕсем вырнаçтарнă. Япаласене çавăн пекех ача-пăча пултарулăх çуртне пырса пама юрать.

Пĕрле - эпир вăйлă! Тылпа фронт пĕрлешсен Çĕнтерÿ пулатех!..

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика