Ĕçченсем пулсан ял пĕтмест

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.03.2023, 09:31 Просмотров: 76

Юнкун Вăрнар тăрăхĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ йĕркипе икĕ ушкăн ĕçлерĕ. Влаç тытăмĕнче тăрăшакансем Малти Ишек, Мăн Турхан, Упнер, Вăрманкас территори пайĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç.

Чăваш Республикинчи çынсен прависене хÿтĕлессипе тимлекен Сергей Романов, Вăрнар округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Сергей Петров, депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Андрей Петров, халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пайăн пуçлăхĕ Мария Мирошниченко чи малтан Малти Ишекри территори пайĕнче пулчĕç. Сергей Петров Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕпе тата ЧР Министрсен Кабинечĕн ĕç-хĕлĕн 2022 çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Санкцисем Раççее хăратаймаççĕ. Çĕршыв аталану çулĕпех пырать. Çĕнĕ производство линийĕсем хута каяççĕ. Ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. Ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатма тăрăшаççĕ. Çакна пĕлмеллех, «кăвак çулăм» хăшпĕрисен кил-çурчĕ патне пыман-тăк, халĕ ятарлă программа ĕçлет. Ун йĕркипе газ кĕртнипе çыхăннă хăшпĕр тăкаксене саплаштарма субсиди параççĕ.

Патшалăх пулăшăвĕ анлă. Акă, «Сывлăх сыхлавĕ» нацпроекта пурнăçласа Çăлкас Кăкшăмра модульлĕ çĕнĕ медпункта хăпартма пуçланă. ФАП-а çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче уçма палăртаççĕ. Малашне ялта пурăнакансене хăтлă условисенче медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕç. Калас пулать, çакăн пекех çĕнĕ мед-пункт Услапа Нурăсра та çĕклеме тытăннă.

Çăлкас Кăкшăм клубĕ те кивĕ. Малти Ишекри территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ластухин модульлĕ культура центрĕн строительстви пирки ыйту çĕклерĕ. Çăлкас-кăкшăмсем те çĕнĕ клуб пирки тахçанах ĕмĕтленеççĕ. Пурин те хăтлă культура учрежденине çÿрес килет.

Паллах, ял хастарĕсем хăйсене уйрăмах пăшăрхантаракан тĕп ыйтăва та çĕклерĕç. Калаçу сĕт хакĕ пирки хĕрÿ пычĕ. Хальхи вăхăтра ку тăрăхра пурăнакансенчен усламçăсем чĕртавара 21 тенкĕпе кăна туянаççĕ. Çав вăхăтрах лавккари сĕт хакĕ 80 тенке çити капашать. Выльăх апачĕ те хаклă. Рулонри утă 1500 тенкĕ, тюкри- 150 тенкĕ. Уйрăмах мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе темиçе пуç тытакансене йывăртарах.

Мария Мирошниченко сăмах илнĕ май ял хастарĕсене хăй тĕллĕн ĕçлекенсен (самозанятый) йышне кĕме сĕнчĕ. Ун чухне тавăрса памалла мар субсидипе тивĕçтереççĕ. Социаллă контракт та сахал тупăшлисемшĕн чăн-чăн тĕрев.

Малти Ишекри территори пайĕнче пуçаруллă утăм тăвакансем те çук мар. Çиччĕн хăй тĕллĕн ĕçлекенсен йышне кĕнĕ ĕнтĕ. Патшалăх паракан пулăшусем тĕрлĕ енлĕ. Акă, сăмахран, ĕне туянма 70 пин тенкĕ уйăраççĕ.

Çăмăлах мар пулин те, Вăрнар округĕн Малти Ишекри территори пайĕнче хушма хуçалăха аталантарассипе тĕллевлĕ тăрăшаççĕ. Юлашки çулсенче ĕнесен шучĕ пачах та чакман. Ĕç кăтартăвĕ аван. Ку енче хальхи вăхăтра 327 пуç ĕне тытаççĕ. Хурăн Кăкшăмри Павловсем, акă, хăйсемех мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе 20 ытла пуç усраççĕ. Вĕсен Çăлкас Кăкшăмри тăванĕсем те маттур.

- Ытлă-çитлĕ пурăнас тесен ÿркенмелле мар. Эпир мăшăрăмпа çулленех ĕнесемсĕр пуçне пушмак пăрусем, вăкăрсем усратпăр. Сыснасене те самăртатпăр, - терĕ Оксана Петрова. Унăн хĕрĕсем те тăрăшуллă. Асли пурнăç çулĕ çине тăнă. Кĕçĕнни Виктория пĕчĕкренех ветеринар пулма ĕмĕтленнĕ. Халĕ вăл Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕренет, тарăн пĕлÿ илес тесе тăрăшать. Ахальтен мар хастар хĕр сывă выльăх-чĕрлĕхе мĕнле çитĕнтермелли пирки йăлтах пĕлет, ашшĕпе амăшне те сĕнÿсем парать. Ĕçченсем пулсан ял пĕтмест. Хулара кăна мар, ялта та пурнăç вĕресе тăрать.

Ĕçлĕ тĕлпулу Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Кăмашри сысна комплексĕнче тăрăшакансемпе те иртрĕ. Сысна отрасльне аталантарассипе тăрăшакансем те хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене çĕклерĕç. Пĕве юшкăнпа тулнă, сĕт хакĕ тивĕçтермест, компенсаци еплерех илмелле тата ытти те. Влаçрисем кашни ыйтăва тимлĕхе илчĕç, пулăшма шантарчĕç.

Сыхланакана Турă та сыхлать, теççĕ. Информаци кунĕнче асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Алексей Петров округри лару-тăрупа паллаштарчĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп уямалли пирки аса илтерчĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика